Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ УРОК

Итлекенсемшӗн усӑллӑ шухӑшсем кала

Итлекенсемшӗн усӑллӑ шухӑшсем кала

1 Коринф 9:19—23

ТӖЛЛЕВ. Итлекенсене шухӑшлама хавхалантар. Сана итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен: «Паян питӗ кирлӗ япалана ӑнлантӑм»,— текен шухӑш ҫуралтӑр.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Итлекенсем тема пирки мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшла. Вӗсем пӗлекен информацие каласа парас вырӑнне тема ҫине ҫӗнӗлле пӑхма пулӑш.

  • Тӗпче тата шухӑшла. Тӗп шухӑшсене уҫса парас тесе ыттисем пӗлсех кайман фактсене тата юлашки вӑхӑтра пулса иртнӗ событисене илсе пар. Материал ҫинчен тӗплӗн шухӑшла та ӑна хӑв суйласа илнӗ фактсемпе мӗнле ҫыхӑнтармалли ҫинчен шутла.

  • Хӑв мӗн калани мӗнле усӑ пама пултарнине кӑтарт. Библири шухӑшсем кулленхи пурнӑҫра мӗнле усӑ панине ӑнлантарса пар. Итлекенсене пырса тивекен йывӑрлӑхсемпе лару-тӑрусене сӳтсе яв.