Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 2-мӗш урок

Мӗншӗн эпир Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ?

Мӗншӗн эпир Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ?

Ной

Авраампа Сарра

Моисей

Иисус Христос

Нумайӑшӗ Иегова Свидетелӗсем темӗнле ҫӗнӗ тӗн ячӗ тесе шутлать. Анчах та 2 700 ҫул ытла каяллах пӗртен-пӗр чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсем пирки «кӳнтеленсем», урӑхла каласан, свидетельсем, тенӗ (Исаия 43:10—12). Пире 1931-мӗш ҫулччен Библие Тӗпчекенсем пек пӗлнӗ. Мӗншӗн-ха эпир Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ?

Ҫакӑ пирӗн Турӑ кам пулнине уҫҫӑн кӑтартать. Авалхи алҫырусем тӑрӑх, Туррӑн ячӗ Иегова Библире темиҫе пин хут тӗл пулать. Нумай куҫарура ҫак ята Ҫӳлхуҫа тата Турӑ титулсемпе улӑштарнӑ. Анчах та пирвайхи алҫырусене пӑхсан, чӑн Турӑ Моисее хӑй Иегова ятлӑ пулнине уҫса панӑ. Вӑл каланӑ: «Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм» (Тухни 3:15). Ҫапла вӑл хӑйне мӗнпур суя турӑсенчен уйӑрнӑ. Эпир Туррӑн сӑваплӑ ячӗпе ҫӳренӗшӗн мухтанатпӑр.

Ҫакӑ эпир мӗнле ӗҫ туса тӑнине кӑтартать. Ӗлӗк-авал Туррӑн питӗ нумай ӗҫлекенӗ, тӳрӗ Авельтен пуҫласа, хӑйсем Иеговӑна ӗненни ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ. Ӗмӗрсем тӑршшӗпе Ной, Авраам, Сарра, Моисей, Давид тата ытти Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӳнтеленсен пӗлӗчӗ пулнӑ (Еврейсем 11:4—12:1). Свидетель судра айӑпсӑр ҫынна хӳтӗленӗ пекех, эпир те ыттисене хамӑрӑн Турӑ ҫинчен чӑннине хӑюллӑн калатпӑр.

Эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Библи ун ҫинчен «шанчӑклӑ та тӳрӗ Кӳнтелен [«Свидетель», ҪТ]» тет (Ӳлӗмхине 3:14). Вӑл ҫынсене Туррӑн ятне пӗлтернӗ тата ҫӗр ҫине Ашшӗ ҫинчен чӑнлӑха калама килнӗ (Иоанн 17:26; 18:37). Ҫавӑнпа Христос хыҫҫӑн пыракансен Иеговӑн ячӗпе ҫӳремелле тата ҫак ята ыттисене пӗлтермелле. Иегова Свидетелӗсем шӑпах ҫакна тума тӑрӑшаҫҫӗ.

  • Мӗншӗн Библи Тӗпчекенсем Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ?

  • Иеговӑн Свидетелӗсем ҫӗр ҫинче хӑҫантанпа пур?

  • Кама Иеговӑн чи аслӑ Свидетелӗ теме пулать?