Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

61-МӖШ СЫПӐК

Иисус демон ярса илнӗ ҫамрӑка сыватать

Иисус демон ярса илнӗ ҫамрӑка сыватать

МАТФЕЙ 17:14—20 МАРК 9:14—29 ЛУКА 9:37—43

  • ДЕМОН ЯРСА ИЛНӖ ҪАМРӐКА СЫВАТМА ХЫТӐ ӖНЕННИ КИРЛӖ ПУЛНӐ

Иисус, Петр, Иаков тата Иоанн ту ҫинчен аннӑ чухне темӗн чухлӗ халӑха кураҫҫӗ. Темскер пулса иртнӗ пулмалла. Кӗнекеҫӗсем Иисусӑн вӗренекенӗсем тавра пуҫтарӑннӑ та вӗсемпе тавлашса тӑраҫҫӗ. Иисуса курсан, халӑх ӑна саламлас тесе ун патне хавассӑн чупать. «Эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр?» — ыйтать вӑл (Марк 9:16).

Халӑх хушшинчен пӗр ҫын тухать те Иисус умне чӗркуҫленсе ларса калать: «Вӗрентекен! эпӗ Сан патна чӗлхесӗр тӑвакан усал ернӗ ывӑлӑма илсе килтӗм: усал ӑна ӑҫта тапӑнать, ҫавӑнта ҫӗре ҫӗклесе ҫапать те, вӑл вара кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, унтан хытсах каять. Эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене ҫав усала хӑваласа кӑларма каларӑм та — вӗсем пултараймарӗҫ» (Марк 9:17, 18).

Вӗренекенӗсем ҫав ҫамрӑка сыватма пултарайманшӑн кӗнекеҫӗсем вӗсене сивлеҫҫӗ, хурлаҫҫӗ пулмалла, тен, вӗсенчен кулаҫҫӗ те. Ҫавӑнпа Иисус ҫав ачан ашшӗне мар, унта пухӑннӑ ҫынсене калать: «Эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире?» Ҫак витӗмлӗ сӑмахсене Иисус кӗнекеҫӗсене калать паллах, мӗншӗн тесен вӑл пулман чухне вӗсем унӑн вӗренекенӗсене канӑҫ паман. Иисус хуйха путнӑ ашшӗ енне ҫаврӑнать те калать: «Ывӑлна кунта илсе кил» (Лука 9:41).

Арҫын ача Иисус патнелле утнӑ чухне демон ӑна ҫӗре ӳкерет те чӗтретме пуҫлать. Ҫамрӑк ҫӗр ҫинче кӑпӑк кӑларса йӑваланма тытӑнать. «Вӑл чылайранпа ҫапла-и?» — ыйтать Иисус ашшӗнчен. «Мӗн ачаранпах; усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вут-ҫулӑма та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ»,— хуравлать ашшӗ. Унтан вӑл йӑлӑнса ыйтать: «Мӗн те пулин тума пултаратӑн пулсан хӗрхенсемччӗ пире, пулӑшсамччӗ» (Марк 9:21, 22).

Ашшӗ ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑрать, мӗншӗн тесен Иисусӑн вӗренекенӗсем те унӑн ывӑлне пулӑшма пултарайман. Вӑл йӑлӑнса ыйтни ҫине хуравласа Иисус ӑна ҫапла шантарать: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненме пултаратӑн пулсан, ӗненекеншӗн пӗтӗмпех пулать». Ашшӗ ҫав самантрах кӑшкӑрса ярса ҫапла калать: «Ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑм! Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ!» (Марк 9:23, 24.)

Иисус хӑйӗн патне халӑх пухӑннине курать. Пурин куҫӗ умӗнче Иисус демона сивлесе калать: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш! Хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен, урӑх нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр». Демон арҫын ача ӑшӗнчен тухнӑ чухне ӑна кӑшкӑрттарать тата чӗтретсе пӑрахать. Ҫавӑн хыҫҫӑн ача ним хускалмасӑр выртать. Ҫакна курсан, нумайӑшӗ калать: «Вӑл вилчӗ» (Марк 9:25, 26). Анчах Иисус арҫын ачана алран тытсан, вӑл тӑрать — вӑл пӗтӗмпех сывалать (Матфей 17:18). Паллах ӗнтӗ, халӑх Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет.

Унччен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ чухне, вӗсем демонсене хӑваласа кӑларма пултарнӑ. Хӑлӗ вара, унпа куҫа-куҫӑн юлсан, вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна?» Иисус сӑлтавӗ вӗсем сахал ӗненнинче пулнӑ тесе ӑнлантарать: «Ҫав ӑрӑва [«ҫавӑн пек сывлӑшсене», ҪТ] нимӗнле те мар, кӗлтунипе... ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать» (Марк 9:28, 29). Хӑватлӑ демона хӑваласа кӑларас тесен хытӑ ӗненмелле тата Турӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтмалла.

Иисус пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: „кунтан ҫавӑнта куҫса лар“ тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ» (Матфей 17:20). Чӑнах та, ӗненӳ питӗ ҫирӗп пулма пултарать!

Пире Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тума чаракан чӑрмавсемпе йывӑрлӑхсем вырӑнтан куҫарма ҫук арканми тусем пек курӑнма пултараҫҫӗ. Анчах ӗненӗве ҫирӗплетсех пыратпӑр пулсан, эпир ҫавнашкал тусем евӗрлӗ чӑрмавсемпе йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарӑпӑр.