Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ УРОК

Мӗнле усӑ панине кӑтарт

Мӗнле усӑ панине кӑтарт

Исаия 48:17

ТӖЛЛЕВ. Итлекенсене тема вӗсен пурнӑҫӗпе мӗнле ҫыхӑннине кӑтарт, хӑйсем мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантар.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Итлекенсем ҫинчен шухӑшла. Мӗншӗн вӗсен ҫак информацие пӗлмелли ҫинчен тата докладри хӑш шухӑшсем вӗсемшӗн уйрӑмах усӑллӑ пуласси ҫинчен шухӑшла.

  • Эсӗ каланӑ шухӑшсем хӑш енчен усӑллӑ пулнине кӑтартса тӑр. Сӑмах пуҫарсанах сана итлекенсенчен кашнийӗ: «Ку шӑпах ман валли!» — тесе шутласа илтӗр. Тӗп шухӑша каланӑ хыҫҫӑн кашнинчех унпа пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине кӑтарт. Кирлине ҫеҫ кала. Тӗслӗхрен, сана итлекенсен ачасем ҫук пулсан, ачасен мӗнле пӗлӳ илмелли пирки калани вырӑнлӑ пулмӗ. Итлекенсем тӳрех усӑ илме пултарччӑр тесе тӑрӑш.