ХЫҪСӐМАХ
Иисус хӗлле ҫуралнӑ-ши?
ИИСУС хӑҫан ҫурални ҫинчен Библире ниҫта та ҫырман. Анчах Турӑ Сӑмахӗ вӑл хӗлле ҫуралманнине питӗ лайӑх кӑтартса парать.
Вифлеемра — Иисус ҫуралнӑ хулара — хӗлле мӗнле ҫанталӑк тӑнине айтӑр пӑхса тухар. Еврейсен календарӗ тӑрӑх, кислев уйӑхӗнче (пирӗн календарьпе танлаштарсан ноябрь—декабрь уйӑхӗсем) сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн тевет (декабрь—январь) уйӑхӗ пулнӑ. Ҫав уйӑх ҫулталӑкри чи сивӗ уйӑх пулнӑ, вӑл вӑхӑтра сӑртсем ҫинче те хӑш-пӗр чухне юр выртнӑ. Библи ҫав таврари ҫанталӑк пирки мӗн калани ҫинчен айтӑр пӑхса тухар.
Кислев уйӑхӗнче чӑннипех сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑни ҫинчен Библире, Ездра кӗнекинче, каласа панӑ. «Тӑххӑрмӗш [кислев] уйӑхӗн ҫирӗммӗш кунӗнче» ҫынсем Иерусалима пухӑннӑ тесе каланӑ хыҫҫӑн, халӑх «ҫумӑр ҫунӑ пирки чӗтресе ларнӑ» тесе пӗлтерет Ездра. Ҫав вӑхӑтра ҫанталӑк мӗнле тӑни ҫинчен халӑх ҫапла каланӑ: «Вӑхӑт та Ездра 10:9, 13, ҪТ; Иеремия 36:22). Ҫавӑнпа та хӗлле, Вифлеем таврашӗнчи хирте, кӗтӳҫсем хӑйсен кӗтӗвӗсемпе ҫӗр каҫма тӑрса юлман пулӗччӗҫ.
ҫумӑрлӑ, урамра тӑма та май ҫук» (Анчах Иисус ҫуралнӑ каҫ кӗтӳҫсем хирте пулнӑ тесе каланӑ Библире. Лука ҫырнӑ Евангелире Вифлеемран инҫех мар «хирте кӗтӳҫӗсем пулнӑ; вӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсене ҫӗрле хурал тӑнӑ» тенӗ (Лука 2:8—12). Асӑрхарӑн-и, кӗтӳҫсем хирте кӑнтӑрла кӑна мар, ҫӗрле те пулнӑ тенӗ. Вӗсем хӑйсен кӗтӗвӗсене ҫӗрле те пӑхнӑ. Кӗтӳҫсем хӗлле, сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра, хирте ҫӗр каҫнӑ пулӗччӗҫ-ши? Ҫук, паллах. Библире Иисус ҫурални ҫинчен каланисем вӑл хӗлле ҫуралманнине кӑтартса параҫҫӗ *.
Турӑ Сӑмахӗнче Иисус хӑҫан вилни ҫинчен тӳррӗн каланӑ, анчах вӑл хӑҫан ҫурални ҫинчен нимех те каламан теме пулать. Ҫакӑ пире Соломон патша сӑмахӗсене аса илтерет: «Ырӑ ят хаклӑ сӗрӗшрен лайӑхрах, вилӗм кунӗ ҫуралнӑ кунран лайӑхрах» (Екклесиаст 7:1). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библире Иисус тунӑ сӑваплӑ ӗҫпе унӑн вилӗмӗ ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех ҫырса панӑ, анчах вӑл хӑҫан ҫурални пирки каламанпа пӗрех.
^ Ҫакӑн ҫинчен Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Рассуждение с помощью Писания» ятлӑ кӗнекерен 287—291 страницӑсенче нумайрах пӗлме пулать.