Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХЫҪСӐМАХ

Суд кунӗ — мӗн вӑл?

Суд кунӗ — мӗн вӑл?

СУД кунӗ тенине илтсен, сирӗн пуҫра мӗнле шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ? Нумайӑшӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав кун миллиардшар чун пӗрин хыҫҫӑн тепри Турӑ ларакан аслӑ вырӑн, е престол, патне пырса тӑраҫҫӗ. Унта кашнине вӗсен ӗҫӗсене кура суд тӑваҫҫӗ. Пӗрисене пӗлӗтри райра пурӑнма парӗҫ, теприсене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе асапланса пурӑнмалла тӑвӗҫ. Анчах та Библи пачах урӑхла вӗрентет. Турӑ Сӑмахӗ Суд кунӗ пирки сехре хӑптаракан вӑхӑт тесе мар, шанчӑк паракан вӑхӑт тесе сӑнласа парать, ун чухне вара пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑрать.

Ӳлӗмхи 20:11, 12-мӗшӗнче Иоанн апостол Суд кунне ак ҫапла сӑнласа парать: «Эпӗ пит пысӑк, шурӑ, аслӑ вырӑна тата ун ҫинче Ларакана куртӑм, Ун умӗнчен пӗлӗт те, ҫӗр те тарса кайрӗ, вӗсемшӗн вырӑн тупӑнмарӗ. Унтан эпӗ вилнӗ ҫынсем куртӑм: вӗсем асли-кӗҫӗннипех Турӑ умӗнче тӑраҫҫӗ, кӗнекисене уҫса хунӑ; тата тепӗр кӗнеке уҫса хунӑ, ку чӗрӗлӗх кӗнекиччӗ. Вилнисене, хӑйсен ӗҫӗсене кура, кӗнекисем ҫине ҫырнӑ пек сут турӗҫ».

Иегова Турӑ — этемлӗхе суд тӑвакан чи Аслӑ Судья. Анчах вӑл суд тӑвас ӗҫе урӑххине шанса панӑ. Турӑ «Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума Вӑл кун хунӑ» тенӗ Павел апостол (Апостолсен ӗҫӗсем 17:31). Ҫак суйласа хунӑ Судья вӑл — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос (Иоанн 5:22). Эппин, Суд кунӗ хӑҫан пуҫланать-ши? Тата ҫак кун мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши тӑсӑлать-ши?

Ӳлӗмхи кӗнекинче Суд кунӗ Армагеддон вӑрҫи хыҫҫӑн, Сатанан тӗнчине тӗп тунӑ хыҫҫӑн, пуҫланать тесе каланӑ * (Ӳлӗмхи 16:14, 16; 19:19—20:3). Армагеддон хыҫҫӑн Сатанапа унӑн демонӗсене пин ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна хупса хураҫҫӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче 144 000-ӗшӗ, пӗлӗтре пай илекенсем, суд тӑвӗҫ тата «Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ» (Ӳлӗмхи 14:1—3; 20:1—4; Рим 8:17). Апла пулсан Суд кунӗ 24 сехете тӑсӑлакан кун мар. Вӑл пин ҫуллӑха тӑсӑлать.

Пин ҫул хушшинче Иисус Христос «вилнисене те, чӗррисене те сут тӑвӗ» (2 Тимофей 4:1). «Чӗррисем» шутне Армагеддона пурӑнса ирттерекен «темӗн чухлӗ этем» кӗрет (Ӳлӗмхи 7:9—17). Иоанн апостол «вилнӗ ҫынсем... Турӑ умӗнче тӑнине» те курнӑ. «Тупӑкра выртакансем пурте Турӑ Ывӑлийӗн сассине илтӗҫ» те вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе сӑмах панӑ Иисус (Иоанн 5:28, 29; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Ҫынсене мӗн тӑрӑх суд тӑвӗҫ?

Иоанн апостол «кӗнекесене уҫса хунине» тата «вилнисене, хӑйсен ӗҫӗсене кура, кӗнекисем ҫине ҫырнӑ пек сут тунине» курнӑ (Ӳлӗмхи 20:12). Ҫак кӗнекесенче ҫынсен ӗлӗкхи ӗҫӗсем ҫинчен ҫырса хунӑ-и? Ҫук, ҫынсене виличчен тунӑ ӗҫсем тӑрӑх суд тумаҫҫӗ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Библире каланӑ: «Ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать» (Рим 6:7). Апла пулсан вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракансен виличчен тунӑ пур ҫылӑхӗ те каҫарӑнать. Ҫавӑнпа та ҫак кӗнекесем Турӑ тума хушнӑ йӗркесене пӗлтереҫҫӗ. Турӑ ҫак йӗркесене пуласлӑхра парӗ. Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен, Армагеддона пурӑнса ирттерекенсен те, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракансен те Туррӑн заповечӗсене итлесе-пӑхӑнса тӑмалла — ҫак заповедьсен шутне пин ҫул хушшинче Иегова панӑ ҫӗнӗ йӗркесем те кӗреҫҫӗ. Эппин, кашни ҫынна Суд кунӗ хушшинче тунӑ ӗҫӗсем тӑрӑх суд тӑвӗҫ.

Суд кунӗнче миллионшар ҫыннӑн Туррӑн ирӗкне пӗлме тата туса тӑма пӗрремӗш хут май пулӗ. Ҫакӑ пӗтӗм тӗнчипе пыракан вӗрентӳ ӗҫне пула пулса пырӗ. Чӑнах та, ун чухне «ҫӗр ҫинче пурӑнакансем тӳрӗлӗхе вӗренӗҫ» (Исаия 26:9, ҪТ). Анчах та Туррӑн ирӗкне пурте туса пурӑнмӗҫ. Исаия 26:10 (ҪТ) сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Йӗркесӗррине кӑмӑл тусан та, вӑл тӳрӗлӗхе вӗренмӗ. Вӑл тӳрӗ кӑмӑллисен ҫӗрӗнче тӗрӗсмарлӑх тӑвӗ тата Иеговӑн аслӑлӑхне кураймӗ». Ҫав йӗркесӗр ҫынсене Суд кунӗ хушшинче ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ (Исаия 65:20).

Суд кунӗн вӗҫӗнче ҫынсем пӗтӗмпех «чӗрӗлӗҫ» теме пулать, урӑхла каласан, вӗсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ (Ӳлӗмхи 20:5). Апла пулсан Суд кунӗнче этемлӗхе Адампа Ева ҫухатнӑ ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа тавӑрса парӗҫ (1 Коринф 15:24—28). Ун хыҫҫӑн юлашки хут тӗрӗслӗҫ. Сатанана тӗпсӗр вырӑнтан ирӗке кӑларӗҫ, вара вӑл ҫынсене юлашки хут улталаса илӗртме тӑрӑшӗ (Ӳлӗмхи 20:3, 7—10). Сатанана парӑнманнисем Библире: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ»,— тесе каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнине хӑйсен куҫӗсемпе курӗҫ (Псалом 36:29). Ҫапла, Суд кунӗ Турра шанчӑклӑ ҫынсемшӗн чӑн-чӑн пиллӗх пулӗ!

^ Армагеддон ҫинчен пӗлмешкӗн Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Поклоняйтесь единственному истинному Богу» ятлӑ кӗнекери 20-мӗш сыпӑкне тата «Понимание Писания» ятлӑ энциклопедири «День Иеговы» тата «Хар-Магедон» статьясене пӑхӑр.