Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

91-МӖШ КАЛАВ

Иисус ту ҫинче вӗрентет

Иисус ту ҫинче вӗрентет

ИИСУС ҫине пӑх-ха. Халӗ вӑл ҫынсене Галилейӑри́ пӗр ту ҫинче вӗрентет. Ун патне ҫывӑхарах лараканӗсем вӗсем — унӑн вӗренекенӗсем. Вӑл вуниккӗшне апостолсем пулма суйласа илнӗ. Апостолсем — Иисусӑн ятарлӑ вӗренекенӗсем. Вӗсен ячӗсене пӗлетӗн-и?

Си́мон Петр, унӑн пӗртӑванӗ — Андре́й. Унтан Иа́ковпа Иоа́нн, вӗсем те пӗртӑвансем. Тепӗр икӗ апостола та Иа́ков тата Си́мон тесе чӗнеҫҫӗ. Икӗ апостолне Иу́да тесе чӗнеҫҫӗ. Пӗрне — Иу́да Искарио́т, теприне — Иу́да Фадде́й. Ытти апостолсен ячӗсем ҫакӑн пек: Фили́пп, Нафанаи́л (ҫавӑн пекех ӑна Варфоломе́й тесе чӗнеҫҫӗ), Матфе́й тата Фома́.

Самарийӑран таврӑнсан Иисус: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑх»,— тесе пӗрремӗш хут калама пуҫлать. Ҫакӑ мӗнле патшалӑх пулнине пӗлетӗн-и? Ку вӑл Туррӑн Патшалӑхӗ. Иисус вара ҫав Патшалӑхӑн патши. Пӗлӗтрен ертсе пырса Иисус ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ тӑвӗ. Турӑ Патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗр илемлӗ рай пулса тӑрӗ.

Иисус халӗ ҫынсене ҫак Патшалӑх ҫинчен вӗрентет. «Сирӗн ҫакӑн пек кӗлтумалла,— ӑнлантарать вӑл.— Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр. Санӑн Патшалӑху килтӗр. Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те пӗлӗтри пекех пултӑр». Нумайӑшӗ ҫак кӗлле «Ҫӳлти Аттемӗр» тесе калаҫҫӗ. Ҫак кӗлле пӗтӗмпех каласа пама пултаратӑн-и?

Ҫавӑн пекех Иисус халӑха пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалли ҫинчен вӗрентет. «Ҫынна хӑвӑршӑн мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр». Ыттисем сана ырӑ тӑваҫҫӗ пулсан, ҫакӑ сана килӗшмест-и вара? Ҫавӑнпа Иисус пирӗн те ыттисене ырӑ тумалла тесе калать. Ҫӗр ҫинчи райра кашни ырӑ кӑмӑллӑ пулсан пурӑнма ҫав тери лайӑх пулмасть-и вара?

Матфей 5—7 сыпӑксем; 10:1—4.