Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ УРОК

Тӗп шухӑшсене палӑрт

Тӗп шухӑшсене палӑрт

Еврейсем 8:1

ТӖЛЛЕВ. Шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса пынине курма пулӑш тата тӗп шухӑшсем докладӑн тӗллевӗпе тата темипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтарт.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Тӗллеве палӑртса хур. Доклада хатӗрленӗ чухне унӑн тӗллевӗ ҫинчен шухӑшла. Тӗслӗхрен, хӑвӑнтан ҫапла ыйтма пултаратӑн: «Итлекенсене мӗн те пулин каласа памалла-и, мӗне те пулин ӗнентермелле-и е пӗр-пӗр ӗҫе тума хавхалантармалла-и?» Кашни тӗп шухӑш докладӑн тӗллевне пурнӑҫлама пулӑшнипе пулӑшманнине тӗрӗсле.

  • Тема ҫине тимлеттерсех тӑр. Темӑна аса илтерес тесе тӗп сӑмахсене е вӗсен синонимӗсене каласах тӑр.

  • Тӗп шухӑшсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр, ахаль сӑмахсемпе усӑ кур. Пӗр-пӗр шухӑш темӑпа ҫыхӑнмасть пулсан е шухӑша уҫса пама ӗлкӗрейместӗн пулсан, ӑна тӗп шухӑш ан ту. Тӗп шухӑшсем нумай пулмалла мар. Вӗсене кашнине уҫҫӑн палӑрт. Пӗр тӗп шухӑшран тепри ҫине майӗпен куҫ, куҫиччен чарӑнса тӑр.