Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

61-МӖШ КАЛАВ

Давида патшана лартни

Давида патшана лартни

САУ́Л Давида́ тепӗр хут тытма хӑтланса пӑхать. Вӑл чи лайӑх салтакӗсенчен 3 000 илет те ӑна шырама каять. Дави́д ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Сау́л хӑйӗн ҫарӗпе ӑҫта ҫӗр каҫнине пӗлме разведчиксене ярать. Кайран Дави́д икӗ салтакран ыйтать: «Сирӗнтен хӑшӗ манпа пӗрле Сау́л лагерьне каять?»

— Эпӗ каятӑп,— тет Аве́сса. Вӑл Сару́и, Дави́д аппӑшӗн, ывӑлӗ. Саулпа́ унӑн салтакӗсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Давидпа́ Аве́сса вӗсен лагерьне шӑпӑрттӑн йӑпшӑнса кӗреҫҫӗ. Вӗсем Сау́л пуҫӗ ҫумӗнче выртакан сӑнӑпа кӑкшӑма илеҫҫӗ. Вӗсене никам та курмасть те, илтмест те, мӗншӗн тесен пурте хытӑ ҫывӑраҫҫӗ.

Давидпа́ Аве́сса ҫине халӗ пӑх-ха. Вӗсем аяккарах хӑрушлӑх ҫук ҫӗре ту тӑррине чупса тарнӑ. Дави́д Изра́иль ҫарӗн пуҫлӑхне кӑшкӑрать: «Авени́р, мӗн эсӗ хӑвӑн хуҫуна, патшуна, сыхламастӑн? Пӑх-ха! Ӑҫта унӑн сӑннипе шыв кӑкшӑмӗ?»

Вара Сау́л вӑранать. Вӑл Давида́ сасран паллать те ыйтать: «Дави́д, эсӗ-и ку?» Ҫавӑнта аялта Саулпа́ Авенира́ куратӑн-и?

— Ҫапла, эпӗ ку, манӑн хуҫам, патшам,— тесе Дави́д хуравлать, унтан Саулта́н ыйтать:— Мӗншӗн эсӗ мана хӑвалатӑн? Эпӗ сана мӗн япӑххи турӑм? Акӑ ӗнтӗ, патша, санӑн сӑнну. Санӑн ҫыннусенчен пӗри ман пата пытӑр та ӑна илсе кайтӑр.

— Эпӗ тӗрӗс мар турӑм,— тесе килӗшет Сау́л.— Эпӗ ухмахла хӑтлантӑм.— Ҫакӑн хыҫҫӑн Давидпа́ Сау́л уйрӑлса кайнӑ: Дави́д хӑйӗн ҫулӗпе каять, Сау́л вара килне таврӑнать. Анчах Дави́д хӑй ӑшӗнче шухӑшлать: «Хӑҫан та пулин Сау́л мана вӗлеретех. Филистимсен ҫӗрне тармалла». Вӑл ҫавӑн пек тӑвать те. Дави́дӑн филистимсене ухмаха тӑратса хӑварма май пулать, ҫавӑнпа та вӗсем Дави́д хӑйсен майлӑ тесе ӗненме пуҫлаҫҫӗ.

Пӗр вӑхӑт иртсен филистимсем вӑрҫӑпа Изра́иль ҫине каяҫҫӗ. Ҫак вӑрҫӑра Саулпа́ Ионафа́н вилеҫҫӗ. Дави́д питӗ хуйхӑрать, вара вӑл ҫакӑн пек юрӑ хывать: «Сан пирки хуйхӑратӑп, манӑн тӑванӑм Ионафа́н. Маншӑн эсӗ ҫав тери хаклӑ пултӑн!»

Ҫакӑн хыҫҫӑн Дави́д Израиле́ Хевро́н хулине таврӑнать. Кунта Сау́л ывӑлне Иевосфея́ патшана суйласа лартнӑ ҫынсемпе Давида́ патшана лартма тӑрӑшакан ҫынсем хушшинче вӑрҫӑ пырать. Анчах та юлашкинчен Дави́д ҫыннисем ҫӗнтереҫҫӗ. Ҫапла вара Дави́д 30 ҫулта патшана ларать. Ҫичӗ ҫул ҫурӑ вӑл Хевронта́ пуҫпулса ертсе пырать. Кунта унӑн ывӑлсем ҫуралаҫҫӗ: Амно́н, Авессало́м тата Адо́ния.

Пӗр вӑхӑт иртсен, Дави́д хӑйӗн ҫарӗпе Иерусали́м ятлӑ хитре хулана ҫӗнтерсе илме каять. Ҫак ҫапӑҫӑва Дави́д аппӑшӗн, Сару́йӑн, тепӗр ывӑлӗ Иоа́в ертсе пырать. Ҫакӑншӑн Дави́д Иоава́ ҫар пуҫлӑхӗ тӑвать. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа Дави́д Иерусалимра́ пуҫпулса ертсе пырать.

1 Самуил 26:1—25; 27:1—7; 31:1—6; 2 Самуил 1:26; 3:1—21; 5:1—10; 1 Летопись 11:1—9.