105-МӖШ КАЛАВ
Иерусалимра кӗтни
ҪАК ҫынсем Иисусӑн вӗренекенӗсем. Вӗсем Иисус мӗн каланине итленӗ те Иерусалимра́ тӑрса юлнӑ. Пурте пӗрле кӗтсе тӑнӑ вӑхӑтра сасартӑк пӳртре шав ҫӗкленет. Ҫав шав вӑйлӑ кӗрлесе килекен ҫил пек. Ун хыҫҫӑн кашни вӗренекенӗн пуҫӗ тӗлӗнче ҫулӑм чӗлхисем курӑнса каяҫҫӗ. Ҫак ҫулӑм чӗлхисене куратӑн-и? Ҫакӑ мӗне пӗлтерет?
Ҫакӑ тӗлӗнмелле ӗҫ! Иисус хӑйӗн Ашшӗ патне пӗлӗте таврӑнать те хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш ярать. Святой сывлӑш вӗсене мӗн тутарнине пӗлетӗн-и? Вӗсем пурте урӑх чӗлхесемпе калаҫма пуҫлаҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра́ нумайӑшӗ темле вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ пек шав илтеҫҫӗ те мӗн пулса тухнине курма каяҫҫӗ. Вӗсен хушшинче ытти халӑх ҫыннисем пур, вӗсем кунта Аллӑмӗш кунхи праҫнике килнӗ. Ак тата тӗлӗнтермӗш! Ҫак ҫынсем хӑйсен тӑван чӗлхипе Туррӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем ҫинчен Иисусӑн вӗренекенӗсем каласа панине илтеҫҫӗ.
— Вӗсем пурте Галилейӑра́н вӗт,— теҫҫӗ вӗсем.— Пирӗн ҫӗршывсенче калаҫакан чӗлхесемпе мӗнле калаҫма пултараҫҫӗ вӗсем?
Ҫав вӑхӑтра Петр тӑрать те вӗсене ӑнлантарса парать. Пурне те илтӗнмелле хытӑ сасӑпа Иисуса мӗнле асаплантарса вӗлерни ҫинчен тата Иегова ӑна вилӗмрен мӗнле чӗртсе тӑратни ҫинчен вӑл халӑха каласа парать. «Халӗ Иисус пӗлӗтре, Туррӑн сылтӑм енче,— тет Петр.— Вара вӑл пама пулнӑ святой сывлӑша ярса пачӗ. Акӑ мӗншӗн эсир ҫак тӗлӗнмелле ӗҫсене куратӑр тата илтетӗр».
Петр сӑмахӗсене илтсен нумайӑшӗ Иисуспа ҫапла тунишӗн питӗ ӳкӗнеҫҫӗ. «Пирӗн вара мӗн тумалла?» — ыйтаҫҫӗ вӗсем. «Сирӗн хӑвӑрӑн пурнӑҫа улӑштармалла та шыва кӗмелле»,— тесе калать Петр. Ҫав кунах 3 000 яхӑн ҫын шыва кӗреҫҫӗ те Иисусӑн вӗренекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ.