80-МӖШ КАЛАВ
Турӑ халӑхӗ Вавилонран тухса каять
МИДИ ҫыннисемпе Перси ҫыннисем Вавилона́ ҫӗнсе илнӗренпе икӗ ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Пӑх-ха, мӗн пулса иртет халӗ! Ҫапла, Изра́иль ҫыннисем Вавилонра́н тухса каяҫҫӗ. Мӗнле майпа вӗсем ирӗке тухма пултарнӑ? Тухса кайма кам ирӗк панӑ вӗсене?
Кир, Пе́рси патши. Кир ҫураличчен нумай ҫул маларах Иегова Исаийӑна́ ун ҫинчен ҫырса хума хушнӑ: «Мана мӗн юрӑхлӑ, шӑпах ҫавна эсӗ тӑвӑн. Хулана ҫӗнсе илме сан валли хапхасене уҫӑ хӑварӗҫ». Ҫапла пулса тухнӑ та. Кир ертсе пынипе Вавилона́ ҫӗнсе илнӗ. Миди ҫыннисемпе Перси ҫыннисем ҫӗрле уҫӑ хӑварнӑ хапхасенчен хулана кӗнӗ.
Унсӑр пуҫне тата, Кир Иерусалима́ тата унти храма ҫӗнӗрен туса лартма хушать тесе Иеговӑн пророкӗ Иса́ия каланӑ. Кир чӑнах та ҫакӑн пек тума хушнӑ-и? Ҫапла. Изра́иль ҫыннисене Кир ак ҫапла калать: «Халех Иерусалима́ кайӑр та хӑвӑр Туррӑн, Иеговӑн, храмне туса лартӑр». Шӑпах ҫавӑнта каяҫҫӗ те ӗнтӗ халӗ Изра́иль ҫыннисем.
Анчах та Вавилонра́ пурӑнакан Изра́иль ҫыннисенчен пурте Иерусалима́ каймашкӑн вӑрӑм ҫула тухма пултараймаҫҫӗ. Ҫак ҫул тӑршшӗ 800 километр, Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ вара ватӑ е чирлӗ. Хӑш-пӗрисене кайма чаракан тата ытти сӑлтавсем те пур. Анчах кам каймасть, ҫавсене Кир хушать: «Иерусалима́ тата унти храма тума каякан ҫынсене кӗмӗл, ылтӑн тата ытти парнесене парӑр».
Ҫапла вара, Иерусалима́ таврӑнакан Изра́иль ҫыннисем нумай парне илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Кир вӗсене Навуходоно́сор Иерусалима́ тӗп тунӑ чухне Иегова храмӗнчен илсе тухнӑ савӑт-сапасене парса ярать. Халӑх хӑйӗнпе пӗрле нумай япаласем илсе каять.
Изра́иль ҫыннисем тӑватӑ уйӑх хушши ҫул ҫинче пулнӑ хыҫҫӑн Иерусалима́ шӑп вӑхӑтра ҫитеҫҫӗ. Хулана аркатса тӑкнӑранпа тата ҫӗршыв пушанса юлнӑранпа шӑп 70 ҫул иртет. Израиль ҫыннисем тӑван ҫӗршыва таврӑннӑ пулин те, вӗсен нумай йывӑрлӑхсем пулни ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкра пӗлӗпӗр.
Исаия 44:28; 45:1—4; Ездра 1:1—11.