Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

68-МӖШ СЫПӐК

Турӑ Ывӑлӗ — «тӗнче ҫути»

Турӑ Ывӑлӗ — «тӗнче ҫути»

ИОАНН 8:12—36

  • ИИСУС ЫВӐЛ КАМ ИККЕННЕ ӐНЛАНТАРСА ПАРАТЬ

  • ИУДЕЙСЕМ ПИРКИ ЧУРАСЕМ ТЕНИНЕ МӖНЛЕ ӐНЛАНМАЛЛА?

Хӳшӗ уявӗн юлашки кунӗнче, ҫиччӗмӗш кунӗнче, Иисус храмра «укҫа арчи» теекен вырӑнта вӗрентет (Иоанн 8:20; Лука 21:1). Ҫав вырӑн хӗрарӑмсен картишӗнче вырнаҫнӑ пулмалла. Унта ҫынсем хӑйсем ирӗкӗпе илсе килнӗ укҫана яраҫҫӗ.

Уяв вӑхӑтӗнче каҫхине храмӑн ҫав пайне ятарлӑ майпа ҫутатса тӑраҫҫӗ. Унта тӑватӑ пысӑк ҫутаткӑҫ тӑрать. Кашни ҫутаткӑҫӑн ҫупа тултарнӑ тӑватӑ савӑт пур. Ҫутаткӑҫсем ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑран вӗсен ҫутине аякранах курма пулать. Халӗ Иисус хӑй мӗн калани ӑна итлекенсене ҫавна аса илтерет пулас:

— Эпӗ — тӗнче ҫути; Ман хыҫҫӑн пыракан сӗмлӗхре ҫӳремӗ, унӑн чӗрӗлӗх ҫути пулӗ (Иоанн 8:12).

Фарисейсем хирӗҫлеҫҫӗ:

— Эсӗ Ху ҫинчен Ху каласа пӗлтеретӗн, Эсӗ калани чӑн мар.

— Эпӗ Хам ҫинчен Хам каласа пӗлтеретӗп пулин те, Эпӗ калани чӑн, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Хам ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлетӗп; эсир Эпӗ ӑҫтан килнине, ӑҫта каяссине пӗлместӗр,— тенӗ хыҫҫӑн Иисус малалла ҫапла калать,— сирӗн саккунӑрта та: «икӗ ҫын пӗр пек кӳнтелет пулсан, ҫавӑ — чӑн» тесе ҫырнӑ. Эпӗ Хам ҫинчен Хам кӳнтелетӗп; Ман ҫинчен тата Мана янӑ Аттем кӳнтелет (Иоанн 8:13—18).

Вӑл мӗнле ӑнлантарса панипе килӗшмен пирки фарисейсем ыйтаҫҫӗ:

— Ӑҫта Санӑн Аҫу?

Иисус тӳррӗн хуравлать:

— Эсир Мана та, Манӑн Аттеме те пӗлместӗр; Мана пӗлнӗ пулсассӑн, эсир Манӑн Аттеме те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ (Иоанн 8:19).

Фарисейсем халӗ те Иисуса ярса тытасшӑн пулин те, никам та ӑна тӗкӗнмест.

Иисус унччен мӗн каланине тепӗр хут калать:

— Эпӗ каятӑп, эсир Мана шырӑр та, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр. Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр.

Иудейсем Иисусӑн сӑмахӗсене тӗрӗс мар ӑнланнӑран тӗлӗннипе ҫапла калаҫҫӗ:

— «Эпӗ каяс ҫӗре эсир пыраймӑр» тет, Вӑл Хӑйне Хӑй вӗлересшӗн мар-и?

Вӗсем Иисус мӗн каласшӑн пулнине ӑнланмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл ӑҫтан килнине пӗлмеҫҫӗ.

— Эсир — ҫӗртен, Эпӗ — ҫӳлтен,— ӑнлантарать Иисус,— эсир — ку тӗнчерисем, Эпӗ — ку тӗнчери мар (Иоанн 8:21—23).

Ҫак сӑмахсемпе Иисус хӑй ҫӗр ҫине киличченех пӗлӗтре пурӑннӑ тата хӑйӗн пирки пама пулнӑ Мессия, е Христос — кама ҫав тӗн пуҫлӑхӗсен кӗтмелле пулнӑ, ҫавӑ — тесе каласшӑн.

Анчах вӗсем йӗрӗнсе ыйтаҫҫӗ:

— Кам вара Эсӗ? (Иоанн 8:25.)

Хӑйне йышӑнманнине тата хирӗҫ тӑнине курса Иисус хуравлать:

— Мӗншӗн-ха эпӗ сирӗнпе калаҫатӑп? (ҪТ)

Ҫав-ҫавах Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫине тимлеттерет те мӗншӗн иудейсен Ывӑла итлеме кирлине ӑнлантарса парать:

— Тӗнчене Эпӗ Хама Яракантан мӗн илтнине ҫеҫ калатӑп, Вӑл вара — Чӑнни (Иоанн 8:25, 26).

Иисус хӑйӗн Ашшӗне шанать, анчах ҫав иудейсем ҫавӑн пек шансах каймаҫҫӗ. Иисус хӑйӗн Ашшӗне шаннине ҫапла палӑртать:

— Эсир Этем Ывӑлне ҫӗклентерсессӗнех Ку Эпӗ иккенне, Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара. Мана Яраканӗ Манпа пӗрлех; Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине тӑватӑп, ҫавӑнпа Аттем Мана пӗччен хӑвармарӗ (Иоанн 8:28, 29).

Хӑш-пӗр иудейсем Иисуса ӗненеҫҫӗ, вара вӑл вӗсене калать:

— Эсир, Ман сӑмахӑма тытса тӑрсан, чӑнах Манӑн вӗренекенӗмсем пулатӑр; вара чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ (Иоанн 8:31, 32).

Хӑш-пӗрисене ирӗке кӑларасси ҫинчен калакан сӑмахсем вырӑнлӑ мар пек туйӑнаҫҫӗ.

— Эпир Авраам йӑхӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман,— хирӗҫлеҫҫӗ вӗсем,— епле-ха Эсӗ пире: «ирӗке тухӑр» теетӗн?

Иудейсем ытти халӑхсен пусмӑрӗ айӗнче пӗрре анчах мар пулнӑ пулин те, вӗсем хӑйсем пирки чурасем тесе шутламаҫҫӗ. Иисус вӗсем пурпӗр чурасем пулнине уҫӑмлӑн палӑртать:

— Чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫылӑха кӗрекен кирек кам та — ҫылӑх чури (Иоанн 8:33, 34).

Иудейсем хӑйсем ҫылӑх чурисем пулнине йышӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа Иисус вӗсемпе мӗн пулассине ӑнлантарса парать:

— Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнаймасть, ывӑлӗ ӗмӗрех пурӑнать (Иоанн 8:35).

Чуран еткерлӗх илме нимле право та ҫук, ҫавӑн пекех ӑна кирек хӑҫан та хӑваласа кӑларса яма пултараҫҫӗ. Тӑван ывӑл е усрава илнӗ ывӑл кӑна килӗнче «ӗмӗрех пурӑнать», урӑхла каласан, мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.

Эппин, Ывӑлӗ ҫинчен калакан чӑнлӑх вӑл — ҫынсене вилӗм кӳрекен ҫылӑхран яланлӑхах ирӗке кӑларакан чӑнлӑх.

Иисус пӗлтерет:

— Сире Ывӑлӗ ирӗке кӑларсан, эсир чӑннипех те ирӗклӗ пулатӑр (Иоанн 8:36).