Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

49-МӖШ КАЛАВ

Хӗвел чарӑнса тӑрать

Хӗвел чарӑнса тӑрать

ИИСУС Нави́н ҫине пӑх-ха. Вӑл калать: «Хӗвел, чарӑнса тӑр!» Вара хӗвел чарӑнса тӑрать. Вӑл кунӗпех пӗлӗт варринче тӑрать. Ҫакна Иегова тӑвать! Анчах Иисус Навина́ мӗншӗн хӗвел ҫути кирлине айта пӑхса тухар.

Ханаа́н ҫӗрӗнчи пилӗк япӑх патша Гавао́н ҫыннисем ҫине тапӑнсан, лешсем пӗр ҫынна Иисус патне пулӑшу ыйтма яраҫҫӗ. «Пирӗн пата часрах кил!— тесе йӑлӑнӑть вӑл.— Пире ҫӑл! Сӑртлӑ-туллӑ вырӑнти ҫӗршывӑн пилӗк патши пурте санӑн тарҫусемпе ҫапӑҫма килчӗҫ».

Иисус Навинпа́ унӑн ҫар ҫыннисем пурте тӳрех пулӑшма каяҫҫӗ. Вӗсем ҫӗрӗпе утаҫҫӗ. Вӗсем Гавао́н патне ҫитсен, пилӗк патшан салтакӗсем питӗ хӑраса ӳкеҫҫӗ те тарма пуҫлаҫҫӗ. Иегова пӗлӗтрен шултӑра чулсем ҫутарать, вара Изра́иль ҫар ҫыннисем вӗлернинчен ытларах чулсем пырса тивнипе нумайрах салтак вилет.

Иисус кӗҫех хӗвел анса ларассине курать. Вара тӗттӗмленӗ те, пилӗк япӑх патшан салтакӗсем тарса пӗтӗҫ. Ҫавӑнпа та Иисус Иеговӑна кӗлтӑвать те: «Хӗвел — чарӑнса тӑр!» — тет. Хӗвел ҫутти пур чухне Изра́иль ҫыннисем пӗтӗмпех ҫӗнтереҫҫӗ.

Ханаанра́ Турӑ халӑхне курайман нумай япӑх патшасем татах та пур. Иисус Навинпа́ унӑн ҫарне ҫак ҫӗр ҫинчи 31 патшана ҫӗмӗрсе тӑкма ултӑ ҫула яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулать. Ҫакна туса пӗтерсен, Иисус ку таранччен ҫӗр уйӑрса паман йӑхсене Ханаа́н ҫӗрне валеҫсе парасшӑн тӑрӑшать.

Нумай ҫул иртет, вара 110 ҫула ҫитсен Иисус Нави́н вилет. Вӑл тата унӑн тусӗсем чӗрӗ чухне халӑх Иеговӑна итлет. Анчах ҫак лайӑх ҫынсем вилсен, халӑх хӑйне япӑх тытма пуҫлать, вара унӑн йывӑрлӑхсем пуҫланаҫҫӗ. Ҫавӑн чухне халӑха Турӑран чӑннипех пулӑшу кирлӗ пулать.

Иисус Навин 10:6—15; 12:7—24; 14:1—5; Тӳресен 2:8—13.