73-МӖШ КАЛАВ
Израилӗн юлашки лайӑх патши
ИЗРА́ИЛӖН икӗ йӑхран тӑракан кӑнтӑр патшалӑхӗнче Ио́сия патшана ларсан вӑл сакӑр ҫулта кӑна пулнӑ. Патша пулма вӑл ытла та ҫамрӑк пулнӑ. Ҫавӑнпа халӑха ертсе пыма малтанлӑха аслисенчен хӑш-пӗрисем ӑна пулӑшса тӑраҫҫӗ.
Патшана ларнӑранпа ҫичӗ ҫул иртсен Ио́сия Иеговӑна шырама пуҫлать. Вӑл лайӑх патшасенчен — Давидра́н, Иосафатра́н тата Езекийӑра́н — тӗслӗх илсе тӑрать. Ҫамрӑк чухнех Ио́сия питӗ хӑюллӑ ӗҫ тӑвать.
Чылай вӑхӑт хушши ӗнтӗ Изра́иль ҫыннисенчен нумайӑшӗ питӗ япӑх ӗҫсем туса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем суя турӑсене пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем йӗрӗхсем умне чӗркуҫленсе лараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ио́сия хӑйӗн тарҫисемпе тухать те ҫӗршыва тӗрӗс мар пуҫҫапнинчен тасатать. Ҫак ӗҫе тума питӗ нумай вӑй хума тивет, мӗншӗн тесен питӗ нумай ҫын суя турӑсене пуҫҫапать. Ҫак страницӑра Ио́сия хӑйӗн тарҫисемпе пӗрле йӗрӗхсене ҫапса ҫӗмӗрнине курма пултаратӑн.
Каярахпа Ио́сия Иегова храмне юсас ӗҫре пӑхса тӑма виҫӗ арҫынна суйласа лартать. Ҫак ӗҫе тумашкӑн халӑхран укҫа пуҫтарса ҫак арҫынсене парса тӑраҫҫӗ. Ҫак ӗҫсене тунӑ чухне чи аслӑ священник Хе́лкия храмра питӗ кирлӗ япала тупать. Ку вӑл нумай ҫул каялла Иегова Моисее́ ҫырма хушнӑ закон кӗнеки. Ӑна чылай вӑхӑт хушши ҫухалнӑ тесе шутланӑ.
Кӗнекене Ио́сия патне илсе пыраҫҫӗ, вара вӑл ӑна сасӑпа вуласа пама ыйтать. Итлесе пынӑ май Ио́сия халӑх Иегова законне тытса тӑманнине ӑнланма пуҫлать. Ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, ҫакӑншӑн вӑл питӗ хуйхӑрать, ҫавӑнпа та хӑй ҫинчи тумтирне ҫурса пӑрахать. Вӑл калать: «Ҫак кӗнекере ҫырса хунӑ законсене пирӗн аттесем тытса пыманнишӗн Иегова пирӗн ҫине питӗ тарӑхать».
Вӑл чи аслӑ священника, Хелкие́, Иегова вӗсемпе мӗн тума шут тытнине ыйтса пӗлме хушать. Хе́лкия Олда́на ятлӑ хӗрарӑм пророк патне каять. Вара вӑл Иеговӑран илнӗ ҫак хыпарпа каялла таврӑнать: «Иерусалим тата пӗтӗм халӑх наказани илӗ, мӗншӗн тесен вӗсем суя турӑсене пуҫҫапаҫҫӗ тата ҫӗр ҫинче усал ӗҫ тӑвасси питӗ нумай. Анчах та эсӗ, Ио́сия, лайӑх ӗҫсем тӑватӑн, ҫавӑнпа та ҫак наказани эсӗ пурӑннӑ вӑхӑтра пулмӗ».
2 Летопись 34:1—28.