Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ СЫПӐК

Библи — Турӑ панӑ кӗнеке

Библи — Турӑ панӑ кӗнеке
  • Библи ытти кӗнекесенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

  • Библи пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?

  • Библире малашне мӗн пуласси ҫинчен каланисене мӗншӗн шанма пултаратпӑр?

1, 2. Мӗншӗн Библи пирки Турӑ панӑ хаклӑран та хаклӑ парне теме пулать?

 ЭСӖ ҫывӑх тусран хаклӑ парне илнӗ вӑхӑта аса илме пултаратӑн-и? Парне илни кӑмӑла ҫӗклет кӑна мар, ҫавӑн пекех чунра ӑшӑ туйӑм ҫуратать. Ҫак парне тусу сана тата санпа ун хушшинчи туслӑха хакланине кӑтартать. Эсӗ, паллах, хӑвӑн тусна парне панӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ ӗнтӗ.

2 Библи — Турӑ панӑ хаклӑ парне, ҫакӑншӑн эпир чун-чӗререн тав тума пултаратпӑр. Ҫак хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр кӗнеке урӑх ниҫтан та пӗлме пултарайман хӑш-пӗр япаласем ҫинчен уҫса парать. Тӗслӗхрен, унта ҫӑлтӑрлӑ тӳпене, ҫӗре тата пӗрремӗш ҫынсене пултарни ҫинчен каласа панӑ. Библире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшакан шанчӑклӑ принципсем пур. Ҫак кӗнеке Турӑ хӑй шухӑшласа хунине мӗнле пурнӑҫласси пирки тата Вӑл пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатса парасси пирки ӑнлантарса парать. Чӑннипех Библи хаклӑран та хаклӑ парне!

3. Библие парнеленипе Иегова хӑйӗн ҫинчен пире мӗн каласшӑн тата мӗншӗн ҫакӑ чуна ӑшӑтать?

3 Библи ҫавӑн пекех чуна ӑшӑтакан парне, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫак парнене Паракан, Иегова Турӑ, ҫинчен питӗ нумай уҫса парать. Ҫак кӗнекене парнеленипе Турӑ пире хӑйӗнпе лайӑхрах паллаштарасшӑн пулнине кӑтартса парать. Апла пулсан Библи пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултарать.

4. Библи ҫинчен калакан мӗнле фактсем сана тӗлӗнтереҫҫӗ?

4 Паян Библи кашни килте тенӗ пекех пур. Библие пӗтӗмӗшле е унӑн уйрӑм пайӗсене 2 600 яхӑн чӗлхепе куҫарнӑ, апла пулсан, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен 90 проценчӗ ӑна тӑван чӗлхепе вулама пултарать. Кашни эрнере вӑтамран миллион ытла Библи салатаҫҫӗ. Паян ҫӗр ҫинче Библие е унӑн уйрӑм пайӗсене миллиардшар экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Чӑн та Библи пек кӗнеке урӑх ҫук!

«Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библи куҫарӑвне нумай чӗлхепе пичетлесе кӑларнӑ

5. Мӗншӗн Библие «Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ» тесе калама пулать?

5 Унсӑр пуҫне тата Библие «Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ». (2 Тимофей 3:16 вуласа парӑр.) Библи ҫапла калать: «Туррӑн таса ҫыннисем Святой Сывлӑш пӗлтернипе каласа хунӑ» (2 Петр 1:21). Ҫакна ӑнланма пире пӗр тӗслӗх пулӑшать. Директор секретаре ҫыру ҫырма хушать. Ҫырура — директорӑн шухӑшӗсем тата вӑл мӗн тума хушнисем. Ҫавӑнпа та ҫырӑвӑн авторӗ — директор, секретарь мар. Ҫавӑн пекех Библире те — ӑна ҫыракан ҫынсен шухӑшӗсем мар, Туррӑн шухӑшӗсем. Апла пулсан Библие чӑннипех «Турӑ сӑмахӗ» теме пулать (1 Фессалоника 2:13).

КИЛӖШӲЛЛӖ ҪЫХӐНСА ТӐРАТЬ ТАТА ТӖП-ТӖРӖС

6, 7. Мӗншӗн Библири кӗнекесем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ ҫыхӑнса тӑнине уйрӑмах палӑртмалла?

6 Библие 1 600 ҫул хушши ҫырнӑ. Ӑна ҫыракансем тӗрлӗ вӑхӑтра пурӑннӑ тата тӗрлӗ ӑратран тухнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлекенсем, пулӑҫсем е кӗтӳҫсем пулнӑ. Теприсем вара — пророксем, судьясем, патшасем. Евангели ҫыракан Лука тухтӑр пулнӑ. Библие ҫыракансем тӗрлӗ вӑхӑтра тата тӗрлӗ ҫынсем пулнӑ пулин те, Библири кӗнекесем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ *.

7 Библин пӗрремӗш кӗнеки ҫынсен йывӑрлӑхӗсем мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каласа парать пире. Юлашки кӗнеки вара пӗтӗм ҫӗр рай е илемлӗ сад пулса тӑрассине кӑтартса парать. Библи пиншер ҫулсем хушшинче этемлӗхпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парать. Турӑ мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен тата вӗсем мӗнле пурнӑҫланса пырасси ҫинчен Библин кашни кӗнеки пире тӗрлӗ майпа ӑнланма пулӑшать. Библи кӗнекисем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ ҫыхӑнса тӑни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет, Турӑ панӑ кӗнекерен пирӗн ҫавна кӗтмелле те.

8. Библи наука тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс пулнине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?

8 Библи наука тӗлӗшӗнчен те тӗп-тӗрӗс. Библире ҫырса пани хӑй вӑхӑтӗнче ҫынсем мӗн пӗлнинчен чылай ирттернӗ. Тӗслӗхрен, Левит кӗнекинче авалхи Израиль халӑхне карантинпа гигиена ҫинчен калакан закон панӑ, анчах юнашар пурӑнакан халӑхсем ҫакӑн ҫинчен нимӗн те пӗлмен. Ӗлӗк-авал ҫынсем Ҫӗр форми ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшланӑ, анчах та Библире Ҫӗр пирки ҫаврака е чӑмӑр тесе каланӑ (Исаия 40:22). Унта ҫавӑн пекех Ҫӗре «нимӗн ҫук вырӑна... ҫакса янӑ» тенӗ (Иов 26:7). Паллах ӗнтӗ, Библи наука ҫинчен вӗрентекен кӗнеке мар. Ҫапах та наука тӗлӗшӗнчен вӑл яланах тӗп-тӗрӗс. Турӑ кӗнекинчен эпир ҫакна кӗтместпӗр-и вара?

9. а) Мӗншӗн Библие истори тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс тата шанчӑклӑ теме пулать? ӑ) Библи ҫыракансем ним пытармасӑр тӗп-тӗрӗс каласа пани Библи пирки сана мӗн пӗлтерет?

9 Библи истори тӗлӗшӗнчен те тӗп-тӗрӗс тата шанчӑклӑ. Ҫак кӗнеке чӑннипех пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен пӗлтерет. Унта чӑнах та пурӑннӑ ҫынсен ячӗсем пирки кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсен йӑх-ӑрӑвӗ, е камран кам ҫурални, ҫинчен каласа панӑ *. Историксене илес пулсан, вӗсем час-часах хӑйсен халӑхӗсене ҫӗнтерсе илни ҫинчен асӑнмасӑр хӑвараҫҫӗ, анчах Библие ҫыракансем хӑйсем тата хӑйсен халӑхӗ тунӑ йӑнӑшсем пирки ним пытармасӑр ҫырса панӑ. Библире, Йыша шутлани ятлӑ кӗнекере, сӑмахран, Моисей хӑй пысӑк йӑнӑш туни ҫинчен тата ҫавӑншӑн ӑна явап тыттарни ҫинчен ҫырса панӑ (Йыша шутлани 20:2—12). Ҫакӑн пек ним пытармасӑр тӗп-тӗрӗс каласа пани истори докуменчӗсенче сайра-хутра тӗл пулать, анчах Библире унашкал мар, мӗншӗн тесен вӑл — Турӑ панӑ кӗнеке.

УСӐ ПАРАКАН КӖНЕКЕ

10. Мӗншӗн Библи усӑ пама пултаракан кӗнеке пулнинчен тӗлӗнмелле мар?

10 Библие Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ, ҫавӑнпа та «вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет» (2 Тимофей 3:16). Ҫапла, Библи — усӑ паракан кӗнеке. Ҫак кӗнекере ҫыннӑн пурнӑҫӗпе кӑмӑл-туйӑмӗсене тарӑн ӑнланни курӑнса тӑрать. Ҫакӑнтан тӗлӗнме кирлӗ мар, мӗншӗн тесен Библи Авторӗ, Иегова Турӑ — пире Пултаракан! Вӑл пирӗн шухӑшсене тата туйӑмсене хамӑртан та лайӑхрах ӑнланать. Ку ҫеҫ мар, Иегова пире телейлӗ пулма мӗн кирлине те пӗлет. Вӑл ҫавӑн пекех мӗнле ӗҫсене тума кирлӗ маррине пӗлет.

11, 12. а) Матфей 5—7 сыпӑксенчи Иисус каланӑ сӑмахсенче мӗнле ыйтусене сӳтсе явнӑ? ӑ) Библире пурнӑҫра усӑ паракан мӗнле ытти принципсем ҫинчен каласа панӑ тата унти канашсем мӗншӗн яланах усӑллӑ?

11 Иисус каланӑ сӑмахсене пӑхса тух, вӗсене эсӗ Матфей 5—7 сыпӑксенче вуласа тухма пултаратӑн. Ҫак сӑмахсенчи ӑслӑлӑхпа нимӗн те танлашма пултараймасть, унта Иисус тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ, сӑмахран, чӑннипех телейлӗ пулмашкӑн мӗн тумалла, пӗр-пӗрин хушшинчи тавлашӑва мӗнле татса памалла, кӗлӗ мӗнле тумалла тата укҫа-тенкӗпе пурлӑх пирӗн пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнмалла. Унтанпа нумай вӑхӑт иртнӗ пулин те, Иисусӑн сӑмахӗсем паянхи кун та витӗм кӳрсе тӑраҫҫӗ тата усӑ параҫҫӗ.

12 Библире ҫемьепе, ӗҫпе тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнассипе ҫыхӑннӑ принципсем пур. Библи принципӗсене пур ҫын та тытса пыма пултарать, тата унӑн канашӗсем яланах усӑ параҫҫӗ. Библири ӑслӑлӑх пирки кӗскен калас пулсассӑн, Турӑ Исаия пророк урлӑ каланӑ пек калама пулать: «Эпӗ, Иегова,— санӑн Турру, сана усӑллине вӗрентекен» (Исаия 48:17, ҪТ).

МАЛАШНЕ МӖН ПУЛАССИНЕ КАЛАКАН КӖНЕКЕ

Исаия пророк Вавилон пӗтесси ҫинчен малтанах каласа хунӑ

13. Иегова Исаия пророк урлӑ Вавилон хулине тӗп тӑвасси ҫинчен мӗнле вак-тӗвексене малтанах каласа хунӑ?

13 Библире малашне мӗн пулассине малтанах каласа хуни нумай, ку таранччен вӗсенчен нумайӑшӗ пурнӑҫланнӑ ӗнтӗ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте пурӑннӑ Исаия пророк урлӑ Вавилон хулине тӗп тӑвасси ҫинчен Иегова малтанах каласа хунӑ (Исаия 13:19; 14:22, 23). Ҫак хулана мӗнле ҫӗнсе илессине кӑтартакан вак-тӗвексем ҫинчен ҫырса панӑ. Тӑшмансен ҫарӗ Вавилон юханшывне типӗтсе лартса хулана пӗр ҫапӑҫмасӑр ҫӗнсе илесси ҫинчен каланӑ. Ку анчах мар. Исаия пророк Вавилон хулине ҫӗнсе илекен патша ятне те малтанах каласа хунӑ, ҫак патша Кир ятлӑ пулать тенӗ. (Исаия 44:27—45:2 вуласа парӑр.)

14, 15. Исаия пророк Вавилона ҫӗнсе илесси пирки малтанах каласа хуни мӗнле пурнӑҫланнӑ?

14 Пӗр 200 ҫул иртсен, пирӗн эрӑчченхи 539 ҫулта, октябрь уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫӗрле Вавилон хули патне пысӑк ҫар пырса тӑнӑ. Ҫав ҫар пуҫлӑхӗ кам пулнӑ-ши? Кир ятлӑ Перси патши! Ҫапла вара малтанах мӗн пулассине каласа хуни пурнӑҫланма пуҫланӑ. Анчах Кир ҫарӗ хулана чӑнах та пӗр ҫапӑҫмасӑрах ҫӗнсе илӗ-ши?

15 Вавилонра пурӑнакансем ҫав каҫ ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем хулан ҫӳллӗ те хулӑм стенисем хыҫӗнче нимӗнрен те хӑрама кирлӗ мар тесе шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра Кир Вавилон витӗр юхса выртакан юханшыва чавса тунӑ кӳлле пӑрса ямашкӑн хуларан тӑвалларах канав чавнӑ. Кӗҫех шыв утса каҫмалӑх чакнӑ, вара ҫар ҫыннисем юханшыв урлӑ каҫнӑ та хулан стенисем патне пырса тӑнӑ. Анчах та Кирӑн ҫарӗ Вавилон стенисем урлӑ мӗнле каҫӗ-ши? Пӗлместпӗр мӗншӗн, анчах ҫав каҫ хула хапхисене асӑрхамасӑр уҫӑ хӑварнӑ!

16. а) Вавилонпа юлашкинчен мӗн пуласси пирки Исаия пророк малтанах мӗн каласа хунӑ? ӑ) Исаия пророк Вавилонра никам та пурӑнмӗ тесе калани мӗнле пурнӑҫланнӑ?

16 Вавилон пирки малтанах ҫакӑн пек каласа хунӑ: «Унта урӑх никам та нихӑҫан та пурӑнмӗ, ӑру хыҫҫӑн ӑру иртӗ, анчах вӑл хӑйне пурӑнма вырӑн тупаймӗ. Арави ҫынни унта чатӑр лартмӗ, тата кӗтӳҫсем хӑйсен кӗтӗвӗсене унта вырттармӗҫ» (Исаия 13:20, ҪТ). Ҫак сӑмахсенче Вавилона ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн ҫак хулапа малалла мӗн пуласси пирки каланӑ. Ҫакӑ Вавилонра ӗмӗрлӗхех никам та пурӑнмӗ тенине пӗлтерет. Ҫак сӑмахсем чӑнах та пурнӑҫланнине эсӗ хӑвах курма пултаратӑн. Паян Иракра, Багдад хулинчен 80 километр кӑнтӑралла, авалхи Вавилон ишӗлчӗкӗсене курма пулать. Ҫак хулан ишӗлчӗкӗсем Иегова Исаия урлӑ калани мӗнле пурнӑҫланнине лайӑх кӑтартса параҫҫӗ: «Эпӗ... ӑна пӗтермелли шӑпӑрпа шӑлса тухӑп» (Исаия 14:22, 23, ҪТ) *.

Вавилон ишӗлчӗкӗсем

17. Библире мӗн пуласси ҫинчен каланисем тӗпӗ-йӗрӗпе пурнӑҫланса пыни пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?

17 Библире мӗн пуласси ҫинчен каланисем тӗпӗ-йӗрӗпе пурнӑҫланса пыни ӗненӗве ҫирӗплетет, ҫапла мар-и? Чӑнах та, Иегова хӑй сӑмах панисене ӗлӗк-авал яланах пурнӑҫланӑ пулсан, вӑл ҫӗр ҫинче рай тӑватӑп тесе сӑмах панине пурнӑҫласса пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр. (Йыша шутлани 23:19 вуласа парӑр.) Чӑнах та «Хӑй сӑмахӗ ҫине тӑракан Турӑ» пире валли «ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх [пурнӑҫ] пама ӗмӗрсен вӑхӑтӗнчен малтан асӑннӑ» * (Тит 1:2).

«ТУРӐ СӐМАХӖ ХӐВАТЛӐ»

18. «Турӑ сӑмахӗн» хӑвачӗ ҫинчен Павел апостол мӗн каланӑ?

18 Ҫак сыпӑкра пӑхса тухни Библи чӑннипех хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр кӗнеке пулнине уҫҫӑн кӑтартса парать. Библи хӑйӗн кӗнекисем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ ҫыхӑнса тӑнипе тата наукӑпа истори тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс пулнипе уйрӑлса тӑрать. Унта пурнӑҫра усӑ паракан ӑслӑлӑх пур тата малтанах мӗн пуласси ҫинчен каласа хунисем пӗтӗмпех пурнӑҫланса пыраҫҫӗ. Анчах Библин пахалӑхӗ ҫаксенче ҫеҫ мар, акӑ мӗн Павел апостол ҫырнӑ: «Турӑ сӑмахӗ хӑватлӑ, пулса ҫитсе пырать, вӑл икӗ енӗ те ҫивчӗллӗ пур тӗрлӗ хӗҫрен те вичкӗн, вӑл чунпа сывлӑш витӗр, тӑл-пӳ пайӗсемпе миме витӗр тухать, шухӑшсене те, кӑмӑл туртнине те пӗлсе айӑплать» (Еврейсем 4:12).

19, 20. а) Мӗнле майпа Библи хамӑра тӗрӗслесе пӗлме пулӑшать? ӑ) Турӑ панӑ хаклӑ парнешӗн, Библишӗн, пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?

19 Библире ҫырса панӑ Турӑ «сӑмахне», е хыпарне, вулани пирӗн пурнӑҫа улӑштарма пултарать. Ҫак сӑмах пире чӑннипе эпир мӗнле ҫынсем пулнине тӗрӗслесе пӗлме пулӑшать. Эпир Турра юрататпӑр теме пултаратпӑр, анчах Библире ҫырса хунӑ Турӑ сӑмахӗсене итлени е итлеменни пирӗн чӑннипех мӗнле шухӑшсем тата мӗнле кӑмӑл-туртӑмсем пулнине кӑтартса парать.

20 Чӑнах та, Библи — Турӑ панӑ кӗнеке. Ҫак кӗнекене вуламалла, вӗренмелле тата хакламалла. Турӑ панӑ ҫак парнешӗн пархатарлӑ пулнине Библие яланах вуласа тӗпченипе кӑтарт. Ҫакӑн пек туса пынипе эсӗ Турӑ этемлӗх валли мӗн шухӑшласа хунине тата ҫакна мӗнле пурнӑҫлассине лайӑхрах ӑнланма пуҫлӑн. Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.

^ Хӑш-пӗр ҫынсем Библин пӗр пайӗ тепӗр пайне хирӗҫлет тесе калаҫҫӗ пулин те, ҫакна вӗсем нимӗнпе те ҫирӗплетсе параймаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Библия: слово Бога или человека?» ятлӑ кӗнекен 7-мӗш сыпӑкне пӑхса тух.

^ Тӗслӗхрен, Лука 3:23—38 сӑвӑ йӗркисенче Иисус камран ҫурални ҫинчен тӗплӗн ҫырса пани пур.

^ Библире пророкла каласа хунисене нумайрах пӗлмешкӗн Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Книга для всех» ятлӑ брошюрӑра 27—29 страницӑсене пӑхса тухӑр.

^ Вавилона тӗп туни — Библире мӗн пуласси ҫинчен каланисем пурнӑҫланнисенчен пӗри кӑна-ха. Ҫавӑн пекех Библире Тир тата Ниневи хулисене пӗтересси ҫинчен малтанах каласа хунӑ (Иезекииль 26:1—5; Софония 2:13—15). Унсӑр пуҫне, Даниил пророк кӗнекинче Вавилон хыҫҫӑн мӗнле империсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗнчере власть тытса тӑрасси пирки малтанах каласа хунӑ. Ҫак империсен шутне Мидо-Персипе Греци кӗреҫҫӗ (Даниил 8:5—7, 20—22). Хыҫсӑмахра Мессия ҫинчен малтанах каласа хунисем нумай, вӗсем Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ (199—201 страницӑсем).