93-МӖШ КАЛАВ
Иисус нумай ҫынна тӑрантарать
ТИСКЕР ӗҫ пулса иртнӗ. Халӗ кӑна Шыва Кӗртекен Иоана́ вӗлернӗ. Ӑна Иродиа́да, патша арӑмӗ, юратман. Вара вӑл патшана Иоа́нн пуҫне кастарттарать.
Ҫакӑн ҫинчен илтсен Иисус питӗ хуйхӑрать. Вара Иисус никам ҫук вырӑна каять. Анчах та халӑх ун хыҫҫӑн пырать. Ҫав ҫынсене курсан Иисус вӗсене питӗ хӗрхенет. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парать тата чирлисене сыватать.
Ҫав каҫ ун патне вӗренекенӗсем пырса калаҫҫӗ: «Кун каҫ еннелле сулӑнчӗ ӗнтӗ, таврара вара пӗр ҫын та пурӑнмасть. Ҫынсене ҫимелли илме ҫывӑхри ялсене яр».
— Ниҫта та кайма кирлӗ мар,— тесе калать Иисус.— Эсир ҫитерӗр вӗсене.— Вара Фили́пп енне ҫаврӑнса ыйтать: «Пурне те тӑрантармалӑх ҫимелли ӑҫта сутӑн илме пулать-ши?»
— Кашнине кӑштах та пулин ҫитерес тесен те питӗ нумай укҫа кирлӗ,— хуравлать ӑна Фили́пп. Пӗр арҫын ачан пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑ пур. Анчах та ҫак апат ҫакӑн чухлӗ нумай халӑха тӑрантарма ҫитмест,— пӗлтерет Андре́й.
— Халӑха ҫерем ҫине ларма хушӑр,— тесе калать Иисус. Вӑл апатшӑн Турра тав тӑвать те ҫимеллине татӑксем ҫине хуҫкалама пуҫлать. Вара вӗренекенӗсем ҫӑкӑрпа пулла ҫынсене валеҫсе тухаҫҫӗ. Кунта 5 000 арҫын тата пин-пин хӗрарӑмсемпе ачасем пулнӑ. Пурте вӗсем тӑраничченех ҫиеҫҫӗ. Вара вӗренекенӗсем юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫтарсан, вуникӗ карҫинккана туп-тулли тултарнӑ!
Кайран Иисус ыйтнипе вӗренекенӗсем Галиле́я тинӗсне ишсе каҫас тесе кимӗ ҫине лараҫҫӗ. Каҫхине вара питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать те, хумсем кимме енчен-енне чӳхентерме пуҫлаҫҫӗ. Вӗренекенӗсем хӑраса ӳкеҫҫӗ. Сасартӑк, тул ҫутӑлас умӗн, вӗсем хӑйсем патне шыв ҫийӗпе утса пыракан ҫынна кураҫҫӗ. Хӑранипе вӗсем кӑшкӑрса яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем мӗн курнине ӑнланмаҫҫӗ.
— Ан хӑрӑр,— лӑплантарать Иисус.— Ку эпӗ! — Анчах вӗсем ҫакна халӗ те ӗненме пултараймаҫҫӗ. Вара Петр калать: «Вӗрентекен, чӑннипех ҫакӑ эсӗ пулсан, мана хӑвӑн патна шыв ҫийӗпе утса пыма хуш».— «Кил»,— хушать ӑна Иисус. Вара Петр, кимӗрен тухать те шыв ҫийӗпе утса каять! Сасартӑк Петр хӑраса каять, вара путма пуҫлать, анчах Иисус ӑна ҫӑлать.
Каярахпа Иисус каллех пин-пин ҫынна тӑрантарать. Ку хутӗнче вӑл ҫичӗ ҫӑкӑрпа тата темиҫе пӗчӗк пулӑпа тӑрантарать. Каллех апат пурне валли те ытлашшипех ҫитет. Иисус ҫынсемшӗн ҫакӑн пек тӑрӑшни тӗлӗнтермест-и вара? Турӑ лартнӑ патша пулса Иисус ертсе пыма пуҫласан, пирӗн нимӗн пирки те пӑшӑрханмалла пулмасть!