Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ УРОК

Сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пар

Сӑвӑ йӗркисене ӑнлантарса пар

Иоанн 10:33—36

ТӖЛЛЕВ. Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа парсан тӳрех тепӗр шухӑш ҫине ан куҫ. Сӑвӑ йӗркисем эс калакан тӗп шухӑшсемпе мӗнле ҫыхӑннине уҫҫӑн кӑтарт.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Тӗп сӑмахсене палӑрт. Сӑвӑ йӗркисене вуласа парсан тӗп шухӑшпа ҫыхӑнса тӑракан сӑмахсене палӑрт. Ҫакна ҫав сӑмахсене тепӗр хут каласа е вӗсене шыраса тупма пулӑшакан ыйту парса тума пулать.

  • Тӗп шухӑша палӑрт. Сӑвӑ йӗркине вуласа парас умӗн ӑна мӗншӗн вуласа парасшӑн пулнине ӑнлантарса патӑн пулсан, ҫак сӑвӑ йӗркинчи тӗп сӑмахсем хӑв унччен каланӑ сӑмахсемпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтарт.

  • Уҫӑмлӑн ӑнлантарса пар. Тӗп шухӑшпа ҫыхӑнман кирлӗ мар вак-тӗвексем ҫине ан тимлеттер. Сӑвӑ йӗркине мӗн таран ӑнлантарса памалли пирки шутланӑ чухне итлекенсем тема ҫинчен мӗн пӗлнине шута ил.