Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

98-МӖШ КАЛАВ

Елеон тӑвӗ ҫинче

Елеон тӑвӗ ҫинче

ИИСУС Елеон тӑвӗ ҫинче. Унпа пӗрле унӑн тӑватӑ апостолӗ. Вӗсем ҫаксем: Петрпа Андрей — вӗсем пиччӗшӗпе шӑллӗ, тата Иаковпа́ Иоа́нн та пиччӗшӗпе шӑллӗ. Вӗсенчен аяккарах Иерусалимри́ Туррӑн храмӗ ларнине эсӗ курма пултаратӑн.

Иисус Иерусалима́ ҫамрӑк ашак ҫине ларса кӗнӗренпе икӗ кун иртнӗ. Паян ытларикун. Иисус ирхине ирех храмра пулнӑ. Унта ӑна священниксем вӗлерес тесе ярса илесшӗн пулнӑ. Анчах вӗсем ҫакна тума хӑранӑ, мӗншӗн тесен халӑх Иисуса юратать.

— Эсир ҫӗленсем тата ҫӗлен ҫурисем! — тесе калать тӗн пуҫлӑхӗсене Иисус. Ҫавӑн пекех вӗсене усал ӗҫсемшӗн Турӑ наказани парать тесе асӑрхаттарать вӑл. Ун хыҫҫӑн Иисус Елеон тӑвӗ ҫине хӑпарать те унта тӑватӑ апостолӗ ӑна ыйтусем пама пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем Иисусран мӗн ҫинчен ыйтнине пӗлетӗн-и?

Пуласлӑх ҫинчен. Иисус ҫӗр ҫинчи пур усала та пӗтересси ҫинчен вӗсем пӗлеҫҫӗ. Анчах та вӗсен ҫакӑ хӑҫан пулассине пӗлес килет. Хӑҫан Иисус таврӑнӗ те Патша пулса ертсе пырӗ?

Хӑй мӗнле таврӑнассине унӑн ҫӗр ҫинчи вӗренекенӗсем курма пултарайманнине Иисус пӗлет. Мӗншӗн тесен вӑл пӗлӗтре пулать, унта ӑна курма май ҫук. Ҫавӑнпа Иисус хӑй Патша пулса ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче мӗн пулса иртесси ҫинчен апостолӗсене каласа парать. Ун чухне мӗн пулса иртӗ-ши?

Иисус каланӑ тӑрӑх ун чухне пысӑк вӑрҫӑсем пулӗҫ, ҫынсенчен нумайӑшӗ чирсемпе тата выҫлӑхпа аптрӗҫ, пур ҫӗрте те йӗркесӗр ӗҫсем пулӗҫ, тата вӑйлӑ ҫӗр чӗтренесси пулӗ. Ҫавӑн пекех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫинче вӗрентсе ҫӳресси пирки пӗлтерет Иисус. Ҫак ӗҫсем пирӗн вӑхӑтра пулса пыраҫҫӗ-и? Ҫапла! Ҫавӑнпа ӗнтӗ халӗ Иисус пӗлӗтре пуҫ пулса ертсе пынине эпир ӗненсе тӑратпӑр. Кӗҫех вӑл ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усала пӗтерет.