Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

67-МӖШ КАЛАВ

Иосафат Иеговӑна шанса тӑрать

Иосафат Иеговӑна шанса тӑрать

ЭСӖ ҫак ҫынсем камсем пулнине тата вӗсем мӗн тунине пӗлетӗн-и? Вӗсем вӑрҫа каяҫҫӗ, малта пыракан арҫынсем юрлаҫҫӗ. Анчах эсӗ ыйтма пултаратӑн: «Мӗншӗн юрӑҫсен ҫапӑҫма хӗҫсемпе сӑнӑсем ҫук?» Айта пӑхса тухар.

Икӗ йӑхран тӑракан Изра́иль патшалӑхӗнче Иосафа́т патшара ларать. Вӑл вунӑ йӑхран тӑракан ҫурҫӗр патшалӗхӗн патшипе, Ахавпа, тата унӑн арӑмӗ Иезавельпе́ пӗр вӑхӑтра пурӑнать. Анчах Иосафа́т патша, хӑйӗн А́са ашшӗ пекех, лайӑх патша. Ҫавӑнпа та икӗ йӑхран тӑракан кӑнтӑр патшалӑхӗ нумай ҫул хушши телейлӗ пурӑнать.

Анчах пӗр ӗҫ халӑха хӑратса ӳкерет. Иосафата́ ҫакӑн пек хыпар пӗлтереҫҫӗ: «Сана хирӗҫ Моа́в, Аммо́н ҫӗрӗсенчен тата Сеи́р тӑвӗ патӗнчен вӑрҫӑпа пысӑк ҫар килет». Иеговӑран пулӑшу илме Изра́иль ҫыннисенчен нумайӑшӗ Иерусалима́ пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте храма каяҫҫӗ те унта Иосафа́т кӗлтӑвать: «Эй Иегова, пирӗн Туррӑмӑр, эпир мӗн тумаллине пӗлместпӗр. Эпир ҫак пысӑк ҫар умӗнче пӗр хӳтлӗхсӗр. Эпир санран пулӑшу кӗтетпӗр».

Иегова вӗсене итлет те хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен пӗрне халӑха пӗлтерме хавхалантарать: «Ҫак ҫапӑҫу сирӗн мар, Туррӑн. Сирӗн ҫапӑҫма кирлӗ пулмасть. Иегова сире мӗнле ҫӑлнине эсир пӑхса тӑрӑр кӑна».

Тепӗр ирхине Иосафа́т халӑха чӗнсе калать: «Иеговӑна шанса тӑрӑр!» Вара вӑл ҫар умне юрӑҫсене тӑратать, вӗсем вара Иеговӑна мухтав юррисем юрласа ретпе утса пыраҫҫӗ. Вӗсем ҫапӑҫмалли вырӑна ҫывхарса пырсан мӗн пулса тухнине эсӗ пӗлетӗн-и? Иегова тӑшман салтакӗсене пӗр-пӗринпе ҫапӑҫтарса ярать. Изра́иль ҫыннисем ҫапӑҫмалли вырӑна ҫитсен, ак тамаша — тӑшманӗсем пурте вилӗ выртаҫҫӗ!

Иосафа́т Иеговӑна шанни ӑслӑ туни пулмасть-и? Ӑна шанатпӑр пулсан, эпир те ӑслӑ пулӑпӑр.

1 Патшасен 22:41—53; 2 Летопись 20:1—30.