11-МӖШ УРОК
Хавхалануллӑн калаҫ
Рим 12:11
ТӖЛЛЕВ. Ҫынсен чӗрине пырса тивес тесе тата пӗр-пӗр ӗҫе тума хавхалантарас тесе ҫӗкленӳллӗн калаҫ.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
-
Сӑмахусем чӗререн тухчӑр. Хатӗрленнӗ чухне ҫак материал мӗншӗн питӗ кирлӗ пулни ҫинчен шухӑшла. Ирӗклӗн калаҫас тесен тата сӑмахсем чӗререн тухчӑр тесен темӑна питӗ лайӑх пӗлмелле.
-
Итлекенсем ҫинчен шутла. Хӑв вулас е ӑнлантарса парас материал хӑш енчен усӑ пама пултарни ҫинчен шухӑшла. Итлекенсене ҫак информаци питӗ кирлӗ пулнине курма пулӑшас тесе ӑна мӗнле каласа памалли пирки шутласа хур.
-
Ҫӗкленӳллӗн калаҫ. Ыттисене сана итлеме интереслӗ пултӑр тесе хавхалануллӑн калаҫ. Хӑв мӗн туйнине кӑтартас тесе пит-куҫпа алла яланхи пекех вылят.