Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

19-МӖШ СЫПӐК

Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юл

Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юл
  • Турра юратни — мӗн вӑл?

  • Туррӑн юратӑвӗнче мӗнле тӑрса юлма пулать?

  • Хӑйӗн юратӑвӗнче тӑрса юлакансене Иегова мӗнле ырӑлӑх парӗ?

Ҫак канӑҫсӑр вӑхӑтра Иегова санӑн хӳтлӗхӳ пулӗ-ши?

1, 2. Шанчӑклӑ хӳтлӗх эпир паян ӑҫта тупма пултаратпӑр?

 ҪАНТАЛӐК япӑх тӑрать тейӗпӗр, эсӗ вара ҫул тӑрӑх пыратӑн. Пӗлӗтсем хуралса килеҫҫӗ. Ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтать, унтан вара ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫума пуҫлать. Эсӗ хӳтлӗх шыраса унталла-кунталла пӑхса илетӗн. Ҫул хӗрринче тарса пытанмалли вырӑн курах кайрӑн вара. Васкасах чупрӑн унталла. Унта ӑшӑ та канлӗ. Ҫак шанчӑклӑ вырӑна тупнӑшӑн мӗн тери савӑнтӑн пулӗ эсӗ!

2 Эпир те паян канӑҫсӑр вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Тӗнчери лару-тӑру япӑхлансах-япӑхлансах пырать. Анчах та тарса пытанмалли вырӑн пур, унта эпир пур сиенрен хӳтлӗх тупма пултаратпӑр. Мӗн-ши вӑл? Библире каланӑ: «Тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!» (Псалом 90:2).

3. Мӗнле майпа Иегова пирӗн хӳтлӗх пулса тӑма пултарать?

3 Шухӑшласа пӑх кӑна: Иегова, Пултаракан тата Ҫут тӗнче Патши, пирӗншӗн шанчӑклӑ хӳтлӗх пулма пултарать! Вӑл пире хӑйӗн хӳттинче сыхласа усрама пултарать, мӗншӗн тесен унран вӑй-хӑватли никам та, нимӗн те ҫук. Эпир кирек мӗнле сиен курсан та, Иегова вӗсене пурне те пӗтерме пултарать. Мӗнле майпа Иегова пирӗн хӳтлӗх пулса тӑма пултарать? Пирӗн ӑна шанмалла. Унсӑр пуҫне тата Турӑ Сӑмахӗ ҫакна тума хистет: «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» (Иуда 21, ҪТ). Ҫапла ӗнтӗ, ҫӳлти Аттемӗрпе хамӑр хушшӑмӑрти туслӑха ҫирӗплетсе пырса пирӗн Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлмалла. Вара вӑл пирӗншӗн чӑн-чӑн хӳтлӗх пулса тӑрӗ. Анчах ҫав туслӑха пирӗн мӗнле ҫирӗплетме пулать?

ТУРРӐН ЮРАТӐВНЕ ХАКЛА

4, 5. Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартса тӑрать?

4 Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен Иегова пире мӗнле юратнине ӑнланмалла. Библин хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсем ҫинчен — ҫак кӗнеке тӑрӑх пӗлнисем ҫинчен — шухӑшласа пӑх-ха. Пире Пултаракан пулнӑ май Иегова пире ытарайми ҫурт парнеленӗ — Ҫӗр чӑмӑрӗ. Вӑл ҫӗре апат-ҫимӗҫпе те, шывпа та, ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗсемпе те туп-тулли тултарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗр ҫинче вӑл тӗлӗнмелле чӗрчун тӗнчине тата калама ҫук илемлӗ тавралӑха пултарнӑ. Библи урлӑ вӑл пире хӑйӗн ятне тата хӑй мӗнле Турӑ пулнине уҫса пачӗ. Унсӑр пуҫне тата Вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, Иисус Христоса, ҫӗр ҫине яни ҫинчен, вӑл асапланса пирӗншӗн вилни ҫинчен унӑн Сӑмахӗ каласа парать (Иоанн 3:16). Ҫак парне пире мӗн парать? Вӑл пире телейлӗ пуласлӑх шанчӑкне уҫса парать.

5 Телейлӗ пуласлӑх пулать тесе акӑ мӗншӗн тата шанма пултаратпӑр: Иегова пӗлӗтре правительство — Мессианла Патшалӑх — йӗркеленӗ. Кӗҫех ҫав Патшалӑх пӗтӗм хӗн-асапа пӗтерӗ те ҫӗр ҫинче рай туса хурӗ. Шухӑшласа пӑх кӑна: эпир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрӗпе телейлӗ тата мирлӗ пурӑнма пултаратпӑр! (Псалом 36:29). Турӑ пире мӗн тумаллине кӑтартса тӑнипе хамӑр пурнӑҫа паянах лайӑхлатма пулӑшать. Кӗлӗ тӑвасси те Турӑ панӑ парне, ҫавна пула эпир унпа пӗр чӑрмавсӑр калаҫса хамӑр шухӑш-туйӑмсене уҫса пама пултаратпӑр. Ҫаксем вӗсем Иегова пӗтӗм этемлӗхе тата пире кашнине юратнине кӑтартса паракан хӑш-пӗр тӗслӗхсем кӑна-ха.

6. Иегова юратать пулсан, эсӗ хӑв енчен уншӑн мӗн тӑвӑн-ши?

6 Халӗ вара питӗ кирлӗ ыйтӑва пӑхса тухар: Иегова пире юратать пулсан, пирӗн хамӑр енчен уншӑн мӗн тумалла-ши? Нумайӑшӗ калӗҫ: «Пирӗн те Иеговӑна юратмалла». Эсӗ те ҫавӑн пекех шутлатӑн-и? Иисус каланӑ: «Хӑвӑн Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (Матфей 22:37). Ҫак заповедь пирки вӑл чи аслӑ заповедь тенӗ. Санӑн, паллах ӗнтӗ, Иегова Турра юратма нумай сӑлтав пур. Анчах та санӑн ҫавӑн пек юрату туйӑмӗ пурри эсӗ Иеговӑна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа тата пӗтӗм ӑсупа юратнине пӗлтерет-ши?

7. Мӗншӗн Турра юратасси туйӑм кӑна пулманнине ӑнлантарса пар.

7 Библи каланӑ тӑрӑх, Турра юратни вӑл — туйӑм анчах мар. Юрату туйӑмӗ пурри чӑнах та кирлӗ, мӗншӗн тесен Иеговӑна чӑннипе юратасси туйӑмсенчен пуҫланать. Панулми вӑрринчен ҫимӗҫ парса тӑракан йывӑҫ ӳсет. Анчах та санӑн панулми ҫиес килет пулсан, вӑррине ҫинипе кӑна ҫырлахӑн-ши эсӗ? Ҫук пуль! Ҫавӑн пекех юрату туйӑмӗ пурри вӑл — Иегова Турӑпа туслӑ пулма тунӑ пӗрремӗш утӑм кӑна-ха. «Турӑ заповечӗсене туса тӑни Ӑна юратни пулать. Унӑн заповечӗсем йывӑр мар»,— тесе вӗрентет Библи (1 Иоанн 5:3). Турра чӑн-чӑн юратни, ҫимӗҫ паракан йывӑҫ пекех, ҫимӗҫ парса тӑмалла. Юрату ӗҫсенче курӑнса тӑмалла. (Матфей 7:16—20 вуласа парӑр.)

8, 9. Эпир Турра юратма тата тав тума мӗнле пултаратпӑр?

8 Туррӑн заповечӗсене туса тӑратпӑр тата унӑн принципӗсемпе усӑ куратпӑр пулсан, эпир Турра юратнине кӑтартатпӑр. Ҫакна тума йывӑр мар, мӗншӗн тесен Иеговӑн законӗсем пире ырӑлӑхпа телей кӳрсе тӑраҫҫӗ (Исаия 48:17, 18). Иегова вӗрентнӗ тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, эпир хамӑр ҫӳлти Аттемӗре пирӗншӗн тунӑ ӗҫсемшӗн тав тунине кӑтартатпӑр. Шел пулин те, паян сахалӑшӗ кӑна Турра ҫавӑн пек тав тӑваҫҫӗ. Пирӗн Иисус пурӑннӑ вӑхӑтри ҫынсем пек пархатарсӑр пулас килмест. Иисус вунӑ юхан-суранлӑ ҫынна сыватсан, вӗсенчен пӗри кӑна таврӑнса ӑна тав тунӑ (Лука 17:12—17). Паллах ӗнтӗ, пирӗн ҫав пархатарлӑ ҫын пек пулас килет — пархатарсӑр тӑххӑрӗшӗ пек мар!

9 Эппин, Иеговӑн мӗнле заповечӗсене пирӗн туса тӑмалла? Ҫак кӗнеке тӑрӑх эпир вӗсенчен хӑш-пӗрисене сӳтсе яврӑмӑр, халӗ вара вӗсене тепӗр хут пӑхса тухар. Туррӑн заповечӗсене туса тӑни пире Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшӗ.

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАН

10. Мӗншӗн Иегова Турӑ ҫинчен пӗлсе пыма пӑрахмалла маррине ӑнлантарса пар.

10 Иеговӑпа ҫывӑхланас тесен ун ҫинчен пӗлни питӗ кирлӗ. Пӗлӳ илме нихӑҫан та пӑрахмалла мар. Сивӗ каҫ кӑвайт умӗнче ӑшӑнса ларатӑн пулсан, эсӗ вут-ҫулӑма сӳнсе ларма панӑ пулӑттӑнччӗ-ши? Ҫук, паллах. Кӑвайт сӳнсе ан лартӑр тата ӑшӑ пултӑр тесе эсӗ вут пӑрахса тӑнӑ пулӑттӑнччӗ ӗнтӗ. Вӗт ҫакна тумасан шӑнса та вилме пулать-ҫке! Вут пӑрахса тӑни кӑвайта ялкӑшса ҫунса тӑма пулӑшнӑ пекех, Турӑ ҫинчен пӗлсе пыни те Иеговӑна вӑйлӑрах та вӑйлӑрах юратма пулӑшӗ (Ытарӑшсем 2:1—5).

Турра юратни кӑвайт пек ҫунса тӑтӑр тесен, унта пӗрмаях вутӑ пӑрахса тӑмалла

11. Иисус сӑмахӗсем унӑн вӗренекенӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

11 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑна тата унӑн хаклӑ Сӑмахне юратса пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Ҫак юратӑвӑн ҫулӑмне ялкӑшса ҫунтарса тӑратас килнӗ унӑн. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус хӑй ҫинче пурнӑҫланнӑ Еврей Ҫырӑвӗнчи хӑш-пӗр пророкла каланисем ҫинчен хӑйӗн икӗ вӗренекенне ӑнлантарса панӑ. Вӗренекенӗсем ҫине ҫакӑ мӗнле витӗм кӳнӗ-ши? Каярахпа вӗсем каланӑ: «Ҫул ҫинче Вӑл пирӗнпе калаҫса килнӗ чух, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чух, пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара?» (Лука 24:32).

12, 13. а) Ҫак тӗнчере нумайӑшӗ Турӑпа Библи ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ? ӑ) Турра юратасси ан сивӗнтӗр тесен мӗн тума пулать?

12 Библи чӑннипе мӗне вӗрентнине пӗлсен, санӑн та чӗрӳнте савӑнӑҫпа Турра юратасси темӗн пекех ҫунса тӑма пуҫламарӗ-и-ха? Паллах, ӗнтӗ. Нумай ҫынсен туйӑмӗ пирки те ҫавнах калама пулать. Анчах та халӗ вара ҫав юратӑва сыхласа хӑварса ӑна ӳстерсе тӑмалла. Пирӗн ҫак тӗнчери ҫынсем пек пулас килмест. «Нумайӑшӗн ҫынна юратас кӑмӑл пӗтӗ», урӑхла каласан, юрату сивӗнӗ тесе Иисус малтанах каласа хунӑ (Матфей 24:12). Иеговӑна тата Библири чӑнлӑха юратасси ан сивӗнтӗр тесен мӗн тума пулать?

13 Иегова Турӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлсе пыма ан чарӑн (Иоанн 17:3). Библире мӗн вулани ҫинчен тарӑннӑн шухӑшланӑ май хӑвна ҫакӑн пек ыйтусем пар: ҫакӑ Иегова ҫинчен мӗн уҫса парать? Библире каланӑ ҫав шухӑшсем Турра пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑспа, пӗтӗм чунпа тата ытларах юратма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Псалом 142:5 вуласа парӑр.) Ҫакӑн пек тарӑннӑн шухӑшлани Турра хытӑрах та хытӑрах юратма пулӑшӗ.

14. Турра юратса пурӑнма кӗлӗ туни мӗнле пулӑшать?

14 Иеговӑна юратасси ҫунса тӑтӑр тесен пӗрмай кӗлӗ тумалла (1 Фессалоника 5:17). Ҫак кӗнекен 17-мӗш сыпӑкне пӑхса тухнӑ чухне кӗлӗ — Турӑ панӑ хаклӑ парне пулнине пӗлтӗмӗр эпир. Пӗр-пӗрне шанса калаҫни ҫынсене ҫывӑхлатнӑ пекех, пӗрмай кӗлӗ туни те Иеговӑпа пирӗн хушшӑмӑрти туслӑха ҫирӗплетет. Ячӗшӗн кӑна кӗлӗ тӑвассинчен — пӗр пек сӑмахсенех пӗр туйӑмсӑр, ним ӑнланмасӑр татти-сыпписӗр каласа тӑрассинчен — сыхланса тӑмалла. Пирӗн Иеговӑпа, пӗчӗк ача хӑйӗн юратнӑ ашшӗпе калаҫнӑ пекех, калаҫмалла. Турра кӗлӗ тунӑ чухне пирӗн хисеп туса унпа калаҫмалла, сӑмахсем вара чӗререн тухмалла (Псалом 61:9). Чӑнах та, Турӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ тӑвас тесен, хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни тата чун-чӗререн кӗлӗ туни питӗ кирлӗ. Вӗсем вара пире Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшаҫҫӗ.

ТУРӐШӐН САВӐНСА ӖҪЛЕСЕ ТӐР

15, 16. Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳресси пирки хаклӑ мул теме пулать?

15 Библи вӗренесси тата кӗлӗ тӑвасси Турӑшӑн тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ шутне кӗрет, эпир ҫав ӗҫсене тунине ытти ҫынсем курсан та курмасан та пултараҫҫӗ. Халӗ вара ҫынсем курса тӑракан сӑваплӑ ӗҫ (хамӑр ӗненӗве ыттисене каласа кӑтартни) пирки калаҫӑпӑр. Библирен пӗлнӗ чӑнлӑха эсӗ ытти ҫынсене каласа тӑратӑн-и? Чӑнах та, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма май пурри вӑл — пысӑк чыс (Лука 1:74, 75). Иегова Турӑ ҫинчен мӗн пӗлсе пынине ытти ҫынсене каласа тӑратпӑр пулсан, эпир пур чӑн христианина хушса панӑ питӗ кирлӗ ӗҫе туса тӑратпӑр — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара вӗрентсе ҫӳретпӗр. (Матфей 24:14; 28:19, 20 вуласа парӑр.)

16 Павел апостол сӑваплӑ ӗҫе хакланӑ, ҫав ӗҫ пирки вӑл ырӑлӑх, е хаклӑ мул, тенӗ (2 Коринф 4:7). Ҫынсене Иегова Турӑ тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен каласа пани — эсӗ тума пултарнӑ ӗҫсенчен чи лайӑх ӗҫ. Вӗт эпир чи лайӑх Хуҫашӑн ӗҫлесе тӑратпӑр, тата ҫак ӗҫ ытти ӗҫсенчен те ытларах усӑ парать. Ҫак ӗҫе хутшӑннипе эпир тӳр кӑмӑллӑ ҫынсене пирӗн ҫӳлти Аттемӗрпе ҫывӑхланма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫине тӑма пулӑшатпӑр. Ҫак ӗҫрен кирлӗреххи урӑх мӗн те пулин пулма пултарать-и? Унсӑр пуҫне тата Иеговӑпа унӑн Сӑмахӗ ҫинчен каласа тӑнипе эсӗ хӑвӑн ӗненӗве те, Турра юратассине те ҫирӗплетсе пыратӑн. Иегова эсӗ тӑрӑшса вӑй хунине питӗ хаклать (Еврейсем 6:10). Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни сана Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшать. (1 Коринф 15:58 вуласа парӑр.)

17. Мӗншӗн христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ — вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ?

17 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе ҫӳресси вӑл вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ пулнине яланах асра тытмалла. Мӗншӗн паян ҫак ӗҫе вӑраха яма кирлӗ мар? Турӑ Сӑмахӗ ҫапла хуравлать: «Туррӑн аслӑ кунӗ ҫывӑхрах ӗнтӗ, ҫывӑхрах, питӗ васкаса килет» (Софония 1:14). Чӑнах та, Иегова ҫак усал тӗнчене пӗтерес вӑхӑт питӗ хӑвӑрт ҫывхарса килет. Ҫынсене ҫакӑн пирки асӑрхаттармалла! Халӗ вӗсен Иеговӑна хӑйсен чи Аслӑ Пуҫлӑхӗ тесе суйласа илмелли вӑхӑт ҫитнине пӗлмелле. Ҫак усал тӗнче пӗтесси «пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть», урӑхла каласан, кая юлмасть (Аввакум 2:3).

18. Мӗншӗн пирӗн чӑн христиансемпе пӗрле пухӑнса Иеговӑна мухтаса тӑмалла?

18 Пирӗн чӑн христиансемпе пӗрле пухӑнса Турра мухтаса тӑмалла, мӗншӗн тесен Иегова хӑй ҫакна тума чӗнсе калать. Унӑн Сӑмахӗнче каланӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. Хӑш-хӑш ҫынсенӗн йӑлине кура, пирӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма пӑрахас мар; сут кунӗ ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ ӳкӗтлесе пурӑнар» (Еврейсем 10:24, 25). Христиансен пухӑвӗсене ҫӳрени хамӑр юратнӑ Туррӑмӑра мухтаса пурӑнма тата унӑн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑма пире лайӑх май парать. Ҫав тӗлпулусенче эпир пӗр-пӗрне пулӑшма тата хавхалантарма пултаратпӑр.

19. Пухура христиансем хушшинчи юратупа туслӑха ҫирӗплетес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

19 Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе калаҫатпӑр, хутшӑнатпӑр пулсан, вара эпир пухура христиансем хушшинчи юратупа туслӑха ҫирӗплететпӗр. Ыттисенче лайӑххине курма тӑрӑшни питӗ кирлӗ, вӗт Иегова та пирӗнте лайӑххине кӑна курать. Ыттисем пурне те пӗр кӑлтӑксӑр, пӗр ҫитменлӗхсӗр тӑвасса ан кӗт. Ҫакна асра тыт: пурте Турӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑха аталантарас тесе вӑй хураҫҫӗ, анчах та вӗсен ҫитӗнӗвӗсем пӗр шайра мар. Эпир те яланах йӑнӑшсем тӑватпӑр, ҫакӑн ҫинчен те манмалла мар. (Колоссӑ 3:13 вуласа парӑр.) Камсем Иеговӑна чун-чӗререн юратаҫҫӗ, ҫавсемпе туслӑ пулни сана та Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ. Ҫапла, Турра ӗненекенсемпе килӗштерсе пурӑнни тата вӗсемпе пӗрле сӑваплӑ ӗҫе туса тӑни сана Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшӗ. Шанчӑклӑ тата унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлакан ҫынсене Иегова мӗн парнелӗ-ши?

«ЧӐН-ЧӐН ПУРНӐҪА» КӖМЕ ТӐРӐШ

20, 21. «Чӑн-чӑн пурнӑҫ» — мӗн вӑл тата мӗншӗн ун пирки чаплӑ шанчӑк теме пулать?

20 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пурнӑҫ парнелӗ. Анчах эпир паян пурӑнмастпӑр-и мӗн? Нумайӑшӗ пурӑнатпӑр тесе калӗҫ, вӗт эпир сывлатпӑр, ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр. Паллах, эпир пурӑнатпӑр. Телейлӗ самантра эпир: «Вӑт ку чӑн-чӑн пурнӑҫ!» — теме те пултаратпӑр. Анчах та паян ҫынсем пурӑнса ирттерекен пурнӑҫа чӑн-чӑн пурнӑҫ теме ҫук тесе калать Библи.

Иегова сана «чӑн-чӑн пурнӑҫпа» пурӑнтарасшӑн. Ҫав пурнӑҫа илмешкӗн тӑрӑшатӑн-и эсӗ?

21 Библи пире «чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытмалла» тесе чӗнсе калать (1 Тимофей 6:19, ҪТ). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, эпир «чӑн-чӑн пурнӑҫа» пуласлӑхра кӑна илме пултаратпӑр. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илсен, эпир ҫӗр ҫинчи райра чирлемесӗр тата ватӑлмасӑр пурӑнӑпӑр. Эпир мирлӗ те телейлӗ пулӑпӑр. Ҫавӑн чухне кӑна эпир «чӑн-чӑн пурнӑҫпа», Турӑ чи малтанах шухӑшласа хунӑ пурнӑҫпа, савӑнӑпӑр — ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа (1 Тимофей 6:12). Калама ҫук чаплӑ шанчӑк!

22. «Чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытмалла» тени мӗне пӗлтерет?

22 «Чӑн-чӑн пурнӑҫа ҫирӗп ярса тытмалла» тени мӗне пӗлтерет? Ҫак сӑмахсене калас умӗн Павел христиансене «ырӑлӑх туса» пурӑнма, «ырӑ ӗҫсем нумай» тума чӗнсе каланӑ (1 Тимофей 6:18). Эппин, Библирен мӗн вӗреннӗ, ҫавсене пурнӑҫра мӗнле тытса пынинчен нумай килет. Анчах та ырӑ ӗҫсем тунипе «чӑн-чӑн пурнӑҫа» ӗҫлесе илме пултаратпӑр тесе каласшӑн пулнӑ-и Павел? Ҫук, мӗншӗн тесен ҫав телейлӗ пуласлӑха эпир Туррӑн ырӑлӑхне пула илме пултаратпӑр (Рим 5:15). Анчах та Иегова хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑракансене ҫав парнене пама питӗ хавас. Вӑл сана «чӑн-чӑн пурнӑҫпа» пурӑнтарасшӑн. Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлакансене пурне те телейлӗ, мирлӗ, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кӗтсе тӑрать.

23. Мӗншӗн Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлмалла?

23 Кашнийӗн хӑйне ыйту памалла: эпӗ Библи вӗрентнӗ пек Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма тата ӑна юраса пурӑнма тӑрӑшатӑп-и? Хамӑра кашни кун тӗрӗсленӗ май ҫав ыйту ҫине «ҫапла» тесе хуравларӑмӑр пулсан, эппин, эпир тӗрӗс ҫулпа пыратпӑр. Иегова пирӗн хӳтлӗх пулни пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ҫак канӑҫсӑр вӑхӑтра, усал тӗнчен юлашки кунӗсенче, сыхласа хӑварӗ. Иегова пире ҫӗнӗ тӗнчере те пурӑнма парӗ, вӗт ҫав тӗнче ҫитесси питӗ ҫывӑх. Ҫав пулас вӑхӑта курма май пурри мӗн тери савӑнтарать! Ун чухне вара эпир хӑй вӑхӑтӗнче тӗрӗссине суйласа илнӗшӗн питӗ хавас пулӑпӑр! Эсӗ паянах Турра шанчӑклӑ ӗҫлесе пурӑнатӑн пулсан тата Туррӑн юратӑвӗнче тӑратӑн пулсан, эсӗ «чӑн-чӑн пурнӑҫа», Турӑ малтанах тума шухӑшласа хунӑ пурнӑҫа илӗн — ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пурӑнӑн!