13-МӖШ СЫПӐК
Пурнӑҫ ҫине Турӑ пек пӑхни
-
Турӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхать?
-
Хырӑм пӑрахни ҫине Турӑ мӗнле пӑхать?
-
Пурнӑҫа хисепленине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?
1. Пур чӗрӗ чуна кам пултарнӑ?
ИЕРЕМИЯ пророк Иегова пирки «чӗрӗ Турӑ» тенӗ (Иеремия 10:10, ҪТ). Унсӑр пуҫне тата Иегова Турӑ пур чӗрӗ чуна Пултаракан. Пӗлӗтре пурӑнакансем ӑна мухтаса калаҫҫӗ: «Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, пурте Сан ирӗкӳпе пулнӑ» (Ӳлӗмхи 4:11). Давид патша Турра мухтаса юрланӑ: «Санра — чӗрӗлӗх [пурнӑҫ] ҫӑлкуҫӗ» (Псалом 35:10). Апла пулсан пурнӑҫ — Турӑ панӑ парне.
2. Турӑ пире пурӑнма мӗн кирлине мӗнле парса тӑрать?
2 Иегова пире пултарнӑ кӑна мар, ҫавӑн пекех вӑл пире пурӑнма мӗн кирлине парса тӑрать (Апостолсен ӗҫӗсем 17:28). Вӑл пире ҫиме апат-ҫимӗҫ, ӗҫме шыв парса тӑрать; вӑл пире пурӑнма ҫӗр тата сывлама сывлӑш тунӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 14:15—17 вуласа парӑр.) Иегова ҫаксене пурне те пирӗн кӑмӑла ҫырлахтарас тата савӑнтарас тесе тунӑ. Анчах пурнӑҫра тулли савӑнӑҫпа савӑнас тесен, пирӗн Турӑ законӗсене пӗлсе пырса вӗсене тытса тӑмалла (Исаия 48:17, 18).
ПУРНӐҪА ХИСЕПЛЕНИ
3. Авеле вӗлерни ҫине Турӑ мӗнле пӑхнӑ?
3 Турӑ пурнӑҫа хисеплеме хушать — хамӑрӑнне те, ыттисенне те. Пӗррехинче Адампа Евӑн ывӑлӗ, Каин, хӑйӗн шӑллӗ ҫине питӗ тарӑхнӑ пулнӑ. Тарӑхни ҫылӑха кӗртме пултарать тесе асӑрхаттарнӑ Иегова Каина. Анчах Каин ҫак асӑрхаттарса каланине ним вырӑнне те хуман. Вӑл «хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, хирӗҫ тӑрса ӑна вӗлернӗ» (Пултарни 4:3—8). Иегова Каина шӑллӗне вӗлернӗшӗн наказани панӑ (Пултарни 4:9—11).
4. Моисей законӗнче пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхмалли ҫинчен мӗнле палӑртнӑ?
4 Ҫавӑнтанпа пиншер ҫулсем иртсен, Иегова Израиль халӑхне законсем панӑ. Унта Турӑ хӑйӗншӗн мӗнле ӗҫлесе тӑмаллине кӑтартнӑ. Ҫак законсене Моисей пророк урлӑ панӑ пирки вӗсене час-часах Моисей законӗ теҫҫӗ. Моисей законӗнче ак ҫапла калани пур: «Ан вӗлер» (Саккуна астутарни 5:17). Ҫакӑ Турӑ ҫын пурнӑҫне хакланине тата ҫынсен те пӗр-пӗрин пурнӑҫне хакламаллине кӑтартса панӑ.
5. Хырӑм пӑрахни ҫине мӗнле пӑхмалла?
5 Ҫуралман ачан пурнӑҫӗ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла-ши? Моисей законӗнче каланӑ: «Арҫынсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вара вӑл вӑхӑтсӑр ҫуратрӗ пулсан, анчах та вилмерӗҫ пулсан, айӑплин вара ҫав хӗрарӑмӑн упӑшки мӗн чухлӗ ыйтать, ҫавӑн чухлӗ тӳленипе сиен тунине сапламаллах тата ҫакна унӑн судьясем урлӑ памалла. Анчах вилчӗҫ пулсан, эсӗ чуншӑн чун пар» (Тухни 21:22, 23, ҪТ). Апла пулсан, Моисей законӗ тӑрӑх, амӑшӗн варӗнчи ачан пурнӑҫне татма юраман. Ҫапла, Иеговӑшӑн ҫуралман ачан пурнӑҫӗ те хаклӑ. (Псалом 126:3 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та хырӑм пӑрахма юрамасть.
6. Мӗншӗн ҫывӑх ҫынсене кураймасӑр тӑмалла мар?
6 Пурнӑҫа хисеплетпӗр пулсан, ҫынсем ҫине те тӗрӗс пӑхмалла. Библире каланӑ: «Тӑванне кураймасӑр тӑракан, кирек кам та, ҫын вӗлерекен пулать, ҫын вӗлерекенӗн нихӑшийӗн ӑшӗнче те ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх [пурӑнӑҫ] ҫуккине эсир пӗлетӗр» (1 Иоанн 3:15). Ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнас килет пулсан, пирӗн хамӑрӑн чӗререн курайманлӑха тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑлармалла, мӗншӗн тесен курайманлӑха пула час-часах пӗр-пӗрне пусмӑрлаҫҫӗ (1 Иоанн 3:11, 12). Пирӗн пӗр-пӗрне юратма вӗренмелле, ҫакӑ питӗ кирлӗ.
7. Мӗнле йӑласем пурнӑҫа хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ?
7 Хамӑр пурнӑҫа хисепленине мӗнле кӑтартма пулать? Ҫынсен пурин те тенӗ пекех пурӑнас килет, анчах хӑш-пӗрисем киленсе пурӑнас тесе хӑйсен пурӑнӑҫне ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем чӗлӗм туртаҫҫӗ, бетель чӑмлаҫҫӗ е наркотиксемпе иртӗхеҫҫӗ. Ҫак япаласем сывлӑха сиен кӳреҫҫӗ тата час-часах вӗсенчен ҫынсем вилеҫҫӗ. Камӑн та пулин ҫак япаласемпе усӑ курасси йӑлана кӗнӗ пулсан, вӑл пурнӑҫа хисеплеменнине кӑтартать. Турӑ ҫак сиенлӗ йӑласене таса мар тесе шутлать. (Рим 6:19; 12:1; 2 Коринф 7:1 вуласа парӑр.) Турра юрӑхлӑ пулас тесен пирӗн ҫак йӑласене тума пӑрахмалла. Ҫакна тума ҫӑмӑлах мар пулин те, Иегова пире вӑй парса пулӑшӗ. Хамӑр пурнӑҫ ҫине Турӑ панӑ хаклӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхас тесе вӑй хунине Иегова хаклать.
8. Мӗншӗн асӑрхануллӑ пулмаллине асра тытмалла?
8 Пурнӑҫа хисеплетпӗр пулсан, эпир хӑрушлӑхсенчен сыхланса ҫӳрӗпӗр. Эпир хамӑра ҫӑмӑлттайла тытасшӑн мар, ҫавӑн пекех киленес тата шӑм-шака ҫӳҫентерсе илес тесе пӗлсе тӑрсах хӑрушӑ япаласене тӑвасшӑн мар. Эпир машинӑпа ҫӳренӗ чухне асӑрхануллӑ пулӑпӑр. Ҫынна амантма пултаракан е пурнӑҫшӑн хӑрушӑ спорт вӑййисенчен пӑрӑнӑпӑр (Псалом 10:5). Израиль халӑхне панӑ Турӑ законӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫӗнӗ [лаптак тӑррӑллӑ] ҫурт лартатӑн пулсассӑн, ун тӑрри тавра карлӑк тытса ҫавӑр: ун тӑрринчен кам та пулин ӳксе сан ҫурту ҫинче юн пулмалла ан пултӑр» (Саккуна астутарни 22:8). Ҫак принциппа килӗшӳллӗн хӑвӑн кил-ҫуртна, ҫав шутрах килти картлашкасене те, юсавлӑ тыт, кам та пулин ӑнсӑртран такӑнса ӳксе аманмалла ан пултӑр. Санӑн машина пур пулсан, унпа ҫӳреме хӑрушӑ ан пултӑр. Кил-ҫурту тата машину хӑвӑншӑн та, ыттисемшӗн те хӑрушӑ япаласем пулса ан тӑччӑр.
9. Эпир пурнӑҫа хисеплетпӗр пулсан, хамӑра чӗрчунсемпе мӗнле тытӑпӑр?
9 Чӗрчунсен пурнӑҫӗ ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Вӗсен пурнӑҫӗ те Пултараканшӑн хаклӑ. Ҫынсене апат-ҫимӗҫ тата тумтир кирлӗ пулсан е чӗрчунсем ҫынсене хӑрушлӑх кӳреҫҫӗ пулсан, Турӑ чӗрчунсене вӗлерме ирӗк панӑ (Пултарни 3:21; 9:3; Тухни 21:28). Чӗрчунсене хӗрхенменни тата вӗсене вӑйӑ-кулӑшӑн вӗлерни тӗрӗс мар. Ҫакӑ пурнӑҫа ним вырӑнне те хуманнине кӑтартса парать (Ытарӑшсем 12:10).
ЮНА ХИСЕПЛЕНИ
10. Пурнӑҫпа юн пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑх япаласем пулнине Турӑ мӗнле кӑтартнӑ?
10 Каин Авеле вӗлернӗ хыҫҫӑн Иегова Каина каланӑ: «Санӑн шӑллу юнӗн сассийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет» (Пултарни 4:10). Турӑ Авель юнӗ ҫинчен каланӑ чухне Авель пурнӑҫӗ пирки каланӑ. Каин Авель пурнӑҫне татнӑ, ҫавӑнпа та ӑна наказани памалла пулнӑ. Авель юнӗ, е пурнӑҫӗ, Турра кӑшкӑрса чӗннине Иеговӑна тӗрӗслӗхпе татса пама кӑшкӑрса чӗнни теме пулать. Юнпа пурнӑҫ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн каллех кӑтартса панӑ. Ҫӗре шыв илес умӗн ҫынсем пахча-ҫимӗҫ, тырӑ-пулӑ тата мӑйӑрсем кӑна ҫинӗ. Ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн Иегова Нойпа унӑн ывӑлӗсене каланӑ: «Пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ». Ҫапах та Турӑ асӑрхаттарнӑ: «Анчах чунӗ-юнӗ [пурнӑҫӗ] пур ӳте ан ҫийӗр» (Пултарни 1:29; 9:3, 4). Чӑнах та, Иеговӑшӑн пурнӑҫпа юн пӗр-пӗринпе питӗ ҫывӑх япаласем.
11. Ной вӑхӑтӗнчен пуҫласа юн пирки Турӑ мӗн тума хушман?
11 Эпир юна хисепленине ӑна ҫименнипе кӑтартатпӑр. Израиль ҫыннисене панӑ законра каланӑ: «Кам та пулин... ҫиме юракан тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк тытсассӑн, вӑл унӑн юнӗ юхса пӗтичченех кӗтсе тӑмалла, юнне тӑпрапа витмелле... Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм ӗнтӗ: нимӗнле ӳтрен тухакан юна та ан ҫийӗр» (Левит 17:13, 14). Чӗрчунсен юнне ҫиме юрамасть тесе Турӑ пӗрремӗш хут Ноя каланӑ, анчах тепӗр 800 ҫул иртсен те вӑл ҫав заповеде тытса тӑма хушнӑ. Иегова ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхни уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ: Туррӑн ӗҫлекенӗсем чӗрчунсен ашне ҫиме пултарнӑ, анчах юнне ҫиме юраман вӗсен. Юнне вӗсен ҫӗр ҫине юхтарса кӑлармалла пулнӑ — ҫакӑн пек тунине, сӑнарлӑ каласан, пурнӑҫа Турра каялла тавӑрса пани теме пулать.
12. Пӗрремӗш ӗмӗрте святой сывлӑш урлӑ панӑ юн ҫинчен калакан мӗнле заповеде паян кун та тытса тӑмалла?
12 Христиансен те ҫакна тытса тӑмалла. Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте апостолсемпе ытти арҫынсем, Иисусӑн вӗренекенӗсем хушшинче ертсе пыракансем, христиансен пухӑвӗнче мӗнле заповедьсене тытса тӑмаллине пӑхса тухас тесе пӗрле пухӑннӑ пулнӑ. Вӗсем ак ҫапла пӗтӗмлетсе каланӑ: «Святой Сывлӑш та, эпир те ҫак кирлисенчен пуҫне сирӗн ҫие урӑх ҫӗклем хурас мар терӗмӗр; кӗлеткесене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен [аш-какайран юн юхса тухманнинчен], аскӑнлӑхран сирӗн сыхланса тӑмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29; 21:25). Ҫавӑнпа та христиансен юнран сыхланса тӑмалла. Турӑ куҫӗ умӗнче ҫак заповеде тытса тӑни йӗрӗхсене пуҫҫапнипе аскӑн ӗҫрен пӑрӑнни пекех питӗ кирлӗ.
13. Мӗншӗн юнран сыхланса тӑмалла текен заповедь юн яма юраманнине те пӗлтерет? Ӑнлантарса пар.
13 Юнран сыхланса тӑмалла текен заповедь юн яма юраманнине те пӗлтерет-и? Ҫапла. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Тухтӑр сана эрех-сӑра ӗҫме юрамасть терӗ тейӗпӗр. Эрех-сӑрана ӗҫме юрамасть тени ӑна венӑран яма юрать тенине пӗлтерет-и? Ҫук, паллах! Ҫавӑн пекех юнран сыхланса тӑрӑр тени юна хамӑр ӑша нимле майпа та яма юраманнине пӗлтерет. Ҫавӑнпа юнран сыхланса тӑма хушни вӑл — христианин венӑран хӑйӗн ӑшне юн яма ирӗк памасть тенине пӗлтерет.
14, 15. Тухтӑрсем юн ямалла теҫҫӗ пулсан, христианин мӗн тӑвӗ тата мӗншӗн?
14 Христианин хӑйне питӗ йывӑр туять пулсан е ӑна операци тумалла пулсан, вара мӗн? Сӑмахран, чирлӗ ҫынна юн ямасан вӑл вилет теҫҫӗ тухтӑрсем. Христианинӑн, паллах, вилес килмест. Ҫавӑнпа та вӑл, пурнӑҫа — Турӑ панӑ хаклӑ парнене — сыхласа хӑварас тесе, урӑх меслетсемпе сипленме килӗшӗ, анчах ҫав меслетсенче юнпа тӗрӗс мар усӑ курасси пулмалла мар. Христианин юн ямасӑр сиплемелли лайӑх меслетсене шыраса тӑрӗ.
15 Христианин хӑйӗн пурнӑҫне ҫак тӗнчере кӑштах тӑсас тесе Туррӑн законне хирӗҫ кайӗ-ши? Иисус каланӑ: «Кам хӑй чунне [пурнӑҫне] усрас тет, вӑл ҫухатӗ ӑна; кам хӑй чунне Маншӑн ҫухатӗ, вӑл тупӗ ӑна» (Матфей 16:25). Пирӗн вилес килмест. Анчах пурнӑҫа сыхласа хӑварас тесе Туррӑн законне пӑсатпӑр пулсан, эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫухатма пултаратпӑр. Турӑ законӗсем тӗрӗс пулни пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Эпир мӗнле те пулин сӑлтава пула вилтӗмӗр пулсан та, пире пурнӑҫ Паракан пирӗн ҫинчен аса илӗ те вилӗмрен чӗртсе тӑратса хаклӑ парнене — пурнӑҫа — каялла тавӑрса парӗ. Ҫакна пирӗн ҫирӗп шанса тӑмалла (Иоанн 5:28, 29; Еврейсем 11:6).
16. Туррӑн ӗҫлекенӗсем юн пирки мӗн шутлаҫҫӗ?
16 Паян Туррӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ юн пирки мӗн тума хушнӑ, ҫавна ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ. Вӗсем нимле юн та ҫимеҫҫӗ. Сипленес тесе те юна ӑша ямаҫҫӗ *. Юна тӑвакан Турӑ юнпа мӗнле усӑ курмаллине пирӗнтен те лайӑхрах пӗлет тесе вӗсем шанса тӑраҫҫӗ. Эсӗ ҫакӑнпа килӗшетӗн-и?
ЮНПА ТӖРӖС УСӐ КУРНИ
17. Иегова Туррӑн законӗ тӑрӑх, авалхи Израильте юнпа усӑ курмалли мӗнле пӗр тӗллев пулнӑ?
17 Моисей законӗ тӑрӑх, юнпа усӑ курмалли пӗр тӗллев кӑна пулнӑ. Авалхи Израиль халӑхне Иегова ак мӗн тума хушнӑ: «Ӳтӗн чунӗ [пурнӑҫӗ] — юнра, сирӗн чунӑрсене тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать» (Левит 17:11). Ҫылӑхсене каҫарттармашкӑн Израиль ҫыннисен чӗрчунсене парне кӳрсе чатӑрти, каярахпа храмри, парне вырӑнӗ ҫине ҫав чӗрчунсен юнне сирпӗтмелле пулнӑ. Юнпа парне вырӑнӗ валли кӑна усӑ курмалла пулнӑ.
18. Иисус тӑкнӑ юн мӗн парать?
18 Чӑн христиансем Моисей законӗ хушнине туса тӑмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем чӗрчунсене парне кӳрсе тӑмаҫҫӗ тата вӗсен юнне парне вырӑнӗ ҫине сирпӗтмеҫҫӗ (Еврейсем 10:1). Анчах юнпа ҫакӑн пек усӑ курни Турӑ Ывӑлӗ, Иисус Христос, паракан хаклӑ парне ҫине кӑтартса тӑнӑ. Ҫак кӗнекен 5-мӗш сыпӑкӗнчен Иисус хӑйӗн юнне тӑкса хӑйӗн пурнӑҫне пани ҫинчен эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Унтан вӑл пӗлӗте хӑпарнӑ та хӑйӗн юнӗ мӗн чухлӗ тӑрать, ҫав хака пӗр хут тата яланлӑхах тӳлесе хунӑ (Еврейсем 9:11, 12). Ҫакна пула пирӗн ҫылӑхсене каҫарттарма никӗс хывнӑ тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма пире май уҫса панӑ (Матфей 20:28; Иоанн 3:16). Юнпа ҫакӑн пек усӑ курни ҫав тери хаклӑ пулса тӑнӑ! (1 Петр 1:18, 19). Иисус тӑкнӑ юна ӗненнипе кӑна эпир ҫӑлӑнма пултаратпӑр.
19. «Пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса» пулмашкӑн пирӗн мӗн тумалла?
19 Иегова Турӑ пире юратса ҫакӑн пек парне — пурнӑҫ — панӑшӑн эпир Турра чун-чӗререн тав тӑватпӑр! Ҫакӑ пире Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панине пула ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май пурри ҫинчен ыттисене каласа пама хавхалантармалла мар-и? Эпир ҫынсен пурнӑҫӗ ҫине Иегова Турӑ пекех пӑхни пире ҫӑлӑнӑҫ паракан хыпара хӗрӳллӗн пӗлтерсе ҫӳреме хавхалантарӗ. (Иезекииль 3:17—21 вуласа парӑр.) Ҫак ӗҫе тӑрӑшса тӑватпӑр пулсан, эпир Павел апостол пекех калӑпӑр: «Эпӗ пуринӗн юнӗ тӗлӗшӗнчен те таса: эпӗ Туррӑн пӗр ирӗкне те сире пӗлтермесӗр хӑвармарӑм» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:26, 27). Турӑ ҫинчен тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен каласа тӑнипе эпир пурнӑҫа тата юна питӗ хисепленине кӑтартатпӑр.
^ Юн ямасӑр сипленмелли меслетсемпе мӗнле усӑ курасси ҫинчен Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Как кровь может спасти твою жизнь?» ятлӑ брошюрӑран, 13—17 страницӑсенче, нумайрах пӗлме пулать.