Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

115-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗр ҫинче — ҫӗнӗ рай

Ҫӗр ҫинче — ҫӗнӗ рай

ҪАКӐНТИ пысӑк йывӑҫсем, хитре чечексем тата ҫӳллӗ тусем ҫине пӑх-ха. Питӗ илемлӗ, ҫапла мар-и? Пӑх-ха, пӑлан арҫын ача аллинчен ҫиет. Унта, ҫаран ҫинче, арӑслансем выртаҫҫӗ, тата лашасем ҫисе ҫӳреҫҫӗ. Санӑн ҫакӑн пек илемлӗ вырӑнта ларакан ҫуртра пурӑнас килет-и?

Турӑ сана ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗр ҫинчи райра пурӑнтарасшӑн. Паян ҫынсем чирлеҫҫӗ тата вӗсен мӗн те пулин ыратать, анчах Турӑ санпа ун пекки ан пултӑр тет. Пулас ҫӗнӗ райра пурӑнакансене Библи ҫапла сӑмах парать: «Турӑ вӗсемпе пӗрле пулӗ. Вилӗм те, йӗрӳ те, нимӗн ыратни те урӑх пулмӗ. Ӗлӗкхи иртсе кайрӗ».

Ҫак чаплӑ улшӑнусем пурнӑҫланччӑр тесе Иисус тӑрӑшса тӑрӗ. Пӗлетӗн-и хӑҫан? Тӗрӗс — ҫӗре пур усаллӑхран тата усал ҫынсенчен тасатнӑ хыҫҫӑн. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӗрлӗ чиртен сыватнине тата вилӗмрен те чӗртнине аса ил-ха. Ҫак ӗҫсене тунипе Иисус Турӑ лартнӑ Патша пулса ертсе пынӑ чухне пӗтӗм ҫӗр ҫинче мӗн тӑвассине кӑтартнӑ.

Шухӑшласа пӑх кӑна — ҫӗр ҫинчи ҫӗнӗ райра ытарма ҫук лайӑх пулать! Иисус тата вӑл суйласа илнӗ хӑшпӗр ҫынсем пӗлӗтрен пуҫ пулса ертсе пырӗҫ. Ҫак ертӳҫсем ҫӗр ҫинче кашни пурӑнаканшӑн тӑрӑшӗҫ тата пурте телейлӗ пулччӑр тесе пӑхса тӑрӗҫ. Турӑ пире ҫӗнӗ райра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парассине шанчӑкпа кӗтсе тӑрас тесен пирӗн мӗн тумаллине айта пӑхса тухар.