Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

114-МӖШ КАЛАВ

Пур усаллӑх пӗтни

Пур усаллӑх пӗтни

КУНТА эсӗ мӗн куратӑн? Тӗрӗс, шурӑ лашасем ҫинчи юланутҫӑсен ҫарне. Анчах та вӗсем ӑҫтан килни ҫине тимлӗрех пӑх-ха. Юланутҫӑсем тӳпере, пӗлӗтсем ҫийӗпе сиккипе пыраҫҫӗ! Анчах пӗлӗтре лашасем пурӑнаҫҫӗ-им?

Ҫук, ҫавӑнпа та вӗсем ахаль лашасем мар. Ахаль лашасем пӗлӗтсем ҫийӗпе сиккипе чупма пултарайманнине эпир пӗлетпӗр, ҫапла мар-и? Анчах та Библире пӗлӗтри лашасем пирки каланӑ. Пӗлетӗн-и мӗншӗн?

Мӗншӗн тесен ӗлӗк лашасемпе вӑрҫӑсенче усӑ курнӑ. Ҫынсене хирӗҫ Турӑ вӑрҫӑпа тухассине кӑтартас тесе Библире пӗлӗтрен анакан юланутҫӑсем пирки каланӑ. Ҫак вӑрҫӑ мӗн ятлӑ пулнине пӗлетӗн-и? Армагеддо́н ятлӑ. Ҫак вӑрҫӑра ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усаллӑх тӗп пулать.

Армагеддонра́ пулса иртекен ҫапӑҫӑва Иисус ертсе пырӗ. Иегова Хӑйӗн Патшалӑхӗнче Иисуса патша пулма суйласа лартнине аса ил-ха. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисусӑн пуҫӗ ҫинче патша пуҫкӑшӑлӗ. Хӗҫ вара вӑл Туррӑн пур тӑшманӗсене те тӗп тӑвассине пӗлтерет. Анчах та Турӑ пур усал ҫынна та тӗп тӑвассинчен тӗлӗнме кирлӗ-и пирӗн?

Каялла 10-мӗш калав патне таврӑн-ха. Унта эсӗ мӗн куратӑн? Тӗрӗс, пӗтӗм ҫӗре шыв илнипе усал ҫынсем пӗтеҫҫӗ. Ҫакна кам тунӑ? Иегова Турӑ. Халӗ вара 15-мӗш калава пӑх. Кунта эсӗ мӗн куратӑн? Иегова вут-ҫулӑмпа Содомпа́ Гоморрӑна́ тӗп тунӑ.

Халӗ вара 33-мӗш калава пӑх. Еги́пет ҫыннисен лашисемпе тата ҫар ураписемпе мӗн пулса тухни ҫине пӑх. Вӗсене кам шыв айне тунӑ? Иегова. Ҫапла тунипе вӑл хӑйӗн халӑхне хӳтӗлет. Пӑх-ха 36-мӗш тата 76-мӗш калавсене. Эсӗ унта Иегова хӑйӗн халӑхне те — Изра́иль ҫыннисене — вӗсен усал ӗҫӗсемшӗн пӗтернине курма пултаратӑн.

Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинчи пӗтӗм усаллӑха тӗп тума Иегова хӑйӗн пӗлӗтри ҫарне ярасси пирки пирӗн тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫакӑ мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑх кӑна! Страницӑна тепӗр енне уҫар та, айта пӑхса тухар.