Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ УРОК

Калаҫу чӗлхи

Калаҫу чӗлхи

2 Коринф 2:17

ТӖЛЛЕВ. Яланхи пекех калаҫ, вара сана итлекенсем эсӗ чӗререн каланине, вӗсемшӗн тӑрӑшнине тата эсӗ мӗн калани питӗ кирлӗ пулнине курӗҫ.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Тӗплӗн хатӗрлен тата кӗлту. Ыттисем хӑв пирки мӗн шутлӗҫ-ши тесе ан пӑшӑрхан, хӑв мӗн калас тени ҫинчен шухӑшла. Ҫавна тума Иеговӑран пулӑшу ыйт. Мӗнле тӗп шухӑшсене каламаллине лайӑх астуса юл. Пичетленӗ текста пӑхмасӑр калама ан вӗрен, хӑвӑн сӑмахсемпе кала.

  • Чӗререн кала. Хӑв мӗн калас тенине ҫынсен мӗншӗн пӗлмелли ҫинчен шухӑшла. Вара эсӗ мӗнле тӑни, алпа пит-куҫа мӗнле вылятни яланхи пек пулӗ тата эсӗ ӑшшӑн калаҫма пултарӑн.

  • Куҫран пӑх. Хӑвна итлекенсем ҫине пӑх. Доклад каланӑ чухне аяккалла е унталла-кунталла пӑхас вырӑнне малтан пӗри ҫине, кайран тепри ҫине пӑхса ил.