Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

54-МӖШ КАЛАВ

Чи вӑйлӑ ҫын

Чи вӑйлӑ ҫын

ҪӖР ҫинче хӑҫан та пулин пурӑннӑ чи вӑйлӑ ҫын мӗн ятлӑ пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? Вӑл Самсо́н ятлӑ судья. Иегова Самсона́ ҫакӑн пек вӑй панӑ. Самсо́н ҫураличченех Иегова унӑн амӑшне калать: «Кӗҫех санӑн ывӑл ача ҫуралӗ. Вӑл Израиле́ филистимсенчен ирӗке кӑларӗ».

Филистимсем — Ханаанра́ пурӑнакан япӑх халӑх. Вӗсен салтаксем нумай тата вӗсем, чӑннипех, Изра́иль халӑхне пусмӑрлаҫҫӗ. Пӗррехинче, Самсо́н филистимсем пурӑнакан ҫӗре каякан ҫулпа пынӑ чухне, ӑна хирӗҫ пысӑк арӑслан мӗкӗрсе тухать. Анчах Самсо́н ӑна ҫара алӑпа вӗлерет. Вӑл ҫавӑн пекех япӑх филистимсенчен ҫӗршерӗшне вӗлерет.

Каярахпа Самсо́н Дали́да ятлӑ хӗрарӑма юратса пӑрахать. Дали́да Самсо́н вӑйӗн вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлсен, филистимсен кашни пуҫлӑхӗ ӑна 1 100-шер кӗмӗл укҫа пама сӑмах парать. Дали́дӑн ҫак укҫана илес килет. Вӑл Самсо́нӑн тата Турӑ халӑхӗн чӑн-чӑн тусӗ мар. Ҫавӑнпа та вӑл Самсонра́н вӑл мӗне пула ҫав тери вӑйлӑ пулнине пӗлме темиҫе хут та ыйтать.

Юлашкинчен Дали́да хистесе тӑнипе Самсо́н хӑйӗн вӑйӗн вӑрттӑнлӑхне каласа парать. «Манӑн ҫӳҫе нихӑҫан та касман,— тесе ӑнлантарать Самсо́н.— Ҫуралнӑранпах Турӑ мана ятарлӑ ӗҫлекен — назорей — пулма суйласа илнӗ. Манӑн ҫӳҫе кассан, манӑн вӑй пӗтет».

Ҫапла вара, Дали́да ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Самсона́ хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫинче ҫывӑратса ярать. Кайран Далида Самсо́нӑн ҫӳҫне кастарма пӗр ҫынна пӳлӗме чӗнет. Самсо́н ҫывӑрса тӑрсан, унӑн вӑйӗ пӗтнӗ ӗнтӗ. Вара филистимсем килеҫҫӗ те ӑна тыткӑна илсе каяҫҫӗ. Вӗсем унӑн икӗ куҫне чиксе шӑтараҫҫӗ те ӑна хӑйсен чури тӑваҫҫӗ.

Пӗррехинче филистимсем хӑйсен Даго́н турри ячӗпе пысӑк уяв тӑваҫҫӗ, вара Самсонра́н мӑшкӑласа кулас тесе ӑна тӗрмерен илсе тухаҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Самсо́нӑн ҫӳҫӗ каллех ӳсет. Самсо́н хӑйне алӑран тытса пыракан арҫын ачана калать: «Ҫурт-йӗре тытса тӑракан юпасене хыпашласа пӑхма ирӗк парсам». Вара Самсо́н Иеговӑран вӑй пама кӗлтӑвать, унтан юпасене тытать. Вӑл кӑшкӑрса ярать: «Филистимсемпе пӗрле эпӗ те вилем». Уявра 3 000 Филистим ҫынни пулнӑ, вара Самсо́н юпасене вырӑнтан куҫарсан, ҫурт-йӗр ишӗлсе анать те ҫак япӑх ҫынсене пурне те вӗлерет.

Тӳресен кӗнеки, 13—16 сыпӑксем.