17-мӗш урок
Район надзирателӗсем пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче Варнавӑпа Павел ҫинчен час-часах ҫырнӑ. Ҫак арҫынсем район надзирателӗсем пулнӑ, вӗсем пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗсене пӗринчен теприне ҫӳренӗ. Мӗншӗн вӗсем ҫакна тунӑ? Вӗсем пухури тӑвансен ырӑлӑхӗшӗн чунтан тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче Павел Варнавӑна каланӑ: «Атя-ха... тӑванӑмӑрсем патне ҫитсе курар — вӗсем епле пурӑнаҫҫӗ-ши». Вӑл пӗрле ӗненекенсене тӗреклетес тесе ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм кайма хатӗр пулнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:36). Пирӗн вӑхӑтри район надзирателӗсен те ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑлах.
Вӗсем пире хавхалантарма килеҫҫӗ. Район надзирателӗсенчен кашнийӗ ҫулталӑкра 20-е яхӑн пухупа (пӗр район) икӗ хут тӗл пулать, кашнийӗпе пӗр эрне ирттерет. Ҫак опытлӑ тӑвансемпе вӗсен арӑмӗсенчен эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Вӗсем пухура пуринпе те паллашма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫав шутра ачасемпе те, ватӑ тӑвансемпе те. Вӗсем хаваспах пирӗнпе пӗрле килтен киле ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата Библи вӗренӗвӗсем ирттерме пыраҫҫӗ. Район надзирателӗсем старейшинӑсемпе пӗрле тӑвансене хавхалантарма вӗсем патне килне каяҫҫӗ, ҫавӑн пекех пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата конгрессенче пире хавхалантаракан, ҫирӗплетекен докладсем тӑваҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:35).
Вӗсем пухури кашни ҫынпа интересленеҫҫӗ. Район надзирателӗсен тӗллевӗ — пухусене Иеговӑпа ҫирӗп хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшасси. Вӗсем пухӑвӑн ҫитӗнӗвӗсене сӳтсе явма тата арҫын тӑвансене хӑйсен тивӗҫӗсене туса тӑма пулӑшакан канашсем пама старейшинӑсемпе тата пулӑшакан ӗҫченсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем пионерсене сӑваплӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑн туса тӑма пулӑшаҫҫӗ, ҫавӑн пекех пухӑва нумаях пулмасть ҫӳреме пуҫланисемпе паллашаҫҫӗ тата вӗсем чӑнлӑхра мӗнле ҫитӗнӳсем тунипе интересленеҫҫӗ. Ҫак тӑвансем пире ырӑ тӑвас тесе хӑйсен вӑйӗпе вӑхӑтне шеллемеҫҫӗ (2 Коринф 8:23). Пирӗн вӗсем пек ӗненме тата Турра чунтан парӑнса пурӑнма тӑрӑшмалла (Еврейсем 13:7).
Район надзирателӗсем пухусене мӗнле тӗллевпе килеҫҫӗ?
Вӗсем килсе кайни сире мӗнле усӑ пама пултарать?