Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

64-МӖШ КАЛАВ

Соломон храм тӑвать

Соломон храм тӑвать

ДАВИ́Д хӑй виличчен Турӑран илнӗ храм тумалли чертёжсене Соломона́ панӑ. Патшана ларсан тӑваттӑмӗш ҫулӗнче Соломо́н храм тума пуҫлать, вара ӑна ҫичӗ ҫул ҫурӑ вӑхӑт иртсен туса пӗтерет. Храм тӑвас ӗҫе вуншар пин ҫын хутшӑнать, тата питӗ нумай укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать, мӗншӗн тесен храм тӑвас ӗҫре питӗ нумай ылтӑн-кӗмӗлпе усӑ курнӑ.

Кӗлӗ чатӑрӗ пекех, храм икӗ тӗп пӳлӗмрен тӑрать. Анчах вӗсем кӗлӗ чатӑрӗнчи пӳлӗмсенчен икӗ хут пысӑкрах. Аякри пӳлӗмне Соломо́н халал ковчегне лартать, иккӗмӗшне вара — унччен чатӑрта пулнӑ япаласене.

Храма туса пӗтерсен, пысӑк уяв ирттереҫҫӗ. Ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха: Соломо́н храм умӗнче чӗркуҫленсе ларса кӗлтӑвать. «Пӗтӗм тӳпе сана вырнаҫтарма пултараймасть,— тесе калать Соломо́н Иеговӑна,— апла пулсан, ҫак храм саншӑн ҫав тери пӗчӗк. Анчах, манӑн Туррӑм, хӑвӑн халӑху ҫак вырӑн еннелле ҫаврӑнса тӑрса кӗлтунӑ чухне, тархасшӑн, ӑна итле».

Соломо́н кӗлтуса пӗтерсен, пӗлӗт ҫинчен вут-ҫулӑм анать. Вара парне пама пусса хунӑ чӗрчунсене ҫунтарса ярать. Храм Иеговӑран килекен йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑпа тулать. Ҫакӑ Иегова кӗлӗсене илтнине, вӑл хрампа тата Соломо́н кӗлтунипе кӑмӑллӑ пулнине кӑтартса парать. Халӗ вара халӑх Турра пуҫҫапма чатӑра мар, храма ҫӳрет.

Нумай ҫул хушши Соломо́н патша пулса ӑслӑн ертсе пырать, ҫавӑнпа та халӑх телейлӗ. Анчах каярахпа Соломо́н ют ҫӗршывсенчен нумай хӗрарӑма качча илет, анчах ҫак хӗрарӑмсем Иеговӑна пуҫҫапмаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри йӗрӗхе пуҫҫапнине куратӑн-и? Юлашкинчен ҫак хӗрарӑмсем Соломона́ ытти турӑсене пуҫҫапма ҫавӑрса янӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулса тухнине пӗлетӗн-и? Соломо́н хӑйне ҫынсемпе япӑх тытать. Вӑл хаярланса каять, ҫавна пула халӑх телейлӗ пулма пӑрахать.

Иегова Соломо́н ҫине ҫилленет те ӑна пӗлтерет: «Эпӗ санран патшалӑхна туртса илӗп те ӑна урӑх ҫынна парӑп. Эпӗ ҫакна эсӗ пурӑннӑ вӑхӑтра мар, санӑн ывӑлу патша пулса ертсе пынӑ чухне тӑвӑп. Анчах та патшалӑхри пӗтӗм ҫынна санӑн ывӑлунтан туртса илмӗп». Ҫакӑ мӗнле пулса тухнине айта пӑхса тухар.

1 Летопись 28:9—21; 29:1—9; 1 Патшасен 5:1—18; 2 Летопись 6:12—42; 7:1—5; 1 Патшасен 11:9—13.