Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

99-МӖШ СЫПӐК

Иисус суккӑрсене сыватать тата Закхея пулӑшать

Иисус суккӑрсене сыватать тата Закхея пулӑшать

МАТФЕЙ 20:29—34 МАРК 10:46—52 ЛУКА 18:35—19:10

  • ИЕРИХОНРА ИИСУС СУККӐРРИСЕНЕ СЫВАТАТЬ

  • КУЛАНАЙ ПУХАКАН ЗАКХЕЙ ӲКӖНЕТ

Иисус тата унпа пӗрле пыракансем Иерихон хулине ҫитеҫҫӗ. Ҫак хулапа Иерусалим хушши — пӗр кун утмалӑх. Иерихон икӗ хуларан тӑрать теме пулать: кивӗ хулипе Рим вӑхӑтӗнче туса лартнӑ ҫӗнӗ хула хушшинче — ҫухрӑм ҫурра яхӑн. Иисуспа темӗн чухлӗ халӑх ҫав хуласенчен пӗринчен тухнӑ чухне икӗ суккӑр ҫын халӑх шавне илтеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне Вартимей тесе чӗнеҫҫӗ.

Иисус иртсе пырать тенине илтсен, Вартимей тата унпа пӗрле ларакан тепӗр суккӑр ҫын: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Давид Ывӑлӗ, хӗрхенсемччӗ пире!» — тесе кӑшкӑрма пуҫлаҫҫӗ (Матфей 20:30). Хӑш-пӗрисем вӗсене ҫине тӑрсах шӑплантарасшӑн пулаҫҫӗ, анчах вӗсем тата хытӑрах кӑшкӑраҫҫӗ. Шав илтсен, Иисус чарӑнса тӑрать те кӑшкӑракансене чӗнсе илме ыйтать. Иисус янӑ ҫынсем ҫав ыйткаласа ларакансенчен пӗрне калаҫҫӗ: «Ан хӑра, тӑр, сана чӗнет» (Марк 10:49). Питӗ хумханнипе суккӑр ҫын ҫиелти тумне хывса пӑрахса ура ҫине сиксе тӑрать те Иисус патне пырать.

«Эсир Мана мӗн тутарасшӑн?» — тесе ыйтать Иисус. Суккӑр ҫынсем иккӗшӗ те йӑлӑнаҫҫӗ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! пирӗн куҫӑмӑрсем уҫӑлӗҫинччӗҫ» (Матфей 20:32, 33). Иисус хӗрхенсе вӗсен куҫӗсене сӗртӗнет те вӗсенчен пӗрне калать: «Каях, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана» (Марк 10:52). Икӗ суккӑр ҫын куракан пулаҫҫӗ те Турра мухтама пуҫлаҫҫӗ. Ҫакна курсан, ыттисем те Турра мухтаҫҫӗ. Куракан пулнӑ ҫынсем Иисус хыҫҫӑн каяҫҫӗ.

Иисус Иерихон хули витӗр иртсе пынӑ чухне ун тавра нумай халӑх пухӑнать. Суккӑрсене сыватнӑ ҫынна кашни курасшӑн. Халӑх Иисуса тавралла ҫавӑрса илнӗрен хӑш-пӗрисем ӑна куҫ хӳрипе те курма пултараймаҫҫӗ. Закхей та Иисуса курасшӑн. Вӑл Иерихонри тата ун таврашӗнчи куланай пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ. Лутра пулнӑран вӑл тавралла мӗн пулса иртнине курма пултараймасть. Ҫавӑнпа Закхей маларах чупса каять те Иисус пыракан ҫул ҫумӗнче ӳсекен смоква йывӑҫӗ ҫине улӑхать. Ҫавӑнтан Закхея пурте лайӑх курӑнать. Иисус ҫав тӗле ҫитсе пынӑ май Закхея асӑрхать те ӑна калать: «Закхей! ан хӑвӑртрах, Манӑн паян санӑн килӳнте пулмалла» (Лука 19:5). Закхей анать те ҫавӑн пек хаклӑ хӑнана лайӑх кӗтсе илес тесе килне васкать.

Ҫынсем мӗн пулса иртнине курсан ӳпкелешме пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем Иисусӑн ҫавӑн пек ҫын патне хӑнана кайма юрамасть тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен шучӗпе вӑл ҫылӑхлӑ ҫын. Закхей налук пухнӑ чухне ҫынсенчен укҫа сӑптӑрнипе пуйнӑ.

Иисус Закхей килне кӗрсен ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ»,— тесе ӳпкелешеҫҫӗ. Анчах Иисус Закхей ӳкӗнме пултарнине курать. Чӑнах та, Иисусӑн ӗмӗчӗ татӑлмасть. Закхей тӑрать те ӑна калать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ ӗнтӗ хамӑн пурлӑхӑмӑн ҫуррине чухӑнсене парӑп, тата кама та пулин мӗнле те пулин кӳрентернӗ пулсассӑн, ӑна тӑватӑ хут ытла тавӑрса парӑп» (Лука 19:7, 8).

Закхей хӑй чунтан ӳкӗннине питӗ лайӑх кӑтартса парать! Вӑл налук пухни ҫинчен ҫырса пынӑ отчетсем тӑрӑх кашни иудейран мӗн чухлӗ илнине шутласа кӑларма пултарать. Вӑл каялла тӑватӑ хут ытларах тавӑрса пама сӑмах парать. Ҫакӑ Туррӑн саккунӗнче мӗн тума ыйтнинчен те нумайрах (Тухни 22:1; Левит 6:2—5). Унсӑр пуҫне Закхей хӑйӗн пурлӑхӗн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе пама сӑмах парать.

Иисус Закхей ӳкӗннине курса савӑнать, вара ӑна калать: «Паян ҫак киле ҫӑлӑнас кунӗ ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ҫын та Авраам ывӑлӗ: Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ» (Лука 19:9, 10).

Нумаях пулмасть Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхе каласа панипе «ҫухалнисен» лару-тӑрӑвӗ ҫине тимлеттернӗ (Лука 15:11—24). Халӗ вара вӑл пурнӑҫра чӑннипех пулса иртнӗ тӗслӗхе — ҫухалнӑ хыҫҫӑн тупӑннӑ ҫыннӑн тӗслӗхне илсе парать. Тӗн пуҫлӑхӗсем тата вӗсем хыҫҫӑн пыракансем Иисуса Закхей евӗрлӗ ҫынсемпе тимлӗ пулнӑшӑн ӳпкелеҫҫӗ, сивлеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах Иисус Авраамӑн ҫухалнӑ ывӑлӗсене шыраса тупса тӗрӗс ҫул ҫине тӑратма пӑрахмасть.