Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ УРОК

Хавхалантар

Хавхалантар

Иов 16:5

ТӖЛЛЕВ. Йывӑрлӑхсем ҫинчен мар, вӗсене мӗнле татса памалли ҫинчен ытларах калаҫ. Санӑн сӑмахусем тӑвансене тӗреклетчӗр.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Итлекенсем пирки япӑх ан шутла. Пухури тӑвансем Иеговӑна юратни пирки ан иккӗлен. Канаш панӑ чухне те итлекенсене май пур чухне яланах мухта, ҫавна чун-чӗререн ту.

  • Япӑххи ҫинчен сахалтарах калаҫ. Япӑххи ҫинчен каласса та ҫакӑ мӗнле те пулин усӑ парать пулсан ҫеҫ кала. Пӗтӗмӗшле илсен санӑн доклад лайӑх шухӑш-туйӑмсем вӑратмалла.

  • Библипе усӑ курса хавхалантар. Итлекенсене Иегова пирӗн валли малтан мӗн-мӗн туни ҫине, халӗ мӗн туса тӑни ҫине тата пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫине тимлеттер. Вӗсене ҫирӗплет тата лайӑххине шанма пулӑш.