Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХЫҪСӐМАХ

Туррӑн ячӗн пӗлтерӗшӗ тата унпа усӑ курасси

Туррӑн ячӗн пӗлтерӗшӗ тата унпа усӑ курасси

ЭСӖ вулакан Библире Псалом 82:19-мӗш сӑвӑ йӗркине мӗнле куҫарнӑ? «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библире ҫак сӑвӑ йӗркине ҫапла куҫарнӑ: «Эсӗ, Иегова ятлӑскер, пӗр эсӗ анчах пӗтӗм ҫӗрпе Ҫӳлти Турӑ пулнине ҫынсем пӗлсе тӑччӑр». Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче те ҫакӑн пекех куҫарнӑ. Анчах нумай Библи куҫарӑвӗсенче Иегова текен ят тӗл пулмасть, мӗншӗн тесен ӑна «Ҫӳлхуҫа» е «Турӑ» текен титулсемпе улӑштарнӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркинче мӗн тӑмалла? Титул-и е Туррӑн ячӗ?

Туррӑн ятне еврей алфавитӗнчи саспаллисемпе ҫырса хуни

Ҫак сӑвӑ йӗркинче ят ҫинчен каланӑ. Библин кӗнекисенчен нумайӑшне чи малтан еврей чӗлхипе ҫырнӑ, ҫавӑнпа та ҫак сӑвӑ йӗркинче пӗртен-пӗр хӑйне евӗрлӗ ят тӑрать. Ҫак ята еврей чӗлхинчи тӑватӑ саспаллипе יהוה (ЙХВХ) ҫырнӑ. Чӑвашла ҫак ят Иегова тесе куҫарӑнать. Ҫак ят Библире пӗр сӑвӑ йӗркинче кӑна тӗл пулать-и? Ҫук. Еврей Ҫырӑвӗсен чи малтанхи текстӗнче ҫак ят 7 000 яхӑн тӗл пулать!

Туррӑн ячӗ чӑннипех кирлӗ-ши? Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлӗ тума вӗрентнӗ чухне тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗн малтанхи сӑмахӗсене пӑхса тухар. Вӑл каланӑ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Матфей 9:6). Каярахпа Турра кӗлӗ тунӑ чухне Иисус каланӑ: «Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» Пӗлӗтрен Турӑ хуравласа каланӑ: «Кӑлартӑм, татах кӑларӑп» (Иоанн 12:28). Чӑнах та Турӑ ячӗ ҫав тери кирлӗ. Апла пулсан, мӗншӗн Библие куҫаракансенчен хӑш-пӗрисем Туррӑн ятне титулсемпе улӑштарнӑ?

Икӗ тӗп сӑлтав пур. Пӗрремӗшӗ вӑл — нумайӑшӗ ҫак ятпа усӑ курмалла мар теҫҫӗ, мӗншӗн тесен паян никам та ҫак ята тӗрӗс мӗнле каламаллине пӗлмест. Авалхи еврейсен алфавитӗнче уҫӑ саспаллисем пулман. Ҫавӑнпа та авалхи вӑхӑтра ЙХВХ-на тӗрӗс мӗнле каланине паян никам та пӗлмест. Анчах ҫакӑ пире Турӑ ячӗпе усӑ курма чарса тӑмалла-и? Авалхи вӑхӑтра Иисус текен ята «Иешуа» е, тен, «Иехошуа» тесе чӗннӗ пулӗ, анчах ҫакна никам та тӗп-тӗрӗс калама пултараймасть. Хальхи вӑхӑтра та пӗтӗм тӗнчипе ҫынсем Иисус текен ята тӗрлӗ майлӑ — хӑйсен тӑван чӗлхипе мӗнле йышӑннӑ, ҫавӑн пек — калаҫҫӗ. Ҫак ята пӗрремӗш ӗмӗрте мӗнле каланине пӗлмеҫҫӗ пулин те, вӗсем Иисус ячӗпе пӗр иккӗленмесӗр усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эсӗ урӑх ҫӗршыва каяс пулсассӑн ют чӗлхепе санӑн яту пачах урӑхла илтӗннине курӑн. Ҫавӑнпа та ӗлӗкхи вӑхӑтра Турӑ ятне тӗп-тӗрӗс мӗнле каланине пӗлместпӗр пулин те, ҫакӑ унпа усӑ курмалла маррине пӗлтермест.

Туррӑн ятне Библирен кӑларса пӑрахнине ӑнлантарса паракан иккӗмӗш сӑлтав — мӗн авалтанпа пыракан еврейсен йӑли. Еврейсем ӗненнӗ тӑрӑх, Туррӑн ятне нихӑҫан та каламалла пулман. Анчах ҫакӑн пек ӗненни Библири закона тӗрӗс мар ӑнланнинчен пуҫланса кайни курӑнать, ҫав законра ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, ятне вырӑнсӑр ан асӑн, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне вырӑнсӑр асӑнакана хасасӑр хӑвармӗ» (Тухни 20:7).

Ҫак закон Туррӑн ячӗпе тӗрӗс мар усӑ курасран чарса тӑрать. Анчах та закон ҫак ята хисеплесе усӑ курма чарса тӑрать-и? Пӗртте чарса тӑмасть. Еврей Ҫырӑвӗсене (Авалхи Халала) ҫыракансем пурте авалхи Израиль халӑхне Турӑ панӑ Закон тӑрӑх пурӑнакан шанчӑклӑ ҫынсем пулнӑ. Вӗсем пурте Туррӑн ячӗпе час-часах усӑ курнӑ. Сӑмахран, ҫак ят псаломсенче нумай хутчен тӗл пулать, ҫак псаломсене Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне хорпа юрланӑ. Иегова Турӑ хӑйӗн халӑхне Хӑйне ятран чӗнме те хушнӑ, ҫав шанчӑклӑ ҫынсем вара ҫакна туса тӑнӑ (Иоиль 2:32; Апостолсен ӗҫӗсем 2:21). Хальхи вӑхӑтра та чӑн христиансем, Иисус пекех, Турӑ ятне хисеплесе усӑ курма хӑрамаҫҫӗ (Иоанн 17:26).

Туррӑн ятне титулсемпе улӑштарнипе Библие куҫаракансем питӗ пысӑк йӑнӑш тӑваҫҫӗ. Ҫакна тунипе вӗсем Турра аякри пек, сӑн-сӑпатсӑр пек тӑваҫҫӗ, анчах Библи ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма хавхалантарать (Иаков 4:8). Хӑвӑн чи ҫывӑх тусу ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Эсӗ унӑн ятне пӗлмен пулсан, вӑл санӑн ҫывӑх тусу пулма пултарӗччӗ-ши? Ҫавӑн пекех ҫынсем те Туррӑн ятне пӗлмеҫҫӗ пулсан, мӗнле-ха вӗсем унпа ҫывӑх туссем пулма пултарӗҫ? Унсӑр пуҫне тата, ҫынсем Туррӑн ячӗпе усӑ курмаҫҫӗ пулсан, вӗсем ҫак ятӑн пӗлтерӗшӗ мӗн тери тарӑн пулнине те ӑнланмаҫҫӗ. Ҫак ят мӗне пӗлтерет-ши?

Турӑ хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшне Моисее, хӑйӗн шанчӑклӑ пророкне, ӑнлантарса панӑ. Моисей Турӑ ячӗ ҫинчен ыйтсан, Иегова хуравласа каланӑ: «Эпӗ кам пулас тетӗп, ҫавӑ пулатӑп» (Тухни 3:14, ҪТ). Ротергам куҫарӑвӗнче ҫак сӑвӑ йӗркине ҫапла куҫарнӑ: «Кам пулас килет, Эпӗ ҫавӑ пулса тӑрӑп». Эппин, Иегова хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫламашкӑн кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑма пултарать тата вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама хӑй пултарнисен кам е мӗн пулса тӑмалла, вӗсене ҫавӑ пулса тӑма парать.

Эсӗ кам пулас тетӗн, ҫавӑ пулса тӑма пултаратӑн тейӗпӗр. Вара эсӗ хӑвӑн тусусемшӗн мӗн тунӑ пулӑттӑнччӗ-ши? Вӗсенчен пӗри чирлесе ӳкрӗ пулсан, эсӗ лайӑх тухтӑр пулса тӑрӑттӑн та ӑна сыватнӑ пулӑттӑн. Тепри нимсӗр тӑрса юлчӗ пулсан, эсӗ ӑна мӗн кирлипе тивӗҫтерекен пулӑттӑнччӗ. Тӗрӗссипе каласан, эсӗ пурне те тума пултараймастӑн, тепӗр тесен, эпир пурте ҫавӑн пекех. Библи вӗреннӗҫемӗн Иегова хӑй сӑмах панине пурнӑҫламашкӑн кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑнине пӗлни сана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерӗ. Вӑл хӑйне юратакансене ырӑ тумашкӑн хӑйӗн вӑйне кӑтартма хатӗр (2 Ҫулсеренхи 16:9). Ҫавӑнпа та Турӑ ятне пӗлмен ҫынсем Иегова мӗнле Турӑ пулнине те пӗлмеҫҫӗ.

Чӑнах та, Туррӑн ячӗ Библире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнмалла. Ҫак ятӑн пӗлтерӗшне пӗлсе пыни тата Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫак ятпа усӑ курни пире ҫӳлти Аттемӗрпе, Иеговӑпа, ҫывӑхланма питӗ пулӑшать *.

^ Туррӑн ячӗ ҫинчен, ҫак ятӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен тата мӗншӗн унӑн ячӗпе усӑ курмалли ҫинчен Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Божье имя пребудет вовеки» ятлӑ брошюрӑран ытларах пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех «Слово Бога в картах и схемах» брошюрӑри 1-мӗш пайне пӑхӑр.