Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

70-МӖШ СЫПӐК

Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватать

Иисус суккӑр ҫуралнӑ ҫынна сыватать

ИОАНН 9:1—18

  • ЫЙТКАЛАСА ЛАРАКАН ҪЫННА, СУККӐР ҪУРАЛНӐСКЕРЕ, СЫВАТНИ

Халӗ шӑматкун. Иисус халӗ те Иерусалимра. Вӑл тата унӑн вӗренекенӗсем хулапа пынӑ чухне ыйткаласа ларакан ҫынна, суккӑр ҫуралнӑскере, кураҫҫӗ. Вӗренекенӗсем Иисусран ыйтаҫҫӗ: «Равви! Ҫак ҫын кама пула суккӑр ҫуралнӑ? Кам ҫылӑха кӗнӗ: хӑй е ашшӗ-амӑшӗ?» (Иоанн 9:2, ҪХ.)

Вӗренекенӗсем ҫыннӑн хӑй ҫураличченех пулнӑ чун — куҫа курӑнман чун — ҫуккине пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсем ҫын амӑшӗн варӗнче пулнӑ чухнех ҫылӑха кӗме пултарнине пӗлесшӗн пулмалла. Иисус хуравлать: «Вӑл хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ҫылӑха кӗмен, ун ҫинче Турӑ ӗҫӗ курӑнтӑр тесе ҫапла пулнӑ» (Иоанн 9:3). Эппин, ҫав ҫын хӑй е унӑн ашшӗпе амӑшӗ тунӑ пӗр-пӗр ҫылӑха пула мар суккӑр ҫуралнӑ. Адам ҫылӑха кӗнине пула ҫынсем пурте ҫитменлӗхсемпе ҫуралаҫҫӗ е вӗсен ӳт-пӳ кӑлтӑкӗсем пулаҫҫӗ, калӑпӑр, суккӑрлӑх. Анчах халӗ Иисусӑн — унччен вӑл ҫынсене сыватнӑ чухнехи пекех — ҫав ҫын ҫинче Туррӑн ӗҫӗсене кӑтартма май пур.

Иисус ҫав ӗҫсене вӑраха ямасӑр тумалла тесе палӑртать. «Кун ҫути пур чухне Манӑн Хама Яраканӑн ӗҫне тӑвас пулать,— калать вӑл.— Ҫӗрле пулсан никам та нимӗн те тӑваймасть. Тӗнчере чухне Эпӗ — тӗнче ҫути» (Иоанн 9:4, 5). Чӑнах та, кӗҫех вилӗм Иисуса тупӑкри тӗттӗмлӗхе кӗртсе ӳкерет, унта вӑл ним те тума пултараймӗ. Хальлӗхе вара вӑл, ҫав вӑхӑт ҫитиччен, тӗнчене пӗлӳ парса тӑрать.

Анчах Иисус ҫав ҫынна сыватӗ-ши? Сыватӗ пулсан, ҫавна вӑл мӗнле тӑвӗ? Иисус ҫӗре сурать те тӑпрана сурчӑкпа ҫӑрса хутӑштарать. Вӑл ҫав хутӑша суккӑр ҫыннӑн куҫӗсем ҫине хурать те калать: «Кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн» (Иоанн 9:7). Ҫын ҫавӑн пек тӑвать те куракан пулса тӑрать! Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче тавралӑха пӗрремӗш хут курни ӑна мӗн тери савӑнтарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха!

Кӳршисем тата ҫав суккӑр ҫынна пӗлекенсем тӗлӗнеҫҫӗ.

— Ку хайхи ыйткаласа ларакан ҫын мар-и? — ыйтаҫҫӗ вӗсем.

— Ҫавӑ,— теҫҫӗ хӑш-пӗрисем.

Теприсем ҫавӑн пекки пулма пултарнине ӗненмеҫҫӗ, ҫавӑнпа хирӗҫлеҫҫӗ:

— Ҫук-ҫук, вӑл сӑнӗпе кӑна ун евӗрлӗрех.

Ҫынни хӑй ҫапла калать:

— Эпӗ чӑнах та ҫавӑ (Иоанн 9:8, 9, ҪХ).

Вара вӗсем унран ыйтаҫҫӗ:

— Санӑн куҫу епле уҫӑлчӗ?

— Иисус теекен Ҫын пылчӑк туса ман куҫа сӗрчӗ те мана: «кай та Силоам шывӗнче ҫӑвӑн» терӗ. Эпӗ кайса ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм.

— Ӑҫта Вӑл? — ыйтаҫҫӗ вӗсем.

— Пӗлместӗп,— хуравлать ыйткаласа ларакан ҫын (Иоанн 9:10—12).

Ҫынсем ҫав арҫынна фарисейсем патне илсе каяҫҫӗ. Вӗсем те вӑл мӗнле майпа куракан пулнине пӗлесшӗн.

Сывалнӑ ҫын вӗсене калать:

— Куҫӑма Вӑл пылчӑкпа сӗрчӗ, унтан эпӗ ҫӑвӑнтӑм та куракан пултӑм.

Фарисейсен ҫав ыйткаласа ларакан ҫын сывалнӑшӑн савӑнмалла пек. Ун вырӑнне вӗсем Иисуса айӑплаҫҫӗ.

— Вӑл Ҫын Турӑран мар,— теҫҫӗ вӗсем,— мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест.

Теприсем хирӗҫлеҫҫӗ:

— Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр? (Иоанн

9:15, 16, ҪХ.)

Ҫапла вӗсен хушшинче тавлашу тухать.

— Вӑл санӑн куҫна уҫнӑ, Ун ҫинчен эсӗ мӗн калӑн? — ыйтаҫҫӗ вӗсем куракан пулнӑ ҫынран.

— Вӑл — пророк,— пӗр иккӗленмесӗр хуравлать вӑл (Иоанн 9:17).

Иудейсем ӑна ӗненесшӗн мар. Тен, вӗсем ҫав ҫынпа Иисус халӑха улталас тесе пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем ыйткаласа ларакан ҫын чӑнах суккӑр пулнине пӗлес тесе унӑн ашшӗпе амӑшне чӗнсе илме шутлаҫҫӗ.