Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ УРОК

Кӑтартса вӗрентмелли пособисем

Кӑтартса вӗрентмелли пособисем

Пултарни 15:5

ТӖЛЛЕВ. Итлекенсене тӗп шухӑшсене астуса юлма пулӑшас тесе кӑтартса вӗрентмелли пособисемпе усӑ кур.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Материала ӑнланма пулӑшакан пособисемпе усӑ кур. Ӳкерчӗксемпе, диаграммӑсемпе, карттӑсемпе, вӑхӑт шкалисемпе тата ытти пособисемпе усӑ курас тетӗн пулсан, тӗп шухӑшсене палӑртас тесе ҫеҫ усӑ кур. Итлекенсем кӑтарту пособийӗсене кӑна мар, хӑв каланӑ шухӑшсене те астуса юлччӑр.

  • Кӑтартса вӗрентмелли пособисем пурне те курӑнмалла пулччӑр.