Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

74-МӖШ СЫПӐК

Хӑналас тата кӗлтӑвас пирки панӑ канашсем

Хӑналас тата кӗлтӑвас пирки панӑ канашсем

ЛУКА 10:38—11:13

  • ИИСУС МАРФӐПА МАРИЯ ПАТӖНЧЕ ХӐНАРА

  • ҪИНЕ ТӐРСА КӖЛТУМАЛЛА

Елеон тӑвӗн хӗвелтухӑҫ айккинче, Иерусалимран виҫӗ ҫухрӑма яхӑн аяккарах, Вифани ялӗ ларать (Иоанн 11:18). Халӗ Иисус унталла ҫул тытать. Унта Марфӑпа Мария, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ, пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем тата вӗсен пӗртӑванӗ Лазарь — Иисусӑн тусӗсем. Ҫавӑнпа вӗсем Иисуса хӑйсем патӗнче курма яланах хавас.

Мессийӑна хӑнана чӗнесси вӑл — пысӑк чыс. Марфа Иисуса лайӑх хӑналасшӑн, ҫавӑнпа вӑл тутлӑ та чаплӑ апат хатӗрлеме пуҫлать. Марфа ӗҫленӗ вӑхӑтра Мария Иисуса ун ури патӗнче итлесе ларать. Пӗр вӑхӑт иртсен Марфа Иисуса калать: «Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ» (Лука 10:40).

Марийӑна айӑплас вырӑнне Иисус Марфӑна апат-ҫимӗҫшӗн ытлашши пӑшӑрханнӑшӑн ҫакӑн пек канаш парать: «Марфа, Марфа! эсӗ нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн; кирли вара — пӗрре анчах. Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ» (Лука 10:41, 42). Ҫакӑнпа Иисус тӗрлӗ йышши апат-ҫимӗҫ хатӗрлес тесе нумай вӑхӑт уйӑрма кирлӗ мар, пӗр ахаль апат та ҫителӗклӗ тесе каласшӑн.

Марфа ыррине ҫеҫ сунать. Вӑл лайӑх хӑналасшӑн. Анчах апат-ҫимӗҫшӗн ытлашши пӑшӑрханнӑран вӑл Турӑ Ывӑлӗ калакан хаклӑ канашсене илтмесӗр юлать. Иисус Мария лайӑххине суйласа илчӗ тесе палӑртать. Ҫакӑ вара Марийӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе усӑ парса тӑрӗ, унсӑр пуҫне, вӑл пире пурне те ялан асра тытмалли тӗслӗх кӑтартнӑ.

Тепрехинче Иисус тепӗр кирлӗ япала ҫинчен вӗрентет. Вӗренекенӗсенчен пӗри унран ыйтать: «Вӗрентекен! Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ пек, пире те кӗлтума вӗрентсемччӗ» (Лука 11:1). Иисус, ҫулталӑк ҫурра яхӑн каялла Ту ҫинче каланӑ проповедьре, мӗнле кӗлтумаллине ӑнлантарса панӑ (Матфей 6:9—13). Анчах ҫав вӗренекен ун чухне унта пулман курӑнать, ҫавӑнпа Иисус тӗп шухӑшсене тепӗр хут каласа парать. Унтан вӑл ҫине тӑрса кӗлтумаллине палӑртас тесе тӗслӗх илсе парать.

«Калӑпӑр, сирӗн хушшӑрта камӑн та пулсан тусӗ пултӑр; вӑл тусӗ патне ҫур ҫӗр тӗлӗнче пырса: „тусӑм! мана кивҫен виҫӗ ҫӑкӑр парса яр-ха: ман патӑма ҫула май тусӑм кӗчӗ те, манӑн ӑна ҫитерме нимӗн те ҫук“ тетӗр; лешӗ шалтан ӑна ҫапла хуравлатӑр: „ан чӑрмантар мана, алӑксене те питӗрнӗ, ачамсем те хампа пӗрле вырӑн ҫинче; тӑраймастӑп, сана нимӗн те параймастӑп“ тетӗр. Калатӑп сире: вӑл ӑна, лешӗ тусӗ пулин те, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса мӗн ыйтнине памарӗ пулсан та, тусӗ каймасӑр аптӑратса тӑнине кура тӑрӗ те мӗн чухлӗ ыйтнине парса ярӗ ӑна» (Лука 11:5—8).

Иисус ҫакӑнпа Иегова, ҫав тӗслӗхри тус пек, хӑйӗнчен мӗн ыйтни ҫине кӑмӑлсӑррӑн хуравлать тесе каласшӑн мар. Ун вырӑнне вӑл ҫакна палӑртать: кӑмӑлсӑр тус хӑйӗнчен ҫине тӑрса ыйтни ҫине хурав парать пулсан, пирӗн юратакан ҫӳлти Аттемӗр хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем хӑйне чунтан йӑлӑнса ыйтни ҫине хуравлатех тесе палӑртать! Иисус ҫапла шантарса калать: «Эпӗ те калатӑп сире: ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире; шырӑр — вара тупатӑр; шаккӑр — уҫса кӗртӗҫ сире. Мӗншӗн тесессӗн ыйтакан — илет, шыракан — тупать, шаккакана — уҫаҫҫӗ» (Лука 11:9, 10).

Унтан Иисус хӑйӗн шухӑшне палӑртас тесе танлаштарупа усӑ курать: «Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ... пулӑ ыйтсассӑн, пулӑ вырӑнне [ашшӗ] ӑна ҫӗлен парӗ-и? е ҫӑмарта ыйтсассӑн, ӑна скорпион парӗ-и? Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене Таса Сывлӑшне паратех ӗнтӗ» (Лука 11:11—13). Ҫакӑн пек шантарни — пирӗн Атте пире хаваспах итлет тата хамӑра мӗн кирли ҫинчен кӗлтунӑ чухне хуравлать тесе шантарни — мӗн тери чаплӑ!