Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

72-МӖШ СЫПӐК

Иисус 70 вӗренекене ырӑ хыпар сарма ярать

Иисус 70 вӗренекене ырӑ хыпар сарма ярать

ЛУКА 10:1—24

  • ИИСУС 70 ВӖРЕНЕКЕН СУЙЛАСА ИЛЕТ ТЕ ВӖСЕНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРМА ЯРАТЬ

Пирӗн эрӑри 32 ҫул вӗҫленсе пырать. Иисус шыва кӗнӗренпе виҫӗ ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ. Нумаях пулмасть вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иерусалимра Хӳшӗ уявӗнче пулнӑ. Халӗ вара вӗсем хула ҫывӑхӗнче пулас (Лука 10:38; Иоанн 11:1). Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫлениччен ҫур ҫул тӑрса юлать. Ҫав ҫур ҫул хушшинче вӑл Иудейӑра тата Иордан юханшывӗн тепӗр енче вырнаҫнӑ Перейӑра чылай вӑхӑт ирттерет. Ҫав вырӑнсенче те ырӑ хыпара сармалла.

Унччентерех, пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасха хыҫҫӑн, Иисус темиҫе уйӑх хушши Иудейӑра ырӑ хыпар сарнӑ, Самари витӗр те тухнӑ. Унтан, пирӗн эрӑри 31 ҫулхи Пасхӑна паллӑ тунӑ вӑхӑт тӗлнелле, иудейсем ӑна Иерусалимра вӗлересшӗн пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫулталӑк ҫурӑ хушши вӑл, тӗпрен илсен, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Галилейӑра вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче нумайӑшӗ ун хыҫҫӑн пыракансем пулса тӑнӑ. Галилейӑра Иисус апостолӗсене ырӑ хыпар сарма хатӗрленӗ те вӗсене ҫапла хушса янӑ: «Ҫӳренӗ чухне: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ“ тесе вӗрентӗр» (Матфей 10:5—7). Халӗ вара вӑл Иудейӑра ырӑ хыпара анлӑрах сарас тесе ҫав ӗҫе йӗркелесе ярать.

Чи малтан Иисус 70 вӗренекен суйласа илет те вӗсене икшерӗн-икшерӗн ырӑ хыпар сарма ярать. Ҫапла вара 35 мӑшӑр хыпарҫӑ ӑҫта «вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал», ҫавӑнта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳреме каять (Лука 10:2). Иисус вӗсене хӑй каярахпа ҫитсе курас текен вырӑнсене ярать. Ҫав 70 вӗренекенӗн чирлисене сыватмалла тата Иисус пӗлтерекен хыпарах пӗлтермелле пулнӑ.

Вӗсем халӑха синагогӑсенче вӗрентмӗҫ. Иисус вӗсене ырӑ хыпара килтен киле сарма хушать. «Кирек мӗнле ҫурта кӗрсен те чи малтан: „канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле!“ тейӗр,— вӗрентет вӑл,— унта канӑҫлӑха тивӗҫлӗ ҫын пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ ӑна». Вӗсен ҫынсене мӗнле хыпар пӗлтермелле? Иисус калать: «Вӗсене: „сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ“ тейӗр» (Лука 10:5—9).

Иисус ҫулталӑка яхӑн каялла 12 апостола ырӑ хыпар сарма янӑ чухне мӗнле канашсем панӑ, 70 вӗренекене те вӑл ҫавнашкал канашсемех парать. Вӑл вӗсене пурте хапӑл туса йышӑнмӗҫ тесе асӑрхаттарать. Анчах вӗсем итлеме кӑмӑл тӑвакан ҫынсене хатӗрлӗҫ, вара каярахпа Иисус килсен, вӗсенчен нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫаран вӗренес тесе ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑрӗҫ.

Кӗҫех Патшалӑх ҫинчен пӗлтерсе ҫӳрекен 35 мӑшӑр хыпарҫӑ Иисус патне таврӑнать. Вӗсем савӑнӑҫлӑн каласа параҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр! Санӑн ятупа пире усалсем те парӑнаҫҫӗ». Паллах ӗнтӗ, ҫак сӑмахсем Иисуса савӑнтараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл калать: «Шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм Эпӗ; акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама... хӑват патӑм» (Лука 10:17—19).

Ҫапла Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене хӑйсене мӗн сиен кӳме пултарать, ҫавсене ҫӗнтерме пултаратӑр тесе шантарать. Вӗсем, сӑнарлӑ каласан, ҫӗленсемпе скорпионсене таптӗҫ. Унсӑр пуҫне, пуласлӑхра Сатанана пӗлӗтрен сирпӗтсе антарасси пирки вӗсем ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иисус 70 вӗренекене юлашкинчен мӗн пӗлтерӗшлӗрех пулнине ӑнланса илме пулӑшать. Вӑл калать: «Эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр» (Лука 10:20).

Иисус питӗ хытӑ савӑннипе хӑйӗн Ашшӗне — вӑл хӑйсене кӗҫӗне хуракан ӗҫлекенӗсемпе ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа усӑ курнӑшӑн — пурин умӗнче те мухтать. Иисус вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнать те калать: «Эсир кураканнине куракан куҫсем телейлӗ! Калатӑп сире: пророксемпе патшасем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ» (Лука 10:23, 24).