Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

66-МӖШ СЫПӐК

Иерусалимра Хӳшӗ уявӗнче

Иерусалимра Хӳшӗ уявӗнче

ИОАНН 7:11—32

  • ИИСУС ХРАМРА ВӖРЕНТЕТ

Иисус шыва кӗнӗренпе пӗр ҫул анчах мар иртнӗ ӗнтӗ. Вӑл халӗ паллӑ ҫын пулса тӑнӑ. Пин-пин иудей вӑл тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курнӑ, унӑн ӗҫӗсем пирки вара пур ҫӗрте те калаҫаҫҫӗ. Халӗ, Иерусалимра Хӳшӗ (Чатӑр) уявне паллӑ тунӑ чухне, нумайӑшӗ Иисуса шырать.

Ҫынсем Иисус ҫинчен тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. «Вӑл ырӑ»,— теҫҫӗ пӗрисем. Теприсем вара: «Ҫук, Вӑл халӑха улталать»,— теҫҫӗ (Иоанн 7:12). Уявӑн малтанхи кунӗсенче Иисус ҫинчен ҫавӑн пек нумай пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Анчах та ун майлӑ пулнине уҫҫӑн калама никам та хӑю ҫитереймест, мӗншӗн тесен иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхма пултарнинчен хӑраҫҫӗ.

Уяв варринче Иисус храма килет. Вӑл питӗ чаплӑ вӗрентнинчен нумайӑшӗ тӗлӗнет. Иисус нихӑҫан та раввинсен шкулӗсенче вӗренмен, ҫавӑнпа иудейсем тӗлӗннипе ҫапла калаҫҫӗ: «Вӗренмесӗрех Ҫырӑва епле пӗлет-ха Вӑл?» (Иоанн 7:15.)

«Манӑн вӗрентӗвӗм — Хамран мар, Мана Яраканран,— ӑнлантарать Иисус,— кам Унӑн ирӗкне туса тӑрас тет, вӑл ҫак вӗрентӳ ҫинчен пӗлӗ — Турӑран-и ку е Эпӗ Хам калатӑп-и» (Иоанн 7:16, 17). Иисусӑн вӗрентӗвӗсем Туррӑн Саккунӗпе килӗшсе тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗншӗн мар, Турӑшӑн мухтав шырани пурне те уҫӑмлӑн курӑнса тӑмалла.

Унтан Иисус калать: «Сире Моисей саккун паман-и? ҫапах та эсир пӗри те саккуна тытса тӑмастӑр. Эсир Мана мӗншӗн вӗлересшӗн?» Халӑх хушшинчи хӑш-пӗр ҫынсем, Иерусалимра пурӑнманскерсем, ӑна вӗлересшӗн пулнине пӗлмеҫҫӗ пулас. Ҫавӑн пек чаплӑ вӗрентекене кам-ха вӗлересшӗн пулӗ, кун пекки пулма пултараймасть пек туйӑнать вӗсене. Иисус хӑйӗн пирки ӑна такам вӗлересшӗн тесе калать пулсан, унӑн пурте йӗркеллех мар пулмалла тесе шутлама пуҫлаҫҫӗ ҫынсем. «Санӑн ӑшӑнта шуйттан мар-и? кам вӗлересшӗн Сана?» — калаҫҫӗ вӗсем (Иоанн 7:19, 20).

Чӑнах та, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Иисус чирлӗ ҫынна шӑматкун сыватсан, тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна вӗлересшӗн пулаҫҫӗ. Халӗ вара Иисус, вӗсем тӗрӗс мар шутланине тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесе, пурте пӗлекен япала ҫинчен каласа парать. Вӑл Саккун ҫине тимлеттерет, ҫавӑн тӑрӑх, саккӑрмӗш кунне, ҫак кун шӑматкун пулсан та, арҫын ачан ӳтне кастармалла. Унтан Иисус ыйтать: «Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑматкун та ӳт кастарать пулсан, мӗнле-ха эсир Мана Эпӗ шӑматкун ҫынна пӗтӗмпех сыватнӑшӑн ҫилленетӗр? Ҫиелтен пӑхса ан айӑплӑр, тӳрӗ сут туса айӑплӑр» (Иоанн 7:23, 24).

Иерусалим ҫыннисем, лару-тӑру мӗнлерех пулнине пӗлекенсем, ыйту параҫҫӗ: «Ҫакна [пуҫлӑхсем] вӗлересшӗн шырамаҫҫӗ-и-ха? Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫавах Ӑна нимӗн те каламаҫҫӗ: пуҫлӑхсем Вӑл чӑнах та Христос иккенне пӗлсе ҫитмен-ши?» Мӗншӗн ҫынсем Иисус чӑнах та Христос пулнине ӗненмеҫҫӗ? «Эпир Вӑл ӑҫтан килнине пӗлетпӗр; Христос килес пулсассӑн, Вӑл ӑҫтан иккенне никам та пӗлмӗччӗ»,— ӑнлантарса параҫҫӗ вӗсем (Иоанн 7:25—27).

Ҫавӑнтах, храмрах, Иисус вӗсене ҫакӑн пек хуравлать: «Эсир Мана та пӗлетӗр, Эпӗ ӑҫтан иккенне те пӗлетӗр; Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Мана Яраканӗ, Чӑнни, пур, эсир Ӑна пӗлместӗр. Эпӗ Ӑна пӗлетӗп: Эпӗ — Ун патӗнчен, Мана Вӑл ячӗ» (Иоанн 7:28, 29). Иисус ҫакна пурне те илтмелле каланӑ хыҫҫӑн ӑна тӗрмене хупас е вӗлерес тесе ярса тытасшӑн пулаҫҫӗ. Анчах та ҫакна тума май килмест, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑчӗ ҫитеймен пулнӑ-ха.

Ҫав-ҫавах нумайӑшӗ Иисуса ӗненет, ҫавна тума вӗсен сӑлтавӗ те нумай. Вӑл шыв ҫийӗпе утнӑ, ҫиле лӑплантарнӑ, тӗлӗнмелле майпа пин-пин ҫынна темиҫе ҫӑкӑрпа тата пулӑпа тӑрантарнӑ, чирлисене, тилҫеллисене тата уксах-чӑлахсене сыватнӑ, суккӑррисене куракан тунӑ тата вилнисене те чӗртнӗ. Ҫавӑнпа ҫынсем ыйтаҫҫӗ: «Христос килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» (Иоанн 7:31.)

Фарисейсем халӑх хушшинче Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине илтсен, вӗсем тата аслӑ священниксем хуралҫӑсене ӑна тытма яраҫҫӗ.