Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

81-МӖШ СЫПӐК

Иисуспа Ашшӗ пӗр тенине мӗнле ӑнланмалла?

Иисуспа Ашшӗ пӗр тенине мӗнле ӑнланмалла?

ИОАНН 10:22—42

  • «ЭПӖ ТЕ, АТТЕМ ТЕ — ПӖР»

  • ИИСУС ХӐЙНЕ ЭСӖ ХӐВНА ТУРӐ ВЫРӐННЕ ХУРАТӐН ТЕСЕ АЙӐПЛАНИНЕ СИРСЕ ЯРАТЬ

Иисус Иерусалима Турӑ ҫуртне халалланине асӑнмалли уява (урӑхла каласан, Ха́нука) паллӑ тума килет. Ҫак уява храма тепӗр хут халалланӑ ятпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗр ҫул ытла каялла Сири патши, IV Антиох Эпифан, Туррӑн храмӗнчи аслӑ парне вырӑнӗ ҫине тепӗр парне вырӑнӗ туса лартнӑ. Каярахпа иудейсен пӗр священникӑн ывӑлӗсем Иерусалима каялла туртса илнӗ те храма тепӗр хут Иеговӑна халалланӑ. Ҫавӑнтанпа ҫакна кашни ҫул кислевӑн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Кислев уйӑхӗ вӑл ноябрь уйӑхӗн ҫурринчен пуҫласа декабрь уйӑхӗн ҫурриччен тӑсӑлать.

Халӗ хӗлле, сивӗ ҫанталӑк тӑракан вӑхӑт. Иисус храмра Соломон колоннадинче утса пырать. Ӑна иудейсем сырса илеҫҫӗ те ҫине тӑрсах унран ыйтаҫҫӗ: «Эсӗ пире хӑҫанччен пӗлтермесӗр тӑрӑн-ши? Эсӗ Христос пулсан тӳрех кала пире» (Иоанн 10:22—24). Иисус вӗсене хуравлать: «Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр». Иисус Самари хӗрарӑмне каланӑ пек, хӑй Христос пулнине вӗсене тӳррӗн каламан (Иоанн 4:25, 26). Ҫав-ҫавах вӑл: «Эпӗ — пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ»,— тенипе хӑй кам иккенне уҫса панӑ (Иоанн 8:58, ҪХ).

Иисус хӑй Христос пулнине ҫынсем хӑйсемех ӑнланса илччӗр тет. Ҫынсен ҫавна ӑнланса илес тесен Христос мӗнле ӗҫсем тӑвасси пирки малтанах мӗн каласа хунине Иисусӑн ӗҫӗсемпе танлаштарса пӑхмалла. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Иисус унччен хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй Мессия пулни ҫинчен никама та калама хушман. Анчах халӗ вара Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракан иудейсене татӑклӑн калать: «Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; эсир пӗрех ӗненместӗр» (Иоанн 10:25, 26).

Мӗншӗн вӗсем Иисус вӑл Христос пулнине ӗненмеҫҫӗ? Вӑл калать: «Эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн,— Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек,— эсир Ман сурӑхсем мар; Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть. Эпӗ те, Аттем те — пӗр» (Иоанн 10:26—30). Иисус халӗ ҫӗр ҫинче, унӑн Ашшӗ вара тӳпере, ҫавӑнпа та вӑл Ашшӗпе пӗр тенине тӳррӗн ӑнланмалла мар. Ун вырӑнне вӑл вӗсен пӗр тӗллев, вӗсем пур енчен те пӗр шухӑшлӑ тесе каласшӑн.

Иисусӑн сӑмахӗсем иудейсене питӗ ҫиллентерсе яраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ Иисуса хӑратса ӳкермест. «Эпӗ сире Хамӑн Аттем хӑвачӗпе нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм,— калать вӑл.— Вӗсенчен хӑшӗшӗн эсир Мана чулпа персе вӗлересшӗн?» Иудейсем ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Эпир Сана ырӑ ӗҫшӗн мар, Турра хурланӑшӑн тата... Хӑвна Турӑ вырӑнне хунӑшӑн чулпа персе вӗлересшӗн» (Иоанн 10:31—33). Иисус нихӑҫан та хӑйӗн пирки турӑ тесе каламан. Апла пулсан, мӗншӗн-ха ӑна ҫавӑн пек айӑплаҫҫӗ?

Иисус хӑй пирки манӑн хӑват пур тесе калать, анчах та иудейсем шутланӑ тӑрӑх, ун пекки Туррӑн кӑна пулма пултарать. Сӑмахран, «сурӑхсем» пирки вӑл: «Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп»,— тесе каланӑ (Иоанн 10:28). Ҫынсем вара ҫакна тума пултараймаҫҫӗ. Иудейсем Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен власть илни пирки пурне те илтмелле каланине шута илмеҫҫӗ.

Вӗсем ҫавӑн пек айӑплани тӗрӗс мар пулнине кӑтартас тесе Иисус ыйту парать: «Сирӗн саккунӑрта [Псалом 81:6-мӗшӗнче]: „Эпӗ: эсир — турӑсем, терӗм“ тесе ҫырман-и-ха? Турӑ сӑмахне итлекенсене Вӑл турӑсем тенӗ пулсан... епле-ха эсир Мана, Атте Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗн „Эсӗ Турра хурлатӑн“ тетӗр?» (Иоанн 10:34—36.)

Чӑнах та, Ҫырура ҫынсенчен суйласа лартнӑ тӳрӗ мар судьясене те «турӑсем» тенӗ. Апла пулсан, иудейсем Иисуса «Эпӗ — Турӑ Ывӑлӗ» тенӗшӗн мӗнле-ха айӑплама пултараҫҫӗ? Вӑл питӗ витӗмлӗ сӑлтав илсе парать: «Эпӗ Аттем ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, ан ӗненӗр Мана; Аттем ӗҫӗсене тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те ӗҫӗмсене ӗненӗр, вара Аттем Ман ӑшӑмрине [е Аттем манпа пӗрлӗхре пулнине], Эпӗ Аттем ӑшӗнчине [е эпӗ Аттемпе пӗрлӗхре пулнине] пӗлсе ӑнланса илӗр» (Иоанн 10:37, 38).

Ҫакӑн хыҫҫӑн иудейсем Иисуса ярса тытасшӑн пулаҫҫӗ, анчах вӑл ку хутӗнче те вӗсенчен хӑтӑлать. Вӑл Иерусалимран тухать те Иордан леш енне, Иоанн тӑватӑ ҫул каялла ҫынсене шыва кӗртме пуҫланӑ вырӑна, каять. Ҫав вырӑн Галилея тинӗсӗн кӑнтӑр енӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ пулмалла.

Иисус патне нумай ҫын пырать, вара вӗсем калаҫҫӗ: «Иоанн пӗр хӑват та тумарӗ, анчах та вӑл Ҫакӑн ҫинчен калани пӗтӗмпе чӑн пулчӗ» (Иоанн 10:41). Ҫавӑнпа нумайӑшӗ Иисуса ӗненме пуҫлать.