Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

89-МӖШ СЫПӐК

Иисус Иудейӑна каякан ҫулпа пынӑ чухне Перейӑра вӗрентет

Иисус Иудейӑна каякан ҫулпа пынӑ чухне Перейӑра вӗрентет

ЛУКА 17:1—10 ИОАНН 11:1—16

  • ТАКӐНТАРНИ МӖН ТЕРИ ЯПӐХ

  • КАҪАРНИ ТАТА ӖНЕНӲ КӐТАРТНИ

Иисус Иорданӑн тепӗр енче Перея теекен вырӑнта пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ (Иоанн 10:40). Кӗҫех вӑл кӑнтӑралла, Иерусалима, ҫул тытӗ.

Иисус пӗччен мар. Унпа пӗрле унӑн вӗренекенӗсем тата «темӗн чухлӗ халӑх» пырать, вӗсем хушшинче куланай пухакансемпе ҫылӑхлӑ ҫынсем те пур (Лука 14:25; 15:1). Вӗсем хыҫҫӑн Иисус мӗн каланипе мӗн тунине тиркекен фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем пыраҫҫӗ. Вӗсен — Иисус ҫухалнӑ сурӑх, ҫухалнӑ ывӑл тата пуянпа Лазарь ҫинчен калакан тӗслӗхсене итленӗ хыҫҫӑн — шухӑшламалӑх пур (Лука 15:2; 16:14).

Тен, Иисус хӑйне хирӗҫ пыракан ҫынсем тиркесе, мӑшкӑлласа каланине асра тытса хӑйӗн вӗренекенӗсемпе калаҫма пуҫлать. Вӑл унччен Галилейӑра сӳтсе явнӑ хӑш-пӗр шухӑшсем ҫине тимлеттерет.

Сӑмахран, Иисус калать: «Этемӗн ҫылӑха кӗресси пулатех, анчах илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хуйхӑ пулӗ. [...] Хӑвӑра хӑвӑр астуса пурӑнӑр. Тӑвану сан умӑнта ҫылӑха кӗрсен эсӗ ӑна йӑнӑшне кӑтарт; ӳкӗнет пулсан каҫар. Вӑл сан умӑнта кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, ҫичӗ хут пырса: „Ӳкӗнетӗп“,— тесен, каҫар ӑна» (Лука 17:1—4, ҪХ). Ҫакӑнти юлашки шухӑшӗ Петра, тен, хӑй унччен ҫичӗ хутчен каҫармалла-и тесе ыйтнине аса илтерет (Матфей 18:21).

Вӗренекенӗсем хӑйсене Иисус каланӑ сӑмахсемпе килӗшӳллӗ тытма пултарӗҫ-ши? Вӗсем унран ыйтаҫҫӗ: «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ». Вӑл хурав панӑ чухне вӗсене ҫапла шантарса калать: «Ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак смоква йывӑҫне: „кунтан тӗпӗ-тымарупах тӑпӑлса тух та тинӗсе куҫса лар“ тесессӗн, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ» (Лука 17:5, 6). Чӑнах та, пысӑках мар ӗненӳ те пысӑк ӗҫсем тума пултарать.

Малалла вӗрентнӗ май Иисус пирӗн хамӑра кӗҫӗне хума тата хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма кирлине палӑртать. Вӑл апостолсене ҫапла калать: «Суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чури хиртен таврӑнсан, сирӗн хушшӑртан кам ӑна: „кил часрах, сӗтел хушшине лар“ тесе калӗ? Урӑхла каламӗ-и ӑна: „ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи“ темӗ-и? Хуҫи ҫав чурине хӑй хушнине тунӑшӑн тав тӑвӗ-и? Тав тӑвӗ тесе шухӑшламастӑп. Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те туса ҫитерсен калӑр: „эпир ниме юрӑхсӑр чурасем ҫеҫ, эпир хамӑр тума тивӗҫлине анчах турӑмӑр“» (Лука 17:7—10).

Туррӑн кашни ӗҫлекенӗн хӑйӗн пурнӑҫӗнче Туррӑн ирӗкне пуринчен мала хума кирлине ӑнланмалла. Унсӑр пуҫне, Турра унӑн килӗнчисемпе пӗрле пуҫҫапма май пурри вӑл пысӑк чыс пулнине кашнин асра тытмалла.

Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус патне Марийӑпа Марфа янӑ хыпарҫӑ ҫитет. Вӗсем хӑйсен Лазарь ятлӑ пӗртӑванӗпе Иудейӑри Вифани ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Хыпарҫӑ калать: «Ҫӳлхуҫамӑр, акӑ Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ выртать» (Иоанн 11:1—3).

Анчах та хӑйӗн Лазарь тусӗ хытӑ чирлет текен хыпар Иисуса хурлантарса ӳкермест. Вӑл ӑнлантарса парать: «Ку чир вилӗм чирӗ мар, Турӑ мухтавне кӑтартмалли чир, ун урлӑ Турӑ Ывӑлӗ мухтава тухӗ». Вӑл хӑй чарӑнса тӑнӑ вырӑнта тата икӗ кун пурӑнать, унтан вара вӗренекенӗсене калать: «Атьӑр каллех Иудейӑна каяр». Лешӗсем ӑна хирӗҫлеҫҫӗ: «Равви! иудейсем Сана халӗ ҫеҫ чулпа персе вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каятӑн-и?» (Иоанн 11:4, 7, 8.)

Иисус хуравлать: «Кунра вуникӗ сехет мар-и? кӑнтӑрла ҫӳрекен такӑнмасть, мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫак тӗнче ҫутине курать; ҫӗрле ҫӳрекен такӑнать, мӗншӗн тесессӗн унра ҫутӑ ҫук» (Иоанн 11:9, 10). Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ валли Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑт хальлӗхе вӗҫленмен-ха тесе каласшӑн пулмалла. Тӑрса юлнӑ кӗске вӑхӑт хушшинче Иисусӑн май ҫитнӗ таран нумайрах тума ӗлкӗрмелле.

Иисус калать: «Пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп». Вӗренекенӗсем Лазарь ҫывӑрать пуль, ҫавӑнпа вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл самайланӗ тесе шутланӑран ҫапла хуравлаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр! ҫывӑрать пулсассӑн сывалӗ-ха». Иисус вара вӗсене тӳррӗн калать: «Лазарь вилнӗ... эппин, каяр ун патне» (Иоанн 11:11—15).

Иудейӑра Иисуса вӗлерме пултарнине ӑнланнӑран, ҫав вӑхӑтрах ӑна пулӑшасшӑн пулнӑран Фома ытти вӗренекенсене чӗнсе калать: «Эпир те каяр та Унпа пӗрле вилер» (Иоанн 11:16).