23-мӗш урок
Пирӗн публикацисене мӗнле ҫыраҫҫӗ тата мӗнле куҫараҫҫӗ?
«Пур йӑха, пур ӑрӑва, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене» ырӑ хыпар пӗлтерес тесе эпир 700 яхӑн чӗлхепе литература кӑларатпӑр (Ӳлӗмхине 14:6). Ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫе эпир мӗнле туса тӑратпӑр? Ҫакна тума пире пӗтӗм тӗнчери нумай ҫыравҫӑ тата 3 300 ытла куҫаруҫӑ пулӑшса тӑрать, вӗсем пурте Иегова Свидетелӗсем.
Малтан текста акӑлчан чӗлхипе ҫыраҫҫӗ. Ҫыравҫӑсен отделӗ пӗтӗм тӗнчери тӗп управленире вырнаҫнӑ, вӗсен ӗҫне Ертсе пыракан совет асӑрхаса-пӑхса тӑрать. Ҫак отдел тӗп управленири тата филиалсенчи пур ҫыравҫӑн ӗҫне пӑхса тӑрать. Ҫыравҫӑсем тӗрлӗ ҫӗршывсенче пурӑннӑран пирӗн публикацисенче тӗрлӗ йышши ҫынсене интереслӗ пулма пултаракан темӑсене пӑхса тухаҫҫӗ.
Текста куҫаруҫӑсене ярса параҫҫӗ. Редакцилесе тухнӑ тата пичетлеме ирӗк панӑ материала компьютерсемпе усӑ курса пӗтӗм тӗнчери куҫаракансен ушкӑнӗсене ярса параҫҫӗ. Вӗсем текста куҫараҫҫӗ, куҫарнӑ материала акӑлчан тексчӗпе тӗрӗслеҫҫӗ те кирлӗ улшӑнусем кӗртеҫҫӗ. Вӗсем акӑлчан текстӗнчи шухӑша хӑйсен чӗлхипе тӗп-тӗрӗс пама пулӑшакан «чӑнлӑх сӑмахӗсене» тупма тӑрӑшаҫҫӗ (Екклесиаст 12:10).
Компьютерсем ӗҫе хӑвӑртлатаҫҫӗ. Компьютер ҫыруҫӑ ӗҫне те, куҫаруҫӑ ӗҫне те тӑваймасть. Анчах вӑл тӗрлӗ программӑсене, электронлӑ словарьсене тата энциклопедисене пула ӗҫе хӑвӑртлатма пулӑшать. Иегова Свидетелӗсем «Нумай чӗлхепе пичетлесе кӑлармалли электронлӑ система» (MEPS) шутласа кӑларнӑ, унпа усӑ курса текста ҫӗршер чӗлхепе ҫырма, ӳкерчӗксемпе ҫыхӑнтарма тата пичетлесе кӑлармашкӑн хатӗрлеме пулать.
Мӗншӗн эпир Библи тӑрӑх ҫырнӑ литературӑна темиҫе пин ҫын кӑна калаҫакан чӗлхесене те куҫарма нумай вӑй хуратпӑр? Мӗншӗн тесен Иегова «пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн» (1 Тимофей 2:3, 4).
Пирӗн публикацисене мӗнле ҫыраҫҫӗ?
Эпир хамӑрӑн публикацисене ҫакӑн пек нумай чӗлхене мӗншӗн куҫаратпӑр?