Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

93-МӖШ СЫПӐК

Этем Ывӑлӗ «килес кун»

Этем Ывӑлӗ «килес кун»

ЛУКА 17:20—37

  • ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ВӖСЕН ХУШШИНЧЕ

  • ИИСУС «КИЛЕС КУН» МӖН-МӖН ПУЛСА ИРТӖ?

Иисус халӗ те Самарире е Галилейӑра. Фарисейсем ӑна Патшалӑх килесси пирки ыйтаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе вара Патшалӑх чаплӑн та мӑнаҫлӑн килмелле. Анчах вӑл ҫапла хуравлать: «Турӑ Патшалӑхӗ курӑнса килмест, ун ҫинчен: „вӑл акӑ кунта“ е „авӑ унта“ тесе каламӗҫ: Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта [«сирӗн хушӑра», ҪТ] вӑл» (Лука 17:20, 21).

Хӑш-пӗрисем Иисус ҫакӑнта Патшалӑх Туррӑн ӗҫлекенӗсен чӗринче тесе калать теме пултараҫҫӗ. Анчах та ку ун пек мар, вӗт Иисуспа калаҫакан фарисейсен чӗринче Патшалӑх пулма пултараймасть. Ҫав-ҫавах Патшалӑх вӗсен хушшинче, мӗншӗн тесен Турӑ суйласа лартнӑ Патша, Иисус, вӗсен хушшинче (Матфей 21:5).

Фарисейсем кайнӑ хыҫҫӑн пулас, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Патшалӑх килессипе ҫыхӑннӑ тата ытти япаласем ҫинчен каласа парать. Хӑй патшара ларас вӑхӑт пирки каланӑ чухне вӑл малтан ҫапла асӑрхаттарать: «Акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр» (Лука 17:22). Иисус ҫакӑн пек каланипе Этем Ывӑлӗ пуласлӑхра патшара ларӗ тесе палӑртать. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен хӑш-пӗр вӗренекенӗсем, тен, Этем Ывӑлӗ килессине курасшӑн пулӗҫ, анчах та вӗсен пурпӗр ҫавна Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитиччен кӗтмелле пулать.

Иисус малалла калать: «Сире: „акӑ кунта“ е „авӑ унта“ тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ» (Лука 17:23, 24). Эппин, Иисус суя мессиясем хыҫҫӑн «ан чупӑр» тесе калать. Унӑн вӗренекенӗсене ҫакна тума мӗн пулӑшӗ? Иисус каланӑ тӑрӑх, ҫиҫӗм ҫиҫни пур ҫӗрте те курӑнса тӑнӑ пекех, Мессия килесси те ҫавӑн пекех пулӗ. Кам тимлӗ сӑнаса тата хытӑ кӗтсе тӑрать, ҫавсемшӗн пуриншӗн те вӑл патшара ларни паллӑ пулӗ.

Унтан Иисус ҫакна ӗлӗк пулнӑ ӗҫсемпе ҫыхӑнтарса хӑй килес вӑхӑтра ҫынсен мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулассине кӑтартса парать: «Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ... [...] Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, туяннӑ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ; анчах та Лот Содомран тухнӑ кун ҫӳлтен вутлӑ, кӳкӗртлӗ ҫумӑр ҫунӑ та — пурне те пӗтернӗ; Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ» (Лука 17:26—30).

Иисус Ной вӑхӑтӗнче тата Лот вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсене ахаль ӗҫсене туса пурӑннӑшӑн ҫеҫ: ӗҫнӗшӗн, ҫинӗшӗн, сутнӑшӑн, туяннӑшӑн, акнӑшӑн тата ҫуртсем лартнӑшӑн — пӗтернӗ тесе каласшӑн мар. Нойпа Лот та, вӗсен ҫемйисем те ҫав ӗҫсенчен хӑш-пӗрисене тунӑ. Анчах та ыттисем кулленхи ӗҫсем ӑшнех путнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем Туррӑн ирӗкне те шута илмен, хӑйсем мӗнле вӑхӑтра пурӑнни ҫинчен те шутламан. Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Туррӑн ирӗкне яланах асра тытма тата хастаррӑн туса тӑма ӳкӗтлет. Ҫапла вӑл Турӑ пуласлӑхра ҫак тӗнчене пӗтернӗ чухне чӗрӗ юлас тесен мӗн тумаллине кӑтартса парать.

Вӗренекенӗсен хӑйсене ҫак тӗнче сӗнекен япаласем ан чӑрмантарччӑр тесе тӑрӑшмалла. Вӗсен, сӑнарлӑ каласан, мӗн хӑварнине илме каялла таврӑнмалла мар. Иисус калать: «Ҫав кун кам та пулин ҫурт тӑрринче пулсассӑн, япалисем ҫуртӗнче пулсассӑн, вӑл вӗсене илес тесе ҫӗре ан антӑр; кам та пулин хирте пулсассӑн, вӑл та каялла ан таврӑнтӑр. Лот арӑмне асӑрта тытса тӑрӑр» (Лука 17:31, 32). Лот арӑмӗ тӑвар юпа пулса тӑнӑ.

Этем Ывӑлӗ патшара ларнӑ вӑхӑтра мӗнле лару-тӑру пулассине сӑнласа панӑ май Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене калать: «Ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ» (Лука 17:34). Урӑхла каласан, хӑш-пӗрисем ҫӑлӑнӗҫ, теприсене «хӑварӗҫ», е вӗсем пӗтӗҫ.

Вӗренекенӗсем ыйтаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр, ку ӑҫта пулӗ?» Иисус хуравлать: «Виле выртакан ҫӗре ӑмӑрткайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ» (Лука 17:37). Ҫапла, аякрине лайӑх куракан ӑмӑрткайӑксем пек, вӗренекенӗсем чӑн Христос, Этем Ывӑлӗ, патне пуҫтарӑнӗҫ. Ҫавӑн чухне, пуласлӑхра, Иисус хӑйӗн ӗненӳ кӑтартакан вӗренекенӗсене пурнӑҫа ҫӑлакан чӑнлӑхпа тивӗҫтерсе тӑрӗ.