Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

96-МӖШ СЫПӐК

Иисус пуян ҫамрӑк пуҫлӑха хуравлать

Иисус пуян ҫамрӑк пуҫлӑха хуравлать

МАТФЕЙ 19:16—30 МАРК 10:17—31 ЛУКА 18:18—30

  • ПУЯН ҪЫН ӖМӖРЛӖХ ПУРНӐҪ ҪИНЧЕН ЫЙТУ ПАРАТЬ

Иисус Иерусалималла уттарать, анчах вӑл хальлӗхе Перейӑра. Ун патне пӗр пуян ҫамрӑк чупса пырать те ун умне чӗркуҫленсе ларать. Библире ун пирки «пуҫлӑх» тенӗ. Тен, вӑл — синагога пуҫлӑхӗ е Синедрион членӗ. «Ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн?» — ыйтать вӑл (Лука 8:41; 18:18; 24:20).

Иисус ӑна хуравласа ҫапла калать: «Мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар». Тен, ҫамрӑк ҫын, раввинсем пекех, «ырӑ» текен сӑмахпа титул пек усӑ курать. Иисус ыррӑн вӗрентет пулин те, вӑл хӑйӗнпе калаҫакан ҫынна Турра кӑна «ырӑ» текен титулпа чӗнмелле тесе палӑртать.

«Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тетӗн пулсассӑн, ӳкӗтсене тытса пурӑн»,— тесе канаш парать Иисус. Ҫамрӑк ҫын: «Хӑшӗсене?» — тесе ыйтать. Иисус Вунӑ ӳкӗтрен пиллӗкӗшне асӑнать — вӑл ҫын вӗлересси, аскӑнланса ҫӳресси, вӑрласси, суясси тата атте-аннене хисеплесси ҫинчен калать. Унтан вӑл тата кирлӗрех ӳкӗт ҫине тимлеттерет: «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат» (Матфей 19:17—19).

«Эпӗ ҫакна йӑлтах мӗн ачаранпах пурӑнӑҫлатӑп,— хуравлать ҫамрӑк ҫын,— тата мӗн ҫитмест-ши манӑн?» (Матфей 19:20.) Тен, вӑл мӗнле те пулин ырӑ та паттӑрла ӗҫ тумалла, вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме тивӗҫлӗ пулӑп тесе шутлать пулмалла. Унӑн чунтан тухакан сӑмахӗсем Иисусӑн кӑмӑлне пырса тивеҫҫӗ (Марк 10:21). Анчах та ҫав ҫамрӑка пӗр япала чӑрмантарать.

Вӑл хӑйӗн пурлӑхне питӗ хытӑ юратать. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Санӑн тата пӗри ҫитеймест: кай та мӗнпур пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та... Ман хыҫҫӑн пыр». Чӑнах та, ҫамрӑк ҫын хӑйӗн укҫине хӑйне каялла тавӑрса пама пултарайман чухӑнсене валеҫсе пама тата Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пултарнӑ. Анчах вӑл тӑрать те салхуллӑн пӑрӑнса утать. Иисус ҫакна кулянса сӑнаса тӑрать пулас. Хӑйӗн пуянлӑхне хытӑ юратни ҫав ҫамрӑка суккӑрлатать, ҫавӑнпа вӑл чӑн-чӑн мула курмасть (Марк 10:21, 22). Иисус пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн!» (Лука 18:24.)

Ҫак сӑмахсем тата Иисус: «Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах»,— тесе калани вӗренекенӗсене тӗлӗнтерсех ярать. Ҫавӑнпа вӗренекенӗсем ыйтаҫҫӗ: «Кам ҫӑлӑнма пултарӗ апла?» Ҫӑлӑнма ҫав тери йывӑр-ши, ҫакна нимле ҫын та тума пултараймасть-ши? Иисус вӗсем ҫине пӑхса хуравлать: «Этем пултарайманнине Турӑ пултарать» (Лука 18:25—27).

Петр хӑйсем, вӗренекенӗсем, мӗн суйласа илни пуян ҫын мӗн суйласа илнинчен уйрӑлса тӑни ҫине тимлеттерсе ҫапла калать: «Акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, пире мӗн тивӗ-ши?» Иисус вӗсем мӗн суйласа илни тӗрӗс пулнине тата юлашкинчен вӗсене мӗн кӗтнине палӑртать: «Пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан [«престол», ҪХ] ҫине ларатӑр» (Матфей 19:27, 28).

Паллах ӗнтӗ, кунта Иисус пуласлӑх ҫинчен — Эдем садӗнче пулнӑ пурнӑҫа ҫӗнӗрен йӗркелесе ярасси ҫинчен калать. Петрпа ытти вӗренекенӗсем илекен пиллӗх вӑл — Иисуспа пӗрле патшара ларса рай туса хунӑ ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрасси. Ҫак пиллӗхшӗн вара пӗтӗм вӑя хума тата кирек мӗнле ҫухату та тӳсме хатӗр пулмалла!

Анчах та Иисусӑн вӗренекенӗсем пиллӗхсене пуласлӑхра ҫеҫ мар, ҫав пиллӗхсенчен хӑш-пӗрисене халех илӗҫ. Иисус ӑнлантарса парать: «Кам та кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн кил-ҫуртне е ашшӗ-амӑшне, е тӑванӗсене, е арӑмне, е ачисене пӑрахса хӑварать, ҫавӑ хальхи вӑхӑтрах ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ» (Лука 18:29, 30).

Иисусӑн вӗренекенӗсем кирек ӑҫта кайсан та, вӗсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен тӑвансене тупӗҫ. Вӗсем хушшинчи ҫыхӑну вара ҫемьери ҫынсем хушшинчи ҫыхӑнуран ҫирӗпрех те хаклӑрах. Ҫамрӑк пуҫлӑха илес пулсан, вӑл хӑйне ҫав пиллӗхсемсӗр, ҫавӑн пекех Туррӑн тӳпери Патшалӑхӗнче пурӑнас наградӑсӑр тӑратса хӑварать пулмалла.

Иисус калать: «Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем чылайӑшӗ малта пулӗҫ» (Матфей 19:30). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн?

Пуян ҫамрӑк пуҫлӑх, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсенчен пӗри пулнӑ май, «малтисем» шутне кӗрет. Вӑл Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл тӗрӗс ҫулпа пырать пек тата Христосӑн вӗренекенӗсем хушшинче нумай ырӑ ӗҫ тума пултарать пек туйӑнать. Анчах та вӑл пуринчен ытла пуянлӑха, хӑйӗн пурлӑхне, хаклать. Ахаль ҫынсене илес пулсан, вӗсем Иисусӑн вӗрентӗвӗсем пирки чӑнлӑх тата пурнӑҫ ҫулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем ку таранччен «кайрисем» пулнӑ теме пулать, анчах халӗ вӗсем «малтисем» пулӗҫ. Вӗсем тӳпери престолсем ҫине ларасса тата Иисуспа пӗрле рай туса хунӑ ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑрасса шанма пултараҫҫӗ.