Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн ҫемйи Иерусалима каять

Иисусӑн ҫемйи Иерусалима каять

ЛУКА 2:40—52

  • ВУНИКӖ ҪУЛХИ ИИСУС ВӖРЕНТЕКЕНСЕНЕ ЫЙТУСЕМ ПАРАТЬ

  • ИИСУС ИЕГОВА ПИРКИ ХӐЙӖН АШШӖ ТЕТ

Ҫуркунне. Кашни ҫул ҫак вӑхӑтра Иосиф хӑйӗн ҫемйипе, хурӑнташӗсемпе тата тусӗсемпе ялан тенӗ пекех Иерусалима ҫӳрет. Вӗсем унта, Саккун хушнӑ пек, Пасха уявне паллӑ тӑваҫҫӗ (Саккуна астутарни 16:16). Назаретран Иерусалима ҫитмешкӗн 120 ҫухрӑма яхӑн утмалла. Ҫакӑ пуриншӗн те, ҫав шутрах Иисусшӑн та, савӑнӑҫлӑ та ҫула хатӗрленмелли вӑхӑт. Иисус — халӗ вӑл 12 ҫулта — уявра тата храм патӗнче пулмалли мая калама ҫук хытӑ кӗтет.

Иисуспа унӑн ҫемйишӗн Пасха вӑл пӗр куна пыракан уяв ҫеҫ мар. Пасха хыҫҫӑн тепӗр кунне ҫичӗ куна пыракан Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ пуҫланать (Марк 14:1). Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗпе Пасхӑна пӗр уяв вырӑнне хураҫҫӗ. Назаретран Иерусалима ҫитме, унта пурӑнма, унтан вара каялла киле таврӑнма икӗ эрнене яхӑн вӑхӑт иртет. Анчах ку ҫулӗнче Иисуса пула унӑн ҫемйин ҫул ҫине нумайрах вӑхӑт каять. Иерусалимран таврӑннӑ чухне кӗтмен ҫӗртен пӗр ӗҫ пулса иртет.

Иосифпа Мария Иисус пирки вӑл ҫурҫӗрелле, Назарета, утакан хӑйсен хурӑнташӗсемпе тата тусӗсемпе пӗрле пырать пуль тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ҫӗр каҫма чарӑнса тӑрсан, Иисуса тупаймаҫҫӗ. Ӑна ҫула тухнӑ ытти ҫынсем хушшинче шырама пуҫлаҫҫӗ, анчах вӑл вӗсемпе мар. Арҫын ача ниҫта та ҫук! Вара Иосифпа Мария ӑна шыраса Иерусалима таврӑнаҫҫӗ.

Вӗсем ӑна кунӗпе шыраҫҫӗ, анчах тупаймаҫҫӗ. Ӑна вӗсем иккӗмӗш кунне те тупаймаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш кунне вара Иосифпа Мария хӑйсен ывӑлне храмра, унти нумай пӳлӗмсенчен пӗринче, тупаҫҫӗ. Вӗсем Иисус иудейсен вӗрентекенӗсем хушшинче ларнине кураҫҫӗ. Вӑл вӗсене итлесе ларать тата ыйтусем парать. Унӑн ӑсӗнчен, вӑл мӗнле ӑнлануллӑ пулнинчен, пурте тӗлӗнеҫҫӗ.

«Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? — ыйтать Мария.— Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр» (Лука 2:48, ҪХ).

Иисус вӗсем хӑйне ӑҫта шырама кирлине пӗлменшӗн тӗлӗнет. «Мана мӗн тума шырамаллаччӗ сирӗн? — ыйтать вӑл.— Манӑн Хамӑн Аттемӗн Ҫуртӗнче пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?» (Лука 2:49.)

Иосифпа тата Марийӑпа пӗрле Иисус киле, Назарета, таврӑнать те вӗсене итлесе пурӑнать. Вӑл ӑслӑланнӑҫемӗн ӑслӑланса, ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Ҫамрӑк чухнех вӑл Турӑ кӑмӑлне те, ҫынсен кӑмӑлне те каять. Иисус мӗн ачаранах Турӑпа ҫывӑхланас тӗлӗшрен кӑна мар, ашшӗ-амӑшне хисеплес тӗлӗшрен те чаплӑ тӗслӗх кӑтартать.