Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

99-МӖШ КАЛАВ

Ҫӳлти пӳлӗмре

Ҫӳлти пӳлӗмре

ТЕПӖР икӗ кун иртсе кайрӗ ӗнтӗ, халӗ вара кӗҫнерникун, каҫ пулнӑ. Иисус хӑйӗн 12 апостолӗпе Па́схӑн каҫхи апатне ҫиме ҫӳлти пӳлӗме пухӑннӑ. Тухса каякан арҫынна куратӑн-и, вӑл — Иу́да Искарио́т. Вӑл Иисуса тытса пама пулӑшас шутпа священниксем патне каять.

Пӗр кун маларах кӑна Иу́да вӗсем патне пырса ыйтнӑ: «Иисуса тытса пама пулӑшсан мана эсир мӗн парӑр?» — «Вӑтӑр кӗмӗл укҫа»,— тесе сӑмах параҫҫӗ вӗсем. Халӗ вара Иу́да Иисус ӑҫта пулнине кӑтартма вӗсем патне тухса каять. Ҫакӑ тискер ӗҫ мар-и вара?

Па́схӑн каҫхи апачӗ вӗҫленнӗ. Халӗ вара Иисус тепӗр, ятарлӑ, каҫхи апат пуҫлать. Вӑл апостолсене ҫӑкӑр тӑсса парать те: «Ҫакна ҫийӗр, мӗншӗн тесен ҫак ҫӑкӑр манӑн ӳтӗме пӗлтерет, ӑна сирӗншӗн парӗҫ»,— тет. Ун хыҫҫӑн вӑл куркапа эрех илсе парать те: «Ӗҫӗр ӑна, мӗншӗн тесен ҫак эрех манӑн юна пӗлтерет, вӑл сирӗншӗн тӑкӑнӗ»,— тет. Библире ҫак каҫхи апата «Ҫӑлакан апачӗ» е «Ҫӳлхуҫан Каҫхи Апачӗ» тенӗ.

Пасха ҫини Изра́иль ҫыннисене Турӑ ангелӗ Египетра́ вӗсен ҫурчӗсем «ҫумӗнчен иртсе кайни», ҫав вӑхӑтрах Еги́пет ҫыннисен килӗсенче малтан ҫуралнисене вӗлерсе тухни ҫинчен аса илтернӗ. Халӗ вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйне тата вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне мӗнле панине асра тыттарасшӑн. Ҫавӑнпа та вӑл ҫак ятарлӑ каҫхи апата кашни ҫул уявлама хушать.

Ҫӳлхуҫан Каҫхи Апачӗ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн апостолӗсене хытӑ ӗненме тата хӑюллӑ пулма чӗнсе калать. Юлашкинчен вӗсем Турра мухтаса юрӑ юрлаҫҫӗ, вара каяҫҫӗ. Халӗ вара тӗттӗмленсе кайнӑ, ҫурҫӗр те иртнӗ пулас. Ӑҫта каяҫҫӗ-ха вӗсем, айта пӑхса тухар.