Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

65-МӖШ КАЛАВ

Патшалӑх пайланса кайнӑ

Патшалӑх пайланса кайнӑ

ҪАК ҫын хӑйӗн халатне мӗншӗн татӑкӑн-татӑкӑн ҫурнине пӗлетӗн-и? Ҫапла тума ӑна Иегова хушнӑ. Ҫак ҫын вӑл — А́хия ятлӑ Турӑ пророкӗ. Пророк кам пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? Пророк теекен ҫынна Турӑ пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен малтанах уҫса парать.

А́хия халӗ вара Иеровоа́м ятлӑ ҫынпа калаҫать. Соломо́н Иеровоама́ ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре пӑхса тӑракан пулма лартнӑ. Ҫул ҫинче Иеровоама́ тӗл пулсан, А́хия темӗнле ӗҫ тунипе тӗлӗнтерет. Хӑйӗн ҫинчен ҫӗнӗ халатне хывать те ӑна 12 татӑк ҫине ҫурать. Кайран вӑл Иеровоама́ калать: «Хӑвна валли 10 татӑк ил». А́хия Иеровоама́ 10 татӑк мӗншӗн панине пӗлетӗн-и?

Иегова Соломонра́н патшалӑха туртса илме шут тытнӑ тесе ӑнлантарать А́хия. Иегова 10 йӑх Иеровоама́ пама шут тытнӑ тесе калать вӑл. Ҫакӑ Соломо́н ывӑлӗ Ровоа́м икӗ йӑхпа кӑна пуҫпулассине пӗлтерет.

Соломо́н ҫакӑн ҫинчен илтсен питӗ тарӑхса каять. Вара вӑл Иеровоама́ вӗлересшӗн пулать. Анчах Иеровоа́м Египета́ тарать. Вӑхӑт иртсен Соломо́н вилет. Вӑл 40 ҫул хушши патшара ларать, халӗ вара унӑн ывӑлӗ Ровоа́м ун вырӑнне патшана ларать. Соломо́н вилнине илтсен, Иеровоа́м Израиле́ таврӑнать.

Ровоа́м — усал патша. Вӑл хӑйне ҫынсемпе хӑйӗн Соломо́н ашшӗнчен те япӑхрах тытать. Иеровоампа́ темиҫе паллӑ ҫын Ровоа́м патша патне пыраҫҫӗ те халӑхпа хӑйне лайӑхрах тытма ыйтаҫҫӗ. Анчах Ровоа́м вӗсене итлемест. Вӑл хӑйне халӑхпа унчченхинчен те япӑхрах тытма пуҫлать. Ҫавӑнпа та халӑх Иеровоама́ 10 йӑхӑн патши пулма суйласа лартать, анчах Вениаминпа́ Иу́дӑн икӗ йӑхӗ хӑйсен патши пулма Ровоама́ хӑвараҫҫӗ.

Иеровоа́м хӑйӗн халӑхне Иеговӑна пуҫҫапма Иерусалимри́ храма ҫӳреттересшӗн мар. Ҫавӑнпа та вӑл ылтӑнран икӗ пӑру тӑвать те халӑха вӗсене пуҫҫапма хушать. Кӗҫех ҫӗршывра усал ӗҫ тӑвасси тата пусмӑрласси анлӑ сарӑлать.

Ҫавӑн пекех икӗ йӑхран тӑракан патшалӑхра та нумай инкек кураҫҫӗ. Ровоа́м патшана ларнӑранпа пилӗк ҫул та иртмест ӗнтӗ, Иерусалима́ хирӗҫ Еги́пет патши ҫапӑҫма пырать. Вӑл Иеговӑн храмӗнчен питӗ нумай пуянлӑх илсе тухса каять. Ҫавӑнпа та туса лартнӑ чухне храм мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех вӑл тӑрса юлать.

1 Патшасен 11:26—43; 12:1—33; 14:21—31.