Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

50-МӖШ КАЛАВ

Икӗ хӑюллӑ хӗрарӑм

Икӗ хӑюллӑ хӗрарӑм

ИЗРАИЛЬ халӑхӗ инкеке лексен, вӗсем Иеговӑна йӑлӑнаҫҫӗ. Иегова вӗсем йӑлӑннине илтет, ҫавӑнпа та вӗсене пулӑшмашкӑн хӑюллӑ ҫулпуҫсем парса тӑрать. Библи вӗсене судьясем тесе калать. Пӗрремӗш судья Иисус Нави́н пулнӑ, ун хыҫҫӑн Гофонии́л, Ао́д, Самега́р пулнӑ. Анчах Израиле́ пулӑшакансенчен иккӗшӗ хӗрарӑмсем пулнӑ — Дево́ра тата Иаи́ль ятлӑ хӗрарӑмсем.

Дево́ра — хӗрарӑм пророк. Иегова ӑна малашне мӗн пуласси ҫинчен пӗлтерет, вӑл вара Иегова сӑмахӗсене халӑха каласа парать. Дево́ра ҫавӑн пекех судья. Вӑл ту ҫинче пальма айӗнче ларать, вара ҫынсем пулӑшу илме ун патне пыраҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра Ханаа́нра Иави́н патшара ларать. Унӑн 900 ҫар урапи пур. Иави́н ҫарӗ питӗ вӑйлӑ, ҫавӑнпа та Изра́иль ҫыннисенчен нумайӑшне вӑйпа хӑйӗн тарҫисем туса хурать. Иавин патшан ҫар пуҫлӑхне Сиса́ра тесе чӗнеҫҫӗ.

Пӗррехинче Дево́ра Вара́к судьяна чӗнсе килме ярать те ӑна калать: «Иегова хушать: “10 000 ҫын ил те вӗсемпе пӗрле Фаво́р тӑвӗ ҫине хӑпар. Эпӗ унта Сисарӑна́ илсе килӗп. Эпӗ сана ӑна тата унӑн ҫарне ҫӗнтерме парӑп”».

Вара́к Деворӑна́ калать: «Эсӗ манпа пӗрле кайсан, эпӗ те кайӑп». Дево́ра унпа пӗрле каять, анчах вӑл Варака́ калать: «Эсӗ ҫӗнтерӳшӗн мухтав илеймӗн, мӗншӗн тесен Иегова Сисарӑна́ хӗрарӑм аллине парӗ». Ҫапла пулса тухать те.

Вара́к Фаво́р тӑвӗ ҫинчен Сиса́ра салтакӗсене хирӗҫ анать. Сасартӑк Иегова шыв илмелле тӑвать, вара тӑшман салтакӗсенчен нумайӑшӗ путаҫҫӗ. Анчах Сиса́ра ҫар урапи ҫинчен сиксе анса тарать.

Тепӗртакран Сиса́ра Иаи́ль чатӑрӗ патне ҫитет. Вӑл ӑна хӑйӗн чатӑрне чӗнет те сӗт ӗҫтерет. Ҫакна пула ӑна ыйхӑ пусма пуҫлать те кӗҫех вӑл хытӑ ҫывӑрса каять. Вара Иаи́ль чатӑрӑн пӗчӗк шалҫине илет те унпа ҫак япӑх ҫыннӑн пуҫне ҫапса шӑтарать. Каярахпа Вара́к пырсан, вӑл ӑна вилнӗ Сисарӑна́ кӑтартать! Куратӑн-и, Дево́ра мӗн калани пурнӑҫланать.

Юлашкинчен Иави́н патшана та вӗлереҫҫӗ, вара пӗр вӑхӑт хушши Израиль халӑхӗ каллех мирлӗ пурӑнать.

Тӳресен 2:14—22; 4:1—24; 5:1—31.