Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ УРОК

Юлашкинчен лайӑх пӗтӗмлетӳ ту

Юлашкинчен лайӑх пӗтӗмлетӳ ту

Екклесиаст 12:13, 14

ТӖЛЛЕВ. Санӑн юлашки сӑмахсем итлекенсене докладран мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантарччӑр.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Доклад вӗҫӗнчи сӑмахсене темӑпа ҫыхӑнтар. Итлекенсене темӑна аса илтер те тӗп шухӑшсене тепӗр хут кала.

  • Мӗн пӗлнине тытса тӑма хавхалантар. Итлекенсене мӗн тумаллине тата мӗншӗн ҫапла тумаллине ӑнлантарса пар. Чун-чӗререн тата ӗнентерӳллӗн калаҫ.

  • Кӗскен пӗтӗмлетсе кала. Ҫӗнӗ шухӑшсем ан кала. Нумай сӑмах каламасӑр мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантар.