Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

77-МӖШ КАЛАВ

Вӗсем ним тусан та пуҫҫапмаҫҫӗ

Вӗсем ним тусан та пуҫҫапмаҫҫӗ

ҪАК виҫӗ ҫамрӑка астӑватӑн-и? Ҫапла, вӗсем — Дании́лӑн тусӗсем, хӑйсемшӗн ҫиме юраман апата ҫиме килӗшменччӗ вӗсем. Вавило́н ҫыннисем вӗсене Седра́х, Миса́х тата Авдена́го тесе ят панӑ. Анчах та халӗ вӗсем ҫине пӑх-ха. Мӗншӗн вӗсем ыттисемпе пӗрле ҫак пысӑк йӗрӗхе пуҫҫапмаҫҫӗ? Айта пӑхса тухар.

Иегова хӑй ҫырса панӑ Вунӑ заповедь текен законсене астӑватӑн-и? Пӗрремӗш законӗнче ҫапла каланӑ: «Санӑн мансӑр пуҫне урӑх турӑсене пуҫҫапмалла мар». Халӗ вара ҫамрӑксем ҫак закона пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар.

Вавило́н патши Навуходоно́сор туса лартнӑ йӗрӗхе чыслама нумай чаплӑ ҫынсене пуҫтарнӑ. Вӑл тин кӑна халӑх умӗнче сӑмах каласа пӗтерчӗ: «Эсир трубасен, арфӑсен тата ытти музыка инструменчӗсен сассине илтсен, сирӗн чӗркуҫленсе лармалла та ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапмалла. Кам чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапмасть, ӑна тӳрех ҫунса тӑракан вӗри кӑмакана пӑрахӗҫ».

Седра́х, Миса́х тата Авдена́го пуҫҫапманнине пӗлсен Навуходоно́сор питӗ тарӑхса каять. Вӑл вӗсене хӑйӗн патне илсе килме хушать. Вӑл вӗсене пуҫҫапма юлашки хут май парать. Анчах ҫамрӑксем Иегова ҫине шанаҫҫӗ. «Эпир хамӑр Турӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр, Унӑн пире ҫӑлма вӑй пур,— теҫҫӗ вӗсем Навуходоно́сора.— Вӑл пире ҫӑлмасан та, эпир санӑн йӗрӗхе пуҫҫапмастпӑр».

Ҫакна илтсен Навуходоно́сор пушшех тарӑхса каять. Ҫывӑхрах кӑмака тӑрать, вара вӑл хушать: «Кӑмакана унччен хутнинчен ҫичӗ хут вӑйлӑрах хутӑр!» Кайран хӑйӗн ҫарӗнчи чи вӑйлӑ арҫынсене Седра́ха, Миса́ха тата Авдена́гӑна ҫыхса кӑмакана пӑрахма хушать. Кӑмака питӗ вӗри пулнӑран, ҫав вӑйлӑ ҫынсем ҫунса каяҫҫӗ. Анчах кӑмакана пӑрахнӑ виҫӗ ҫамрӑкпа мӗн пулса тухать?

Патша кӑмака ӑшне пӑхать те питӗ хытӑ хӑраса ӳкет. «Эпир ҫунса тӑракан вӗри кӑмакана виҫӗ арҫынна ҫыхса пӑрахмарӑмӑр-и?» — тесе ыйтать вӑл.

— Чӑнах та ҫапла,— хуравлаҫҫӗ ӑна тарҫисем.

— Анчах эпӗ ҫулӑм ӑшӗнче ҫӳрекен тӑватӑ арҫынна куратӑп,— тӗлӗнет вӑл.— Ҫыхса пӑрахнинчен вӗсем салтӑннӑ тата ҫулӑм вӗсене нимӗнле сиен те тумасть. Тӑваттӑмӗшӗ вара ангел евӗрлӗ курӑнать.— Патша кӑмака алӑкӗ патне пырать те кӑшкӑрать: «Седра́х! Миса́х! Авдена́го! Ҫӳлти Туррӑн тарҫисем, тухӑр!»

Вӗсем тухсан ҫулӑм вӗсене нимӗнле сиен те туманнине пурте кураҫҫӗ. Вара патша калать: «Седра́х, Миса́х тата Авдена́го Туррине мухтав! Вӑл хӑйӗн ангелне янӑ та вӗсене ҫӑлнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен Туррисӗр пуҫне урӑх турра пуҫҫапасшӑн пулмарӗҫ».

Иеговӑна шанчӑклӑ пулас тесе пирӗн те вӗсем пек пулмалла мар-и?

Тухни 20:3; Даниил 3:1—30.