6-МӖШ ПАЙӖ
Иисус ҫуралнӑ вӑхӑтран пуҫласа вӑл виличчен
Мария ятлӑ хитре хӗр патне Гаврии́л ятлӑ ангела янӑ. Вӑл Марийӑн ача ҫураласси ҫинчен тата ҫав ача вара патша пулса ӗмӗр-ӗмӗр ертсе пырасси ҫинчен пӗлтерет. Ҫак ача, Иисус, витере ҫуралать, ӑна курма ҫавӑнта кӗтӳҫӗсем пыраҫҫӗ. Каярахпа пӗр ҫӑлтӑр Тухӑҫ енчи ҫынсене пӗчӗк ача патне ертсе пырать. Вӗсем мӗншӗн ҫӑлтӑра курма пултарнине тата Иисуса вилӗмрен мӗнле ҫӑлнине эпир пӗлӗпӗр.
Кайран эпир вӗрентекенсемпе калаҫса ларакан 12 ҫулхи Иисуса храмра тупӑпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн вунсакӑр ҫул иртсен Иисус шыва кӗрет те Турӑ ӑна ҫӗр ҫине тума янӑ ӗҫе тума пуҫлать: Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар калама тата вӗрентме. Иисус хӑйне пулӑшма 12 арҫынна суйласа илет те вӗсене хӑйӗн апостолӗсем тӑвать.
Ҫавӑн пекех Иисус нумай тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Вӑл пиншер ҫынна темиҫе ҫӑкӑрпа тата пӗчӗк пулӑпа тӑрантарать. Вӑл чирлисене сыватать тата вилнисене те чӗртет. Ҫак пайӑн вӗҫӗнче Иисус пурнӑҫӗн юлашки кунӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен тата ӑна мӗнле вӗлерни ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Иисус виҫӗ ҫул ҫурӑ патнелле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ, ҫавӑнпа та УЛТТӐМӖШ пайӗ 34 ҫула яхӑн тӑсӑлать.
ҪАК УЙРӐМРА
84-МӖШ КАЛАВ
Мария патне ангел килет
Вӑл Туррӑн хыпарне пӗлтерет: Марийӑн ача ҫуралать, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр патша пулӗ.
86-МӖШ КАЛАВ
Ҫынсене ҫӑлтӑр ертсе пырать
Астрологсене Иисус патне кам ертсе пынӑ? Хуравӗ, тен, сире тӗлӗнтерсе те ярӗ.
88-МӖШ КАЛАВ
Иоанн Иисуса шыва кӗртет
Иоанн ҫылӑхлӑ ҫынсене шыва кӗртнӗ, анчах та Иисус нихӑҫан та ҫылӑх туман. Мӗншӗн Иоанн ӑна шыва кӗртнӗ?
90-МӖШ КАЛАВ
Хӗрарӑмпа пусӑ патӗнче
Иисус сӗннӗ шыва ӗҫсен хӗрарӑмӑн ӗмӗр-ӗмӗрех ӗҫес килмӗ. Ҫакӑ мӗнле пулма пултарать?
93-МӖШ КАЛАВ
Иисус нумай ҫынна тӑрантарать
Иисус пин-пин ҫынна тӗлӗнмелле майпа тӑрантарнипе мӗн кӑтартнӑ?
94-МӖШ КАЛАВ
Вӑл пӗчӗк ачасене юратать
Иисус апостолсене ачасем пирки пӗлме хавхалантарнисӗр пуҫне вӗсене ачасенчен вӗренме те хавхалантарать.
95-МӖШ КАЛАВ
Иисусӑн вӗрентмелли меслечӗ
Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен Иисус каласа панӑ калав вӑл час-часах мӗнле вӗрентмелли меслетпе усӑ курнине кӑтартать.
97-МӖШ КАЛАВ
Иисус патша пек пырса кӗрет
Питӗ нумай ҫын ӑна кӗтсе илет, анчах ҫакӑ хӑшӗ-пӗрисене тарӑхтарса ярать.
101-МӖШ КАЛАВ
Иисуса асаплантарса вӗлереҫҫӗ
Асап юпи ҫинче вилес умӗн вӑл рай пуласси ҫинчен калать.