Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

98-МӖШ СЫПӐК

Апостолсем каллех пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн

Апостолсем каллех пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн

МАТФЕЙ 20:17—28 МАРК 10:32—45 ЛУКА 18:31—34

  • ИИСУС КАЛЛЕХ ХӐЙӖН ВИЛӖМӖ ПИРКИ КАЛАТЬ

  • АПОСТОЛСЕМ ПЫСӐК ВЫРӐН ЙЫШӐНАСШӐН ПУЛНИНЕ КУРА ВӐЛ МӖН ТӐВАТЬ?

Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Перея урлӑ кӑнтӑралла, Иерусалима, кайнӑ чухне Иерихон патӗнче Иордан урлӑ каҫаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле ыттисем те пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Пасхӑна паллӑ тума каяҫҫӗ.

Иисус вӗренекенӗсенчен маларах каять: вӑл Пасха тӗлне хулана ҫитме ӗлкӗресшӗн. Вӗренекенӗсене илес пулсан, вӗсем хӑраҫҫӗ. Унччен, Лазарь вилсен Иисус Перейӑран Иудейӑна кайма шут тытсан, Фома ыттисене ҫапла каланӑ: «Эпир те каяр та Унпа пӗрле вилер» (Иоанн 11:16, 47—53). Иерусалима кайма хӑрушӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗренекенсем мӗншӗн хӑранине ӑнланма пулать.

Апостолсене пулас событисене хатӗрленме пулӑшас тесе Иисус вӗсене айккине илсе каять те калать: «Акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлермелле сут тӑвӗҫ; унтан Ӑна мӑшкӑл кӑтартма, хӗнеме, хӗрес [«юпа», ҪТ] ҫумне пӑталама суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ; виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ» (Матфей 20:18, 19).

Иисус хӑй вилессипе чӗрӗлсе тӑрасси пирки вӗренекенӗсене виҫҫӗмӗш хут калать ӗнтӗ (Матфей 16:21; 17:22, 23). Анчах та ку хутӗнче вӑл хӑйне юпа ҫумне пӑталаса вӗлересси пирки калать. Вӗсем ӑна илтеҫҫӗ, анчах унӑн сӑмахӗсене пӗтӗмпех ӑнланмаҫҫӗ. Тен, вӗсем Израиль патшалӑхне ҫӗр ҫинче ҫӗнӗрен йӗркелесе ярасса кӗтеҫҫӗ тата ҫӗр ҫинчи ҫав патшалӑхра Христоспа пӗрле мухтава тухасшӑн.

Пасхӑна ыттисемпе пӗрле Иаковпа Иоанӑн амӑшӗ (Саломия пулас) пырать. Иисус ҫак икӗ апостола «аслати ывӑлӗсем» тесе ят парать, ҫакна вӑл вӗсем час ҫилленсе кайма пултарнӑран калать паллах (Марк 3:17; Лука 9:54). Вӗсем пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ чапшӑн ҫунаҫҫӗ — Христосӑн Патшалӑхӗнче пысӑк вырӑн йышӑнма ӗмӗтленеҫҫӗ. Вӗсен амӑшӗ ҫавӑн ҫинчен пӗлет. Акӑ вӑл Иисус патне пырать те ӑна пуҫ тайса темӗскер ыйтасшӑн пулать. «Сана мӗн кирлӗ?» — тесе ыйтать Иисус. Лешӗ калать: «Ҫак икӗ ывӑлӑма Хӑвӑн Патшалӑхунта пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ларма хушсамччӗ» (Матфей 20:20, 21).

Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑн ҫинчен Иаковпа Иоанн ыйтаҫҫӗ. Ҫакна та палӑртмалла: нумаях пулмасть Иисус хӑйӗн намӑс тата мӑшкӑл курма тивесси ҫинчен каланине вӗсем илтнӗ. Халӗ вара вӑл вӗсене калать: «Мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫме... пултарайӑр-и?» Вӗсем: «Пултаратпӑр»,— тесе хуравлаҫҫӗ (Матфей 20:22). Ҫав-ҫавах вӗсем ҫакӑ хӑйсемшӗн мӗне пӗлтернине пӗтӗмпех ӑнланмаҫҫӗ пулмалла.

«Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр,— калать вӗсене Иисус,— анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта» (Матфей 20:23).

Иаковпа Иоанн мӗн ҫинчен ыйтнине пӗлсен, вунӑ апостолӗ ҫилленсе каяҫҫӗ. Унччен апостолсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пулни пирки тавлашнӑ чухне Иаковпа Иоанн хӑйсен шухӑшне, тен, тӳррӗн каланӑ? (Лука 9:46—48.) Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, ҫакӑ Иисус кашнин хӑйне кӗҫӗне хумалла текен канаша 12 апостолтан нихӑшӗ те тимлеменнине кӑтартса парать. Вӗсем унчченхи пекех пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн.

Иисус ҫак тавлашӑва тата ҫавна пула сиксе тухнӑ япӑх лару-тӑрӑва татса пама шутлать. Вӑл 12 апостола чӗнсе илет те вӗсене юратса канаш парать: «Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланакансем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, улпучӗсем вӗсене хӑйсен аллинче тытаҫҫӗ. Анчах сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: сирӗн хушшӑрта кам асли пулас тет, ҫавӑ сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр; сирӗн хушшӑрта кам малти пулас тет, ҫавӑ пуриншӗн те чура пултӑр» (Марк 10:42—44).

Вӗсен камран тӗслӗх илмелле? Иисусран. Вӑл ӑнлантарса парать: «Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗншӗн ӗҫлеттерме килмен, Хӑй ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма, нумайӑшне хӑтарасшӑн Хӑйӗн пурӑнӑҫне пама килнӗ» (Матфей 20:28). Виҫӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ Иисус ыттисемшӗн ӗҫлет. Кӗҫех вӑл пур ҫыншӑн та хӑйӗн пурнӑҫне парӗ! Вӗренекенӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ Христосӑнни пек пулмалла — вӗсен ыттисене хӑйсемшӗн ӗҫлеттерес вырӑнне ыттисемшӗн ӗҫлес кӑмӑл тата пысӑк вырӑн йышӑнас вырӑнне хӑйсене кӗҫӗне хурас кӑмӑл пулмалла.