Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

92-МӖШ КАЛАВ

Иисус вилнисене чӗртет

Иисус вилнисене чӗртет

ҪАК хӗрача 12 ҫулта. Ӑна алӑран тытса тӑраканни вӑл — Иисус, унпа ҫумӑн хӗрачан ашшӗпе амӑшӗ тӑраҫҫӗ. Вӗсем мӗншӗн савӑннине пӗлетӗн-и? Айта пӑхса тухар.

Хӗрачан ашшӗ — Иаи́р ятлӑ паллӑ ҫын. Пӗррехинче хӗрача чирлесе ӳкет, вара ӑна вырӑн ҫине вырттараҫҫӗ. Анчах та вӑл самайланмасть. Ҫитменнине тата, хӗрачан сывлӑхӗ япӑхланнӑҫемӗн япӑхланса пырать. Иаирпа́ унӑн арӑмӗ питӗ хуйхӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӗрӗ кӗҫ-вӗҫ вилес пек выртать. Хӗрача вӗсен пӗртен-пӗр хӗрӗ вӗт. Ҫавӑнпа Иаи́р Иисуса шырама каять. Иисус тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсем пирки вӑл унчченех илтнӗ.

Иаи́р Иисуса тупать те ун тавра нумай халӑх пулнине курать. Ҫав ҫынсем хушшипе тухса вӑл Иисусӑн ури умне ӳкет. «Манӑн хӗр питӗ йывӑр чирлет. Тархасшӑн, пырса сыватсам ӑна»,— йӑлӑнать вӑл. Иисус килӗшет.

Ҫул ҫинче халӑх Иисуса хӗснӗҫемӗн хӗссе пырать. Сасартӑк Иисус чарӑнса тӑрать те йӗри-тавралла пӑхать. «Кам мана сӗртӗнчӗ?» — тесе ыйтать вӑл. Иисус хӑйӗнчен хӑват тухнине туйнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫумне такам сӗртӗннине ӑнланнӑ. Анчах кам сӗртӗннӗ-ши? Ку вӑл 12 ҫул йывӑр чирпе асапланакан хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл Иисус патне пырса унӑн тумтирӗ ҫумне сӗртӗннӗ те сывалнӑ!

Иисус ҫӑмӑллӑнах ҫынсене сыватнине курсан, Иаи́р кӑштах лӑпланать. Ҫак вӑхӑтрах Иаи́р патне хыпарпа пӗр ҫын килет. «Иисуса урӑх ан чӑрмантар,— тесе калать вӑл Иаира́.— Санӑн хӗрӳ вилсе кайрӗ». Иисус ҫакна пӑхмасӑрах Иаира́ калать: «Ан кулян, пурте лайӑхах пулать».

Иаи́рӑн ҫурчӗ патне ҫитсен уласа йӗрекен ҫынсене кураҫҫӗ. Анчах Иисус калать: «Ан йӗрӗр. Ача вилмен. Вӑл ҫывӑрать кӑна». Вӗсем вара Иисусран кулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӗрача вилнине пӗлеҫҫӗ.

Унтан Иисус хӗрачан ашшӗ-амӑшӗпе тата виҫӗ апостолӗпе вилнӗ хӗрача выртакан пӳлӗме кӗрет. Хӗрачана алӑран тытать те ӑна калать: «Тӑр!» Вара, ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек, хӗрача вилӗмрен чӗрӗлет. Вӑл тӑрать те пӳлӗмре утса ҫӳреме пуҫлать! Акӑ мӗншӗн унӑн ашшӗпе-амӑшӗ ҫав тери савӑнаҫҫӗ.

Иисус вилӗмрен чӗртнисенчен ҫак хӗрача пӗрремӗш пулман. Библи пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗшӗ Наи́н хулинче пурӑнакан тӑлӑх хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ. Кайран Иисус Марийӑпа́ Ма́рфӑн пӗртӑванне, Ла́заре, вилӗмрен чӗртет. Турӑ лартнӑ патша пулса ертсе пынӑ чухне Иисус нумай ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ. Ҫакӑ савӑнтармасть-и вара?